Упи паттăр
Упи паттăр — чăвашсен XIV ĕмĕрти чаплă паттăрĕ.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Упи йăхĕсем пулас чăваш этносне кĕрекен ытти йăхсемпе сĕм авалах Месопотамире е авалхи Эламра пурăннă чухнех туслашма пултарнă. Шумерсен тапхăрĕнче кунта Упи е Упи-Аршак ятла патшалах-хула пулнă. Çав Упи йăхĕсем теме пула ĕнтĕ, пирĕн эрăччен X – IX ĕмĕрсенче хальхи Турана пырса тухнă, çавăнта ытти йăхсемпе пĕрле пулас тĕрĕк ушкăнĕн чăваш этносĕ чăмăртанма тытăннă. Çапла вĕсем Алтай таврашĕнче те, Çурçĕр Кавказра та, пулнă, Вăтам Атăл тăрăхне те çитнĕ, нихăçан та хăйсем чапла Упи йăхĕсем пулнине манман. Кунтан вара тутар-монголсем тапăнса килнĕ хыççăн Мăн Çавал таврашне куçса килнĕ.
«Население села Убеево (Упи), расположенное в бассейне реки Цивиля (ныне в Красноармейском районе) и основанного еще в XIV веке славным батыром-военачальником Уби, размножилось. Жители усиленно расчищали лесные участки. От материнского селения выделялись деревни и выселки, которые образовали, уже после вхождения в состав России, четыре янмурзинских общества. Как гласит предание, якобы у старшего мурзы Яны, сына Уби, было четыре сына и все Яны, и все мурзы… Образование убеевских дочерних селений происходило в XVI-XIX веках, об этом сохранилось много преданий. В начале XX века в четырех янмурзинских обществах состояло около двадцати селений, в старинном чувашском названии которых обязательно присутствовало словл Уби…»
Упи йăхĕ-шывĕ, ахăртнех, питĕ ăратлă пулнă пулас. Çĕнĕ çĕрте Упи йăхĕ ĕрчесе-хунаса каять, çĕнĕрен çĕнĕ ялсем никĕслет.
Упи ятпа çыхăннă ялсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чиркӳллĕ Упи, Çавалкас Упи, Çĕньял Упи, Малти Трак Упи, Трак Упи, Начар (Мачар Упи), Вăтакас Упи, Кайри Упи, Тури Кушар Упи, Кушар Упи, Кив Йĕкĕт Упи, Çĕн Йĕкĕт Упи, Мамçа Упи, Турхан Упи, Янкас Упи, Хĕлеç Упи, Çинçе Кĕнер Упи, Çурткас Упи, Янмурсин Упи, Чутай Упи, Шăмăр Упи.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Николаев В. В., "Чуваши. Этническая история и традиционная культура.", Москва, 2000.
- Николаев В. В., "История предков чувашей. XXX в. до н.э. — XV в.н.э.", Чебоксары, 2005.
- Л. И. Иванов, «Формирование этнографических групп и подгрупп чувашей (На территории Чувашии)», 1922.
- Дмитриев В. Д., "Чувашские исторические предания".
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.