Ухли Владимир Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Владимир Ухли
Çуралнă вăхăт: 1914 çул, юпан 25-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Пӳркел ялĕ, Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 1990 çул, акан 1-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Пӳркел ялĕ, Тутар АССР
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg СССР
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи, драматургĕ
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Чыславсем: Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1988)

Ухли Владимир Васильевич (паспортри хушамачĕ Плешков, 1914 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕ, Пӳркел ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Тутарстанăн Пăва районĕ1990 çул, акан 1-мĕшĕ, Пӳркел ялĕ, Тутар АССР) — чăваш çыравçи, драматургĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1958 ç.), Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1988).

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1914 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутарстанăн Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕнче çуралнă.

Кăнна Кушкинчи хресчен çамрăкĕсен шкулĕнче, Хусанти хими техникумĕнче, педагогика институчĕнче вĕреннĕ. Вăтăр çул ытла Тутарстанри тата Чăваш Енри шкулсенче ĕçленĕ. 1951 çулта Шупашкара куçса килнĕ. Вăл калавсемпе юморескăсем, повеçсем, драмăсем çырнă.

1990 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пурĕ 30 ытла кĕнеке кăларнă, вĕсен шутĕнче вырăсла — 8. Кĕнекисем:

  • «Çĕр ешерет» (1955);
  • «Пĕлнĕ пулсан» (1959);
  • «Альтюк» (1961);
  • «Йывăççисемĕн çырли» (1964);
  • «Шуркелсем» (1965, 1966);
  • «Хĕрсем пурçăн тĕртеççĕ» (1971);
  • «Юрату сукмакĕ» (пьесăсем, 1975);
  • «Сулăнка кайнисем» (1979);
  • «Шургельцы» (Шуркелсем, вырăсла, 1975);
  • «Альдук» (Альтюк, вырăсла, 1973);
  • «Волчье логово» (Кашкăр йăви, вырăсла, 1977);

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]