Контент патне куҫ

Татищево районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Татищево районĕ
Татищевский район
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Сарăту облаçĕ
Администраци центрĕ Татищево паҫҫулки
Йĕркеленĕ вăхăт 1928, утă, 23
Муниципаллă районăн пуçлăхĕ Сурков Павел Васильевич
Район администрацин пуçлăхĕ Новикова Алефтина Сергеевна
Официаллă чĕлхе вырăс
Пурăнан халăх (2018) 28968
Лаптăк 2077 çм²
Татищево районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ Шаблон:MSK+1
Телефон кочĕ +74549
Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Татищево районӗ (выр. Тати́щевский район) — Раççей Федерацийĕн Сарăту облаçĕн муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район). Администраци центрĕТатищево ӗҫ посёлокӗ.

Тавралăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Район Атăл юханшывĕн сылтăм çырăнĕн варринче Сарăтуран çурçĕр-анăç, Атăлçум сăртлăхĕ çине вырнанçă. Нумай вăрмансем пур. Чукун çул юнашар дача массивĕсем лартаççĕ. Вар çул нӳрĕксен шучĕ — 375-360 мм/çул.

Район центрĕ — ТатищевоИдолга юханшывĕнче (Медведица юппи) вырнаçнă. Район кăнтăр пайĕнче Светлый паççулки (ХАТЙ) вырнаçнă, район шутне кĕрмест.

Пĕтĕм усă куракан автоçул вăрăмăшĕ — 242 çм.

Кунçул[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1928 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Татищево районне Анат Атăл Енĕн Сарăту округĕн йышĕнче туса хунă.

1934 çулта Сарăту Енĕн йышĕнче. 1936 çултан Сарăту облаçĕнче.

1959 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче унчченхи Вязовка районĕн пайĕ тата 1960 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче унчченхи Широкий Карамыш районĕн пайĕ Татищево районĕн йышне кĕртнĕ[3][4].

1963 çулта района пăрахăç кăларнă, 1965 çулта çĕнетсе йĕркеленĕ[5].

Халăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2023 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче район территорийĕнче 30,1 пин çын пурăнать, вĕсенчен 7,6 пин çын — Татищевăра, 22,5 пин çын — ял пурăнан вырăнсенче. Пĕтĕмпе районта 43 халăхсем пурăнаççĕ[6]:

Татищево районĕн халăхĕсем
Халăх Халăх йышĕ, пин çын Халăх проценчĕ
1 Вырăссем 25 83,2
2 Украинсем 0,9 3
3 Мордвасем 0,63 2,1
4 Эрменсем 0,6 2
5 Чăвашсем, Тутарсем, Чеченсем 0,39 1,3
Ыттисем 2,53 8,4

Урбанизаци[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хулара (Татищево ĕç паççулки) 25,6 % район халăхĕ пурăнать.

Муниципаллă тытăм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Татищево районӗнче 7 муниципаллӑ йӗркеленӳ пур, 1 хула тăрăхĕ те 6 ял тăрăхĕсем[7][8].

Татищево районĕн муниципаллă йĕркеленĕвĕсем[7]
Муниципаллă йĕркеленӳ Администрациллĕ центр Пурăнан вырăнсен шут Халăх йышĕ[9] Лаптăк, км2[10]
Хула тăрăхĕ
1 Татищево муниципаллă йĕркеленĕвĕ Татищево ĕç паççулкă 1 7235 59,16
Ял тăрăхĕсем
2 Вязовка муниципаллă йĕркеленĕвĕ Вязовка ял 17 4985 541,65
3 Идолга муниципаллă йĕркеленĕвĕ Идолга ял 8 3079 404,62
4 Октябрьский муниципаллă йĕркеленĕвĕ Октябрьский Городок ял 8 3514 379,31
5 Садовый муниципаллă йĕркеленĕвĕ Садовый ял 8 1654 74,08
6 Сторожовка муниципаллă йĕркеленĕвĕ Сторожовка ял 10 5307 223,59
7 Ягодная Поляна муниципаллă йĕркеленĕвĕ Ягодная Поляна ял 5 2484 394,69

Муниципаллă пайланăвĕн кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вырăнти хăй тытăмлăх тунишĕн 2005 çулта муниципаллă районта 1 хула тата 10 ял тăрăхĕсем тунă. 2013 çулта вĕсенчен малалла муниципаллă йĕркеленӳсене пăрахăç кăланă: Большая Ивановка (Ягодная Поляна шутне кĕнĕ)[11], Карамышка (Октябрьский шутне кĕнĕ)[12], Мизино Лапшиновка (Вязовка шутне кĕнĕ)[13], Широкое (Идолга шутне кĕнĕ)[14]. 2024 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Сторожовка муниципаллă йĕркеленĕвĕ пăрахăç кĕртет (Сарăту хула округĕ шутне кĕрет)[15][16].

Пурăнан вырăнсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Татищево районĕнче 57 пурăнан вырăнсем, вĕсенче 1 хула (ĕç посёлокĕ) та 56 ял.

 • Агаревка
 • Беседка
 • Большая Ивановка
 • Большая Каменка
 • Большая Фёдоровка
 • Бурловино
 • Вязовка
 • Гартовка
 • Глядковка
 • Губаревка
 • Докторовка
 • Елшанка
 • Зеленкино
 • Идолга
 • Ильиновка
 • Каменский
 • Карамышка
 • Карякино
 • Козий Лоб
 • Кологривовка
 • Кологривовка
 • Кологривовское лесничество
 • Коминтерн
 • Константиновка
 • Корсаковка
 • Кривопавловка
 • Кувыка
 • Куликовка
 • Курдюм
 • Курдюм
 • Македоновка
 • Мизино-Лапшиновка
 • Нееловка
 • Никольский
 • Новая Тепловка
 • Новополье
 • Новоскатовка
 • Октябрьский Городок
 • Первомайская
 • Петров
 • Полчаниновка
 • Поляков
 • Полянское
 • Садовый
 • Слепцовка
 • Сокур
 • Сторожевка
 • Тимирязевский
 • Труд
 • Федуловка
 • Хлебновка
 • Ченыкаевка
 • Шевыревка
 • Широкое
 • Шлыковка
 • Ягодная Поляна

Хам тытăмĕн органĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Муниципаллă пухăв — хам тытăмлăхĕн представителлĕ органĕ. Муниципаллă районăн пуçлăхĕ — Новикова Алефтина Сергеевна.

Татищево муниципаллă районăн администрацийĕ — хам тытăмлăхĕн ĕç тăвакан органĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ — Сурков Павел Васильевич.

Экономика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районта ял хуҫалӑхӗ аталанă. Тӗп продукци сӗт, кайӑк какайӗ, пахчаҫимӗҫ. Промышленноҫӑн тӗп отраслӗ — строительство материалӗсем (пухмалли тимӗр-бетон, пиломатериалсем, тавар бетонӗ, стена материалӗсем) тата апат-ҫимӗҫ (ҫӑкӑр-булка изделийӗсем, какай, сӗт-ҫу продукцийӗ, колпасса япалисем, кондитерлĕ япаласем) туса кӑларасси.

Массăллă информаци хатĕрĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районта "Ял пурнăçĕ" (выр. Сельская жизнь) хаçачĕ кăларать, ку Татищево районĕн официаллă органĕ. Хаçатăн хăйĕн сайчĕ пур — «Сельская жизнь», унта районăн юлашки хыпарĕсем кăлăраççĕ.

Паллă çынсен[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çар объекчĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Район территорийӗнче РВСН-ӑн 60-мӗш ракетлӑ дивизийӗ вырнаҫнӑ, ҫавӑн пекех инҫех мар "Тополь-М" комплекссемлӗ Татищево авиабази пур.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ ОКТМО (рус.)
  2. ^ 26. Численность постоянного населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2018 годаФедеральная служба государственной статистики.
  3. ^ Ведомости Верховного Совета СССР. № 24 (956), 1959 г.
  4. ^ Ведомости Верховного Совета СССР. № 20 (1004), 1960 г.
  5. ^ Саратовская область на сайте «Всемирный исторический проект». çăлкуçран архивланă 3 Раштав уйӑхӗн 2010.
  6. ^ Халăхпа территори çинчен район официаллă сайчĕнче
  7. ^ 1 тата 2 Сарӑту облаҫӗн Саккунӗ № 108-ЗСО Раштав, 27 2004 ҫултан «О муниципальных образованиях, входящих в состав Татищевского муниципального района»
  8. ^ Татищево районӗн уставӗ.
  9. ^ 2023 Таблица 5. Численность населения России, федеральных округов, субъектов Российской Федерации, городских округов, муниципальных районов, муниципальных округов, городских и сельских поселений, городских населенных пунктов, сельских населенных пунктов с населением 3000 человек и более
  10. ^ Саратовская область. Общая площадь земель муниципального образования
  11. ^ Закон Саратовской области от 16 мая 2013 г. N 79-ЗСО «О преобразовании Большеивановского и Ягодно-Полянского муниципальных образований Татищевского муниципального района Саратовской области и внесении изменений в Закон Саратовской области "О муниципальных образованиях, входящих в состав Татищевского муниципального района"».
  12. ^ Закон Саратовской области от 16 мая 2013 г. N 87-ЗСО «О преобразовании Карамышского и Октябрьского муниципальных образований Татищевского муниципального района Саратовской области и внесении изменений в Закон Саратовской области „О муниципальных образованиях, входящих в состав Татищевского муниципального района”».
  13. ^ Закон Саратовской области от 16 мая 2013 г. N 80-ЗСО «О преобразовании Вязовского и Мизино-Лапшиновского муниципальных образований Татищевского муниципального района Саратовской области и внесении изменений в Закон Саратовской области „О муниципальных образованиях, входящих в состав Татищевского муниципального района”».
  14. ^ Закон Саратовской области от 16 мая 2013 г. N 75-ЗСО «О преобразовании Идолгского и Широкинского муниципальных образований Татищевского муниципального района Саратовской области и внесении изменений в Закон Саратовской области „О муниципальных образованиях, входящих в состав Татищевского муниципального района”».
  15. ^ Закон Саратовской области от 28.03.2022 № 43-ЗСО "О преобразовании Сторожевского муниципального образования Татищевского муниципального района Саратовской области, муниципального образования "Город Саратов" и внесении изменений в некоторые законодательные акты Саратовской области".
  16. ^ Закон Саратовской области от 15.12.2022 № 155-ЗСО «О внесении изменений в закон Саратовской области "О преобразовании Сторожевского муниципального образования Татищевского муниципального района Саратовской области, муниципального образования "Город Саратов" и внесении изменений в некоторые законодательные акты Саратовской области"».

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Атлас автомобильных дорог Саратовской области. Саратов, 2000.
  • Татищевский муниципальный район. История и современность. Саратов, 2008.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]