Ульянов Пётр Лаврентьевич
Ульянов Пётр Лаврентьевич | |
Çуралнă вăхăт | 1928 çулхи çу, 3-мĕшĕ |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 2006 çулхи чӳк, 13-мĕшĕ (78 çул) |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер | |
Ĕçе илекен | |
Чыславсемпе парнесем |
Ульянов Пётр Лаврентьевич — (3.5.1928, Слепцовка ялĕ, Кологривск вулăсĕ, Аткарск уесĕ, Сарăту кĕпĕрни, РСФСР — 13.11.2006, Мускав, РФ) — совет тата вырăс математикĕ, ССРП ĂА корреспондент-пайташĕ, Патшалăх премийĕн лауреачĕ, МПУ механикăпа математика факультечĕн функци теорийĕпе функци анализĕн кафедрин ертӳçи.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ульянов Пётр Лаврентьевич — 1928 çулхи çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче Сарăту кĕпернин Аткар уесĕнче (халĕ - Сарăту облаçĕн Татишево районĕ) Кологриво вулăсĕнчи Слепцовка салинче çуралнă. Тĕрлĕ лару-тӑрăва пула вӑл пилӗк тӗрлӗ шкулта вӗреннӗ. Юлашки виҫӗ ҫулĕнче вӑл Ҫӗнӗ Бурас салинчи вӑтам шкулта математика вӗреннӗ. 1945 ҫулта шкул пӗтерсен Сарӑту патшалӑх университечӗн механикӑпа математика факультетне вӗренме кӗнӗ. Ульяновӑн диплом ӗҫӗн теми конформӑлла ÿкерĕннĕ чухнехи чикӗсен килĕшĕвĕ çинчен калакан Каратеодори теоремине ҫӗнӗлле ҫирӗплетсе пани пулнӑ.
1950 ҫулта Сарӑту университетне вĕренсе пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн МПУ механикӑпа математика факультечӗн аспирантурине вӗренме кӗнӗ. 1953-мӗш ҫулта физикăпа математика ӑслӑх кандидачӗн ӑсчах степеньне илме диссертаци хӳтӗленӗ (теми — «Тригонометри речĕсенче A-интегралпа усă курасси тата Фурьева пĕрпеклĕхĕн хăшпĕр уйрăм теоремисем".) Сарăтăвра пурăнма кил-çурт ҫуккипе МПУ-ра ӗҫлеме юлнӑ.
МПУ мехмачӗн вӗрентӳҫи пулса ӗҫленӗ май вӑл пурин пĕлмелли тата ятарлă «Теория функций действительного переменного», «Теория функций комплексного переменного», «Функциональный анализ», «Мера и интеграл», «Теория интеграл», «Теория суммирования рядов», «Ортогональные ряды», «Решённые и нерешённые задачи в теории ортогональных рядов», «Теоремы вложения» курссем вуланă; Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑх семинарне, студентсемпе аспирантсен ӑслӑлӑх ӗҫне ертсе пынӑ.
1959 ҫулта П. Л. Ульянов физикăпа математика ӑслӑх тухтӑрӗн ӑсчах степеньне илме «Коши евĕрĕн интегралĕ. Пĕрлешĕнме тата хушăнма пултарни» темăпа диссертаци хӳтӗлет. 1960 ҫулта вӑл профессор пулса тӑрать. 1979 ҫултан пуҫласа 2006 ҫулччен МПУ мехмачӗн функци теорийĕпе функци анализĕн кафедрин ертӳҫи.
1981 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче П. Л. Ульянова ССРП ĂА математика уйрӑмӗн корреспондент-пайташне (1991 ҫултан пуçласа — РĂА) суйланӑ. 2006 ҫулхи ҫу уйăхĕн 25-мӗшӗнче ӑна РĂА математика ӑслӑх уйрӑмӗн (математика) чӑн пайташӗ пулма суйланӑ.
1954 ҫултанпа — Мускаври математика пӗрлӗхӗн пайташӗ. «Математический сборник», «Математические заметки», «Analysis Mathematica", ««Математические заметки», «Вестник Московского университета. Серия "Математика"» журналсен редколлеги пайташĕ пулнӑ.
2006 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗнче Мускавра вилнӗ. Троекурово ҫӑвинче пытарнӑ.
Ӑслӑлӑх интересӗсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]П. Л. Ульянов ăслӑлӑх ӗҫ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрӗсем шутне интеграл теорийӗ тата унпа чӑн тата комплекслӑ анализра усӑ курасси, тригонометри тата ортогон речĕсен, Хаар речӗсен теорийӗ, ретсемпе йӗркисен хушăнăвĕн ыйтӑвӗсем, хутламлăх теорийĕсем, функци ҫывхартӑвӗн теорийӗ, функци алгебри пулнă.
160 ытла ӑслӑх ӗҫӗн авторӗ. «Математика энциклопедиийӗ» редакцине кӗнӗ. 44 кандидат тата 11 ӑслӑлӑх тухтӑрӗ хатӗрленӗ.
Функцисен теорине вĕрентекен хӗллехи шкулсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]П. Л. Ульянов «Функципе çывхартăвĕн теорине вĕретекен Сарăтăври хĕллехи шкул» оргкомитет председателӗ пулнӑ, ăна никӗслекенӗ СПУ профессорӗ Андрей Андреевич Привалов пулнӑ. Шкула Саратовра 1982 ҫултанпа икӗ ҫулта пĕрре хут иртеҫҫӗ. Ульянов кашни шкултах пӗтӗм Раҫҫейрен килнĕ ҫамрӑк математиксем валли тишкерÿ лекцийĕсем вулама тӑрӑшать.
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хисеп орденӗ (1998)
- Халӑхсен туслӑхӗн орденӗ (1980)
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1988)
- РФ Патшалӑх парнин лауреачӗ (1993) — функцисен метрика теорийӗпе тунӑ ӗҫсен ярӑмӗшӗн
- «Мускав университечӗн тава тивӗҫлӗ профессорӗ» хисеплĕ ят (1998)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Mathematics Genealogy Project (англ.) — 1997.
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ульянов Петр Лаврентьевич (03.05.1928 — 13.11.2006). // Сайт math.ru. Тĕрĕсленĕ 22 Ҫурла уйӑхӗн 2008.
- Из воспоминаний П. Л. Ульянова // Саратовский университет : газета. — 2007. — № 6.
- Профиль Петра Лаврентьевича Ульянова РĂА официаллă сайтĕнче
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Ульянов, Пётр Лаврентьевич статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Çăвăн 3-мĕшĕнче çуралнисем
- 1928 çулта çуралнисем
- ССРП-че çуралнисем
- Чӳкĕн 13-мĕшĕнче вилнисем
- 2006 çулта вилнисем
- МПУ вĕренсе тухнисем
- Википеди:ВикиДатăри çăлкуçлă статьясем
- МПУ вĕрентӳçисем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- Халăхсен туслăхĕ орденĕн кавалерĕсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Википедия:Карточки без параметров
- Википедия:Статьи без изображений (тип: тăнлă çын)
- Сарӑту патшалӑх университетӗнче вӗренсе тухнисем
- МПУ механикӑпа математика факультечӗн вӗрентекенӗсем
- МПУ тава тивĕçлĕ профессорĕсем
- Троекурово çăвинче пытарнисем