Урасмет (трагеди)
Урасмет | |
Урасмет | |
Жанр: | трагеди |
---|---|
Автор: | Борис Чиндыков |
Тăван чĕлхи: | чăваш |
Хайланă çул | 1989 |
Пичетленĕ: | 1993 |
Уйрăм кăларăм: | 1993 |
Куçару: | Ытти чĕлхесене куçарни-куçарманни паллă мар |
Урасмет — Борис Чиндыков (1960 çур.) 1989-мĕш çулхи хура кĕркунне чăвашла çырнă сăвăлла трагеди.
Хайлавăн кунçулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1990-мĕш çулсенче Чăваш Енте, ытти пулăмсемпе пĕрлех, президент институчĕ те майĕпен йĕркеленсе пырать. Çавна май çынсене шухăшлаттарма пуçлать: еплерех пулмалла-ши республикăн пуçлăхĕ? Паллах, кун пек ыйтусем пулас "Урасмет" трагедин авторне те çавăрса илнех ĕнтĕ. Хăçан тата ăçта (1989, хура кĕр, Шупашкар) "Урасмете" çырнине шута илсен — чылай маларах та.
Трагедин ăшлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕтемĕшле историлле фон
[тӳрлет | кодне тӳрлет]"Урасмет" — историлле трагеди мар, анчах та унта вăтам ĕмĕрсенчи чăваш хушшинчи ĕçпуçа сăнласа кăтартнă теме пулать. Акă мĕн çырнă Е.Р.Афанасьева:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)События, изображённые в Т. «Урасмет» Б.Б. Чиндыкова, относятся предположительно к 14–15 вв. Действующие лица вымышленные.<...>[1] автор выразил тревогу о судьбе чуваш. народа. Вглядываясь в прошлое, в историч. дали, драматург пытался отыскать в них ответы на непростые вопросы современ. человеч. бытия. Экзистенциональность Б.Б. Чиндыкова заключается в видении настоящего на фоне прошлого и в то же время в проектировании «себя вперёд». Автор следует традициям классицистической Т. и на первом плане у него тема подчинения интересов личности долгу. Трагич. герой, подчиняясь времени, действует сообразно ему, не желая того, причиняет вред другим.[2]<Куçару: Б.Б.Чиндыковăн "Урасмет" трагедийĕнчи ĕçпуç 14-15-мĕш ĕмĕрсене тивет теме пулать. Хутшăнакан сăнарсем — шутласа кăларнăскерсем. <...> автор чăваш халăх шăпишĕн канăçсăрланни палăрнă. Аваллăха, историлле сĕмлĕхе тинкерсе драматург унта паянхи пулăмсен кăткăс ыйтăвĕсен хуравĕсене тупма тăрăшнă. Хальхине аваллăх фонĕ çинче курма тăрăшни, çав вăхăтрах "хăйне малта" проектлама пăхни те Б.Б.Чиндыковăн экзистенциаллăхне курăмлать. Автор классицизмла трагеди йĕрĕсемпе пырса харкамлăх интересĕсене пĕрлĕх парăмĕнчен кая хурать. Трагедилле герой, вăхăта пăхăнса, çавна май талпăнать, хăй сисĕмĕ-кăмăлĕсĕрех ыттисене сиен кÿрет.>
Ăçтан сиксе тухнă Урасмет сăнарĕ?
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Урасмет — фольклортан, халăх сăмахлăхĕнчен тухса тăракан сăнар. Ăна, ахăртнех, халăхра çырса илсе, чăн малтан Максим Арзамасов (1853-1919) калăпланă пулĕ[3].
Трагедин тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сăвă уйрăмлăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ансат сăвă ăслайĕсемпе ăсталанă хайлава. Анчах та ку пурпĕрех ирĕклĕ сăвă мар. Çакă пĕтĕмпех хăйĕн тĕпчевçисене кĕтет.
Трагедин сцена çинчи кунçулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку ыйтупа ак çапла çырса хуни пур:
Борис Чиндыковăн "Урасмет" трагедине 1992-мĕш çулта Чăваш академи драма театрĕнче В.Н.Яковлев режиссёр лартнă. Спектакль куракан умне пĕртен-пĕр хут çав çулхи майăн 19-мĕшĕнче тухнă, кайран, режиссёрпа тавлашу сиксе тухнă хыççăн, автор трагедие лартма чарнă.[4]
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Кунта "Взяв за основу подлин. историч. события" тенине сиктерсе хăварнă, мĕншĕн тесен çапла калани йăнăш.
- ^ Чувашская энциклопедия..
- ^ Революцичченхи чăваш литератури. Текстсем. I том. Шупашкар, 1984. — 67 С.
- ^ Чиндыков Б.Б. Урасмет. Трагеди. Шупашкар. 1993. — С.2.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку литература пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |