Контент патне куҫ

Ту-144

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ту-144 СССР 1969 ç. почта блокĕнче
Ту-144 в Монино. Аялтан пăхсан
Ту-144 и Су-25 в Монино
Ту-144 на МАКС-2007
Ту-144 на МАКС-2007

Ту-1441960-мĕш çулсенче Туполев КБ туса ĕçе кĕртнĕ совет сасăран хăвăрт пассажир самолёчĕ. Ту-144, Конкорд пекех, авиакомпанисем коммерци енĕпе хăçан та пулин усă курнă сасăран чи хăвăрт икĕ авиалайнертан пĕри пулать.

1973 çулхи çĕртмен 3-мĕшĕнче 77102 № Ту-144 Ле Бурже авиасалонĕнчи демонстраци вĕçевĕнче çĕре персе анать. Экипажри 6 пайташ (Совет Союзĕн Паттарĕ, тава тивĕçлĕ хăнăхтару-вĕçевçĕ М. В. Козлов, хăнăхтару-вĕçевçĕ В. М. Молчанов, штурман Г. Н. Баженов, тĕп конструкторăн çумĕ, инженер генерал-майор В. Н. Бендеров, ертӳ инженерĕ Б. А. Первухин, тата бортинженер А. И. Дралин) пĕтеççĕ. Аварин чăн сăлтавĕсене халĕ те тупайман, анчах та тĕп версисемпе экипажăн кĕтмен çĕртен сиксе тухнă франци «Миражĕпе» (вĕçевçĕн совет Ту-144 вĕçевре фотографилеме хушнă) çапăнасран хăвăрт пăрăнма тивнĕ, тытăмлăх системи пăсăлни, е самолёт планерĕн конструкцин çирĕплĕхĕ манёвр енĕпе начаррипе пулна темелле.

Çапах та, Ту-144 пĕрмайхи рейссене кăлараççĕ. Пĕрремĕш ĕçлев рейсне 1975 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче Мускав—Алма-Ата маршрутне тухать, унта самолёт почтăна куçарать, 1977 çулхи чӳк уйăхĕнчен пуçласа çав тĕлĕрех пассажирсене турттарма тытăнать. Рейссене икĕ самолёт кăна — № 77109 тата № 77110 — тухнă. Аэрофлот вĕсевçисем иккĕмĕш пилот пулса, командир вырăнне яланах Туполев ОКБ вĕçевçĕ-тĕрĕслевçĕсем йышăннă. Самолёт çине ларма билета 68 тенкĕпе сутнă[1], ахаль сасăран хăвăрт мар самолётпа Алма-Атана çитме 48 тенкĕ тăнă. Ту-144 коммерци карьери кĕске пулнă.

Самолетăн çитменлĕхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Туса хатĕрлеме тата эксплуатацире хаклă
  • Ытлашши шавлă.
  • Экономлă мар, çунăка нумай çиет.

Самолётсен шăписем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ту-144 (№ — 77112) ĕмĕрлĕх палăкĕ, Зинсхайм, Германи

Пурĕ 16 машинă туса хатĕрленĕ — 68001, 77101, 77102, 77103, 77105, 77106, 77107, 77108, 77109, 77110, 77111, 77112, 77113, 77114, 77115 и 77144 борчĕсем.

Юлнисенчен халĕ вĕçме пултараканни çук. Пур деталĕпе хатĕр, вĕçме пултаракан шая пуçтарма хатĕр бортсем: Ту-144ЛЛ № 77114 тата ТУ-144Д № 77115.

Пуçтарма юрăхлисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ӳкерчĕк:Ту144-77114.jpg
Ту-144 №RA-77114 Жуковскинче.

ТУ-144 № 77114 тата № 77115: палăк е Жуковский аэродромĕнче экспонант вырăнне уса курма хатĕрлеççĕ. 2004—2005 çулсенче вакланă металла сутма хатĕрленĕ пулнă, анчах та авиаци этем пĕрлĕхĕ çак усал ĕç-пуçа чарнă, çавана пула та çак харушăлăх сӳнмен-ха.

Музейсенче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Управрисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕмĕрĕлсе çунса кайнă самолётсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • ТУ-144 № 77102: çĕртме, 3 1973, Ле Буржере кăтарту вĕçевĕнче.
  • ТУ-144 № 77111: сывлăшра çулăм тухнипе Егорьевск патĕнче авари анăмне тăвать (самолёт пĕтĕмпех пĕтет, 2 çын вилет)

Ытти самолётсене 90-мĕш çулсенче пайланă е касса тĕслĕ металла вакланă.

Массăллă этеплĕхре

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ту-144 самолёта «Мимино» фильмра çапса ӳкернĕ. Сценарипе, вăл Делипе Сан-Францискона вĕçнĕ.


Туполев ОКБ самолёчĕсем
АНТ серийĕ: АНТ-1 | АНТ-2 | АНТ-3 «Пролетарий» | АНТ-4 «Страна Советов» | АНТ-5 | АНТ-6 | АНТ-7 | АНТ-8 | АНТ-9 | АНТ-13 | АНТ-14 | АНТ-16 | АНТ-17 | АНТ-20 «Максим Горький» | АНТ-21 | АНТ-22 | АНТ-23 | АНТ-25 | АНТ-26 | АНТ-27 | АНТ-29 | АНТ-31бис | АНТ-37 | АНТ-40 | АНТ-42 | АНТ-44 | АНТ-46 | АНТ-58 | АНТ-68 | АНТ-69

Вăрçă тĕллĕ: ДИ-8 | ДИП | И-1 | И-2 | И-3 | И-4 | И-5 | И-8 | И-12 | И-14 | МИ-3 | Р-3 | Р-6 | Р-7 | СДБ | ТБ-1 | ТБ-3 | ТБ-4 | ТБ-6 | ТШ-Б | ФБ | Ту-1 | Ту-2 | Ту-4 | Ту-6 | Ту-8 | Ту-10 | Ту-12 | Ту-14 | Ту-16 | Ту-22 | Ту-22М | Ту-24 | Ту-28 | Ту-64 | Ту-73 | Ту-75 | Ту-78 | Ту-80 | Ту-81 | Ту-82 | Ту-85 | Ту-88 | Ту-89 | Ту-91 | Ту-95 | Ту-96 | Ту-98 | Ту-107 | Ту-119 | Ту-121 | Ту-126 | Ту-128 | Ту-135 | Ту-138 | Ту-142 | Ту-148 | Ту-160

Пассажир: Ту-70 | Ту-104 | Ту-110 | Ту-114 | Ту-116 | Ту-124 | Ту-134 | Ту-136 | Ту-144 | Ту-154 | Ту-155 | Ту-156 | Ту-164 | Ту-204/Ту-214 | Ту-234 | Ту-244 | Ту-324 | Ту-330 | Ту-334 | Ту-414 | Ту-444

Амфиби: МДР-2 | МДР-4 | МК-1 | МР-6 | МРТ-1 | МТБ-1 | МТБ-2 | МЭР

Вĕçевçĕсĕр аппаратсем ВР-2 | ВР-3 | Ту-123 «Ястреб» (ДБР-1) | Ту-130 | Ту-141 «Стриж» | Ту-143 «Рейс» | Ту-243 «Рейс-Д» | Ту-300 «Коршун»