Контент патне куҫ

Ургалкин Алексей Константинович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Алексей Ургалкин
Ӳкерчĕк:Ургалкин А.jpg
Çуралнă чухнехи ят Алексей Константинович Ургалкин
Çуралнă вăхăт 1910, пуш, 30 (17)
Çуралнă вырăн Ялавăр,
Сенгилей уесĕ,
Чĕмпĕр кĕперни,
Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1981, чӳк, 7
Вилнĕ вырăн Шупашкар,
Чăваш АССР,
РСФСР, СССР
Професси XX ĕмĕрти совет, раççей актёрĕ, театр режиссёрĕ, театр педагогĕ
Гражданлăх ССРП
Театр Чăваш К. В. Иванов ячĕллĕ ПАДТ
Чыславсемпе парнесем
Халăхсен туслăх орденĕ «Хисеп палли» орден медаль «В ознаменование 100-летия со дня рождения Владимира Ильича Ленина» «Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль медаль «Ветеран труда»
СССР халăх артисчĕ РСФСР халăх артисчĕ РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Алексей Константинович Ургалкин (19101981) — совет чăваш актёрĕ, театр режиссёрĕ, педагог. СССР халăх артисчĕ (1976)[1]

Чĕмпĕр кĕпернине кĕнĕ Ялавăр ялĕнче (халĕ — Чĕмпĕр облаçĕн Сенгилей районĕ) 1910 çулхи пушăн 30-мĕшĕнче çуралнă.

Çĕр ĕçтеш çамрăксен шкулĕнче вĕренсе тухнă. Ялавăрти вулавăш-пӳртĕнче ĕçленĕ (1925–1931).

1932 çулта Магнитогорскри ТРАМ (халĕ Магнитогорскри А. С. Пушкин ячĕллĕ драма театрĕ) çумĕнчи актёр студинче вĕреннĕ[2].

Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă (1932–1935), полкри драмкĕтесе ертсе пынă. 1935-36 çулсенче ТРАМ актёрĕ пулса ĕçленĕ.

1936 çултанпа — Чăваш драма театрĕн (халĕ — К. В. Иванов ячĕллĕ) актёрĕ. 45 çул сцена çинче тăрăшса 250 ытла роле сăнарланă.

1938–1940 çулсенче — ассистент режиссёра Чăваш патшалăхĕн театр училищинче режиссёр ассистенчĕ вырăнĕнче, 1943–1947 — Чăваш драма театрĕ умĕнчи театр студинче вĕрентнĕ. Режиссёр пулса 1938-1940 çулсенче Чăваш театр училищин студенчĕсемпе А. Н. Островскин «Гроза» тата «Воспитанница», А. П. Чеховăн «Вишнёвый сад» пьесисене лартнă (1938–1940).

Кинофильмсене чăвашла куçарнă ĕçе, радио- тата телеспектакльсене хутшăннă.

А. К. Ургалкин вилтăпри. Шупашкар.

Чăваш АССР Аслă Канашĕн 8-9-мĕш чĕнĕвĕсен депутачĕ.

1981 çулта чӳкĕн 7-мешĕнче Шупашкарта вилнĕ. Хулари 1 № çăвинче пытарнă[3].

Театрти ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Как закалялась сталь», Н. А. Островский, — Жухрай (1937)
  • «Поднятая целина», М.А. Шолохов, — Половцев (1963)
  • «Таня» А.Н. Арбузов, — Герман (1953)
  • «Любовь и тыква» И.Д., Стаднюк — Председатель колхоза (1968)
  • «Левониха на орбите», А.Е. Макаёнок — Секретарь обкома (1961)
  • «Честь семьи», Г. Мухтаров, — Аллан Мерданов (1953)
  • «Тамара», Г. Хухашвили, — Амвросий (1978)
  • «Пограничники», В.Н. Билль-Белоцерковский, — Шатров (1937)
  • «Бронепоезд 14-69», Вс. Иванов, — Вершинин
  • «Бедность не порок», А. Н. Островский, — Любим Торцов (1938, 1948)
  • «Василиса Мелентьевна», А. Н. Островский, — Малюта и Годунов (1939)
  • «Лес», А. Н. Островский, — Несчастливцев (1943)
  • «Бесприданница», А. Н. Островский, — Кнуров
  • «Гроза», А. Н. Островский, — Кудряш (1938)
  • «Не все коту масленица», А. Н. Островский, — Ахов
  • «Волки и овцы», А. Н. Островский, — Беркутов (1936)
  • «Варвары», М. Горький, — Редозубов (1975)
  • «Старик», М. Горький, — Мастаков (1960)
  • «Мещане», М. Горький, — Тетерев
  • «На дне», М. Горький, — Актер
  • «Ревизор», Н. Гоголь, — Земляника (1948)
  • «Отелло», У. Шекспир — Кассио (1942)
  • «Мирандолина» К. Гольдони — Граф (1946)
  • «Кровавая свадьба» Ф. Гарсиа Лорки — Отец невесты (1974)
  • «У двух парней – одна дума» — Михаля (1958)
  • «Первая конная» Вс. Вишневского — Буденный
  • «Земля», Н. Вирт, — Листрат (1938)
  • «Одиночество», Н. Вирт, — Сторожев (1971)
  • «Нарспи», К. Иванов, — Сетнер (1941, 1948) тата Михедер (1959)
  • «Чакка», С.В. Элкер, — Илюш (1940) и Тевенеш
  • «Айдар», П. Осипов, — Сендиер (1937), Улай (1939), Айдар (1950), Пичура (1938)
  • «Неза­бываемые дни», С.В. Элкер, — Каврук (1955)
  • «На распутье», И.А. Петрова-Нарс, — Алмуш (1977)
  • «Голубая двойка», И.С. Максимов-Кошкинский, — Камский (1944)
  • «Дар Пугачёва», И.С. Максимов-Кошкинский, — Саваламан (1954)
  • «Садур и Илем», И.С. Максимов-Кошкинский, — Филипп (1937)
  • «Кукушка всё кукует», Н. Терентьев, — Вавил (1960)
  • «Волны бьют о берег», Н. Терентьев, — Епископ-владыка (1970)
  • «После молнии – гром», Н. Терентьев, — И.Я. Яковлев (1978)
  • «Великий перелом», В.Т. Ржанов, — Смолин (1950) тата Энтип (1967)
  • «Хура çăкăр», Н.Ф. Ильбек тата Г.К. Микушкин, — Шерккей (1968)
  • «Кужар», П. Осипов, — Валька
  • «Сутра», Ф. Павлов, — Ухтерке
  • «Ялта», Ф. Павлов, — Степан.
  • Ургалкин урамĕ (Шупашкар).

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]