Турхан ял тăрăхĕ (Çĕмĕрле районĕ)
Курӑнакан калӑплав
| Турхан ял тăрăхĕ | ||
| ||
| Патшалӑх | РФ, Чăваш Ен | |
|---|---|---|
| Статус | ял тăрăхĕ | |
| Кĕрет | Çĕмĕрле районĕ | |
| Администраци центрӗ | Турхан | |
| Официаллӑ чӗлхесем | чăваш, вырăс | |
| Пурӑнан халӑх (2021) | 893 | |
| Наци йышӗ | чăвашсем | |
| Конфесси йышӗ | христиансем | |
| Сайчĕ | ||
Турхан ял тăрăхĕ — Чăваш Республикинчи Çĕмĕрле районĕн ял тăрăхĕ.
Администраци адресӗ: Турхан ялӗ.
Телефон: +7:(83536)60417
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ — Надеев Виктор Николаевич [1].
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Халăх йышĕ, тăрăх тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăвашсем пурăнаççĕ. Халăх йышĕ — 1124 (2008) çын.
| 2010 | 2012 | 2013 | 2014 | 2015 | 2016 | 2017 |
|---|---|---|---|---|---|---|
| 1179 | ↗1187 | ↘1175 | ↘1127 | ↘1085 | ↘1030 | ↘997 |
| 2018 | 2019 | 2020 | 2021 | |||
| ↘963 | ↘931 | ↘915 | ↘893 |
Ялсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял тӑрӑхӗ Турхан, Çĕнкас, Пĕренеш, Чартакан, Мисчĕ, Мулкачкасси ялĕсенчен тăрать.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1917 çултанпа Кăрмăш уесне кĕнĕ. 1920 çулхи авăнăн 7-мĕшĕнчен 1927 çулчен Етĕрне уесне кĕнĕ. 1917 çултан Атикасси вулăсне, 1926 çулхи авăн уйăхĕн 14 пуçласа 1927 çулчен Хутар вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Вăрнар районне, 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Çĕмĕрле районне кĕнĕ.
Организацисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Турхан ялĕнче:
- СХПК "Комбинат"
- Турханти пуçламăш шкул-ача сачĕ;
- фельдшер пункчĕ;
- АТС;
- ветеринари участокĕ;
- Сбербанк уйрăмĕн филиалĕ;
- çыхăну уйрăмĕ;
- модель вулавăшĕ;
- Турханти КОЦ;
- лесничество;
Пĕренеш
- фельдшер пункчĕ;
- ял вулавăшĕ;
- клуб;
Мулкачкасси
- клуб
Бюджет
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Паллă ентешсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхатарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
| Çĕмĕрле районĕн ял тăрăхĕсем | |
|---|---|