Алматы
Алматы, Алма́-Ата́[1][2], Алма-Ата́[3] (казах. Алматы'; 1921 çулчен — Верный) — Казахстанăн шĕкĕр хули.
Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алма-Ата хули Еврази континенчĕн варринче, Казахстанăн кăнтăр хĕвел тухăçĕнче, 77° хĕвел тухăç тăсăлăвĕпе 43° çурçер анлăшĕнче, Заили Алатау умĕнче — самого северного хребта Тянь-Шаньăн çурçĕр ту хысакĕнче, тинĕс шайĕнчен 600 - 1650 метр çӳллĕшĕнче, вырнаçнă. Унпа пĕр анлăшра Гагра тата Владивосток лараççĕ.
Хулари климат вичкĕн континентлă, температура çулталăкра çеç мар, талăкра та питĕ хăвăрт улшăнать.
Климат[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Алматы кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вăтам ĕмĕрсенчи тапхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Верный[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи хулан малианхи никĕсне 1854 çулхи нарăсăн 4-мĕшĕнче хунă, ун чухне вырăс правительстви Кĕçĕн Алмата юханшывăн сулахай çыранĕнче вăрçă хӳтлĕх çуртне тума шутланă. 1854 çулхи çуркунне, авалхи Алмата ишĕлчĕкĕсем патĕнче Заил хӳтлĕхĕсен никĕсне хунă, каярах ăна Верное ят панă. Çурт-йĕре тăвас ĕçе Перемышельский майор па Александровский инженер-поручик ертсе пынă. Çав çулăн кĕр кунĕсенче ĕçсене вĕçленĕ. Йывăç пӳртсемпе казармăсенче Заили тĕкĕрчĕн 470 салтакĕпе офицерне вырнаçтарнă.[4]
1855 çулăн варринче хӳтлĕхе пĕрремĕш вырăссем куçса килнĕ. Верный хăвăрт ӳсме тытăнать. Юнашар Мăн тата Кĕçĕн Алмата станицисем, Тутар слободки никĕсленĕççĕ. 1856 çулта «Хысна садне» (халĕ Этеплĕхпе кану тĕп паркĕ), 1857 çулта Тутар слободки районĕнче пĕрремĕш шыв арманне ĕçе кĕртнĕ. 1858 çулта ĕçе янă пĕрремĕш сăра пĕçерекен савут вырăнти промăçлăхне пуçарса ярать. 1859 çулта кунта Петербургран ĕçпе янă Голубев геодезист Верное пăнчăпа палăртать, çак вырăн вара тĕнче карттине кĕрет. 1859 çулхи çу уйăхĕнче хӳтлĕхре 5 пин çын пурăннă, 1860 çулта пĕрремĕш почтă уйрăмĕ тата хоспитăль уçăлать.
1867 çулхи акан 11-мĕшĕнче Верный хула Туркестан генерал-кĕпернетĕрне шутĕнчи Семириченск облаçĕн центрĕ пулса тăрать. 1867 çулхи утăн 13-мĕшĕнче Семиреченск касак çарне йĕркеленĕ. Çав вăхăтрах Семиреченск облаçĕн гербне тăваççĕ: виççĕне пайланă, улмаллă панулми турачĕн гирляндипе йĕри-тавра çавăрнă питлĕх. Çӳлти пайĕ — карман сăнĕ, аялти: сулахайра — хĕрес, сылтăмра — çурма уйăх. Семиреченск облаçĕн центрĕ пулса тăрсан, Верный промăçлăхпа ăсталăх ĕçесене аталантарма тытăнать. Спирт-водкă тата сăра пĕçерекен савутсем, шăрт-çăм пусмана тăвакан фабрикă уçăлать. Хулан чи пысăк промăç йĕрклĕвĕсем шутне Гавриловăн (1875) тата Кадкинăн (1900) тапак фабрикисем кĕнĕ. Хулара хĕрарăмсен тата арçынсен училищисене, прихут тата ăстаĕç шкулĕсене, каярах арçынсен тата хĕрарăм гимназисене уçаççĕ. Мечетсем çумĕнче мăсăльман шкулĕсем ĕçленĕ.
1887 çулхи çăвăн 28-мĕшĕнче питĕ вăйлă çĕр чĕтренĕвĕ пулать, ун чухне 322 çын пĕтет, 1798 кирпĕч çурт ишĕлет. Мăн тата Кĕçĕн станицăсен йывăç çурчĕсем ытлах арканмаççĕ. Каярахпа хулара сейсмо тата метеорологи станцисене, А. П. Зенков архитектор ертсе пынипе çурт-йĕре тунă чухне сейсмо йĕркине шута илес системăна туса хунă. Çĕр кисреннĕ хыççăн хулари çуртсене хăпартнă чухне ытларах йывăçпа усă кураççĕ. Вĕсенчен пысăк çурчĕсем — Çар полкĕн çурчĕ, Кафедра соборĕ, Этем пĕрлĕх çурчĕ тата ыттисем те. Çав тапхăрти упранса юлнă хăшпĕр çурт-йĕре истори, архитектура палăкĕ шутне кĕртнĕ, вĕсене патшалăх сыхлать. Çав трагедие асăнса хула çыннисем часавай лартнă, анчах та ăна 1927 çулта çĕмĕрнĕ.[5]
1913 çул умĕн хулара 41 пин ытла çын пурăннă, 59 промăç йĕркелĕвĕ ĕçленĕ.[6]
Совет тапхăрĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1918 çулта Вернайра совет влаçне туса хунă. Хулана облаçпе пĕрле РСФСР шутĕнчи Туркестан автономине (ТАССР) кĕртеççĕ. 1921 çулхи нарăсăн 5-мĕшĕнче Вернăйа кунти выпăнăн авалхи ятне — Алматана — куçараççĕ. 1927 çулхи акан 3-мĕшĕнче Кызылордăран Алматана РСФСР шутĕнчи Казак АССРĕн тĕп хулине куçараççĕ. Çакна пула хула татах ӳсме тытăнать. 1936 çултанпа (Казах ССРне йĕркеленĕренпе) Алмата малтан Казах ССРĕн, кайран ирĕклĕ Казахстанăн тĕпĕ.
СССР тапхăрĕнчи индустриализаци[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хальхи Алмата[тӳрлет | кодне тӳрлет]



1997 çулта Казахстан Республикин Президенчĕ Нурсултан Назарбаевăн Хушăвĕпе тĕп хулана Акмолана куçарнă, çур çултан ăна Астана ята панă. Çак саманта Алмата патшалăхăн ăслăлăх, этеплĕх, истори, промăçлăх тата финансă центрĕ пулса тăрать. Алматара хальлĕхе Казахстанăн Наци банкĕ тата хăшпĕр элчĕлĕхсем, правительствăн ытти йĕркеленĕвĕсене Астанана куçарнă. 1998 çулхи утăн 1-мĕшĕнче Хулан ятарлă статусе пирки саккун йышăннă. Алматана официаллă мар «Кăнтăр тĕп хула» теççĕ[7].
Влаç органĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хула акимне (пуçлăх) халĕ Казахстан Республикин Президенчĕ маслихат (хула пухăвĕ) килĕшнĕ хыççăн лартать.
- Байузаков Х. Б. — (1940—1941)
- Абдикалыков М. — (1941—1942)
- Шарипов С. — (1942—1943)
- Орехов П. Г. — (1943—1944)
- Милованов К. А. — (1944—1947)
- Айбасов Х. Х. — (1947—1950)
- Ильяшев Р. — (1950—1952)
- Шарипов И. Ш. — (1950—1954)
- Мамонов Ф. А. — (1954—1956)
- Адилов А. А. — (1956—1960)
- Дуйсенов Е. Д. — (1960—1975)
- Аухадиев К. М. — (1975—1978)
- Жакипов А. Х. — (1978—1980)
- Койчуманов А. Ж. — (1981—1983)
- Кулибаев А. А. — (1983—1985)
- Нуркадилов З. К. — (1985—1994)
- Кулмаханов Ш. К. — (1994—1997)
- Храпунов В. В. — (1997—2004)
- Тасмагамбетов И. Н. — (2004—2008)
- Есимов А. С. — (2008—х.в.) Паллӑ ҫынсем
- Полина Ледокова - кулинари кӗнекисен авторӗ, фудблогер
- Наталья Назарова-театрпа кино актриси
- Димаш Адилет - бизнесмен, блогер, телешоу хутшӑннӑ
- Владимир Жириновский-политикӑпа патшалӑх деятелӗ
- Радионова Светлана-Роспроднадзор ертӳҫи[8][9][10]
Транспорт[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Автобус, такси, троллейбус, трамвай[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Метрополитен[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Метро тума 1988 çулта пуçланă, 7 чарăнуллă пĕрремĕш йĕрне 2010 çулхи раштав уйăхĕнче палăртнă[11],[12]
Аэропорт[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Чукун çул[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ăслăх тата çутĕç[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алмата ĂТИ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Биологи тата ӳсентăран биотехнологин институчĕ
- Кунаев ячĕллĕ ту ĕçĕсен институчĕ
- КР ĂЙЦ Йĕтре физикин институчĕ
- Байтурсынов ячĕллĕ чĕлхе тĕпчевĕн институчĕ
- Казах Ăслăлăх-Тĕпчев Чокин академик ячĕллĕ энергетика ĂТИ
- Казахстан Республикин ăслăлăх-техника информацин наци центрĕ
- В.Г. Фесенков ячĕллĕ астрофизика институчĕ
- Сулейман Демирель ячĕллĕ университечĕ
Этеплĕх ӳнер[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Театрсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Патшалăх академи Абай ячĕллĕ оперăпа балет театрĕ
- Казах патшалăх академи М.О. Ауэзов ячĕллĕ драма театрĕ
- Патшалăх академи М.Ю. Лермонтов ячĕллĕ драма вырăс театрĕ
- Патшалах академи ача-пăча тата яшсен Г. Мусрепов ячĕллĕ театрĕ
- Патшалăх академи ача-пăча тата яшсен Натальи Сац ячĕллĕ вырăс театрĕ
- Корей театрĕ
- Уйгур мусăк камичĕн К. Кужамьяров ячĕллĕ театре
- Алматан нимĕç театре
- «ARTиШОК» театрĕ
- Республика пукане театрĕ
Музейсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тăванлă хуласем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Шаблон:Раççей ялавĕ Хусан, Раççей
- Шаблон:Раççей ялавĕ Мускав, Раççей
- Шаблон:Раççей ялавĕ Санкт-Петербург, Раççей (1996)
- Шаблон:Кăркăстан ялавĕ Бишкек, Кăркăстан
Ташкент (узб. Toshkent), Узбекистан
Тусон (акăл. Tucson), Аризона, АПШ
Киев (укр. Київ), Украина
Урумчи (китай 烏魯木齊), Китай
Вильнюс (лит. Vilnius), Литва
Джидда (арап. جدة), Сауд Аравийĕ
Стамбул (туркк. İstanbul), Турци
Ренн (фр. Rennes), Франци
Тель-Авив (ивр. תל אביב-יפו), Израиль
Тэгу (кор. 대구), Кăнтăр Корей
Рига (лат. Rīga), Латви
Юлташ-хуласем
Фотопухăм[тӳрлет | кодне тӳрлет]
-
Хулана кăнтăр енчен кĕнĕ чухнехи çул çинчи паллă
-
Здание головного банка АО «Казахстан халăхĕн перекет банкĕ»
-
Алма-Ата. Горы
-
Вид с Кумбельтау на пик Советов
-
Вид с Кумбельтау на пик Комсомола
-
28 панфиловсен паркĕ
-
28 панфиловсен паркĕ
-
Коктюберен пăхсан
-
Махатма Ганди палăкĕ
-
Фурманов проспекчĕ
-
Landsat satellite photo of Almaty
-
Медео çинчи пĕве
Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Апорт (панулми тĕсĕ)
- Тастак
- Сайран
- Раимбек проспекчĕ (Алмата)
- Достык проспекчĕ (Алмата)
- Толе би урамĕ (Алмата)
- Казахфильм
- Рахат Тауэрс
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- «Алматы хулин официаллă сайчĕ» Архивленĕ 6 Нарӑс уйӑхӗн 2009 çулта.
- «Алматы хулан канашлăвĕ» — Almaty-City.kz Архивленĕ 31 Раштав уйӑхӗн 2013 çулта.
- Алмата картти Архивленĕ 27 Раштав уйӑхӗн 2012 çулта.
- MyCity.kz — «Алмата картти» — Интерактивлă карттă Архивленĕ 23 Ака уйӑхӗн 2012 çулта.
- «Электронлă хыпар картти „e-city Almaty“ — Алмата хулан картти»
- Almaty Development — Проекты и развитие города Архивленĕ 15 Юпа уйӑхӗн 2016 çулта.
- «Алмата кун-çулĕ, эссесем» Архивленĕ 3 Нарӑс уйӑхӗн 2006 çулта.
- Афиша Алматы — кинотеатрсем, театрсем, концерт тата курав залĕсем Архивленĕ 3 Ака уйӑхӗн 2020 çулта.
- Справочно-информационный портал «Алмата — Кăнтăр тĕп хула» Архивленĕ 25 Ҫу уйӑхӗн 2006 çулта.
- «Тĕнче аэропорчĕ Алматы» Архивленĕ 7 Пуш уйӑхӗн 2022 çулта.
- «Алматы город мечта!» Архивленĕ 21 Чӳк уйӑхӗн 2011 çулта.
- Телефонный справочник Алматы и ЮКО 2009 год Архивленĕ 27 Нарӑс уйӑхӗн 2010 çулта.
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ Распоряжение администрации Президента Российской Федерации № 1495 Архивленĕ 12 Нарӑс уйӑхӗн 2012 çулта. «О написании названий государств — бывших республик СССР и их столиц»
Казахстанра официаллă ят — «Алматы», анчах та кулленхи калаçура, хăшпĕр кăларăмсенче, çаплах Раççейре хулана «Алма-Ата» теççĕ - ^ АП РФ Распоряжение 17-08-1995 г. № 1495 «О написании названий государств бывших республик СССР и их столиц»
- ^ Хулан официаллă сайчĕ Архивленĕ 6 Нарӑс уйӑхӗн 2009 çулта.
- ^ История города Архивленĕ 27 Нарӑс уйӑхӗн 2010 çулта.
- ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>
; для сносокalma-ata.gorodasng
не указан текст - ^ [1]
- ^ "" Справочно-информационный портал «Алматы — Южная Столица» Архивленĕ 25 Ҫу уйӑхӗн 2006 çулта.
- ^ https://zelenograd24.ru/pressroom/press-release/detail/343562/
- ^ https://biographe.ru/politiki/svetlana-radionova/
- ^ https://siapress.ru/official/96288-osnovnie-vektori-deyatelnosti-svetlani-radionovoy-v-rosprirodnadzore
- ^ Статья из газеты «Вечерний Алматы»
- ^ Информационное агентство КазТАГ