Пӳркел
Курӑнакан калӑплав
Пӳркел
|
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Пӳркел, Pürkel — Тутарстанри Пăва районне кĕрекен чăваш ялĕ. Ялăн хĕвелтухăç енче тутар урамĕсем пур. Çавна кура мичĕт те туса лартнă.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялта ял тăрăхĕн çурчĕ, "Гигант" АО правленийĕ, вăтам шкул, больница (1937 çултан), клуб, ял вулавăшĕ, почтă, перекет банк уйрăмĕ, пасар, Юркин музейĕ, аптека, çăм-таптаракан, çăкăр завочĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Борис Юркин Элшелĕнчен хăйĕн танăç çĕрне, Тилçĕ шывĕ хĕррине куçса ларнă. Малтан пĕр килĕ кăна ларнăран ялне те Пĕр килĕ терĕ. [1]. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта чиркӳ, пасар, лавка, шкул, шыв арманĕ, çил арманĕсем, кĕрпе арманĕ пулнă. Пӳркел çыннисем Пушкăртстана, Кемĕр облаçне куçса ялсем никĕсленĕ.[2][мĕнле ялсене?].
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Акивер, Х. Пăвапа Элшел хутлăхĕ / Х. Акивер // Тăван Атăл. – 1973. – № 12. – С. 27–37
- Тимофеев Г. Т. Тăхăръял. – Шупашкар, 1972. (Çавах 2002-мĕш çулта тепĕр кăларăмпа тухнă: Тимофеев Г.Т. Тӑхӑрьял : этнографи тӗрленчӗкӗсем, халӑх сӑмахлӑхӗ, ҫырса пынисем, ҫырусемпе асаилӳсем 2021 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ. / Г. Т. Тимофеев ; [Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ. - 1-мӗш кӑларӑма А. В. Васильев (Васан) пухса хатӗрленӗ, 2-мӗш кӑларӑма В. П. Станьял хушусемпе тӳрлетӳсем кӗртнӗ]. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2002. - 431 с. – (Девятиселье).)
- Дворов, Николай. Тăхăрьял юрри. Сăвă.
- Элли Илле. Тăхăрьялта миçе ял? // Хыпар (хаçат), 61№, 2011, ака, 7.
- Чепунов, Р.Т. Г.Тимофеевăн «Тăхăръял» алçырăвĕ çинчен / Р. Чепунов // Тăван Атăл. – 1961. – № 1. – С.89–92.
- Ухли В. В окрестностях Тыхыръяла / / Знамя. Буинск, Татария. 1964. — 24 янв.; Ялав. — 1976. — Мартан 16-мёшё.
- Ашкеров, Валерий. Тăхăрьял мухтавĕ (легенда). Сăвă.
Асăрхатарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Паллă çыннисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Бюргановский Илья Савельевич (1858-1896) — И.Я.Яковлевăн чи малтанхи вĕренкенесенчен пĕри.
- Мĕтри Юман (1885-1938) — çыравçă, пĕрлĕхпе политика ĕçлевçи, Учредительсен Пухăвĕн (1917-1918) депутачĕ.
- Юркин Иван Николаевич (1863-1943) — çыравçă, фольклорист, шухăшлавçă.
- Измайлов Михаил Евгеньевич (1888-1965) — юрăç (бас).
- Измайлов Михаил Михайлович (1925-1978) — мусăкçă. Кларнет каланă.
- Чашкин А.В. — РФ тава тивĕçлĕ агрономĕ.
- Пахомов Н.А — РФ тава тивĕçлĕ ветеринари тухтăрĕ.
- Ухли Владимир Васильевич (1914-1990) — çыравçă, "Шуркелсем" роман авторĕ.
- Нурислам Кадыров (1926-1993), Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ.
- Мужиков Пётр Иванович — Чăваш республикинчи Комсомольски районĕнче КПСС райкомĕн Пĕрремĕш секретарĕ пулнă (XX ĕмĕр).
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Категорисем:
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы с некорректными тегами координат
- Википеди:Раççейри пурăнан вырăнсем пирки ОКАТО кодне кăтартман статьясем
- Пурăнан вырăнсем, алфавитпа
- Википеди:Капăрлатмалла статьясем
- Тутарстанри Пăва районĕн ялĕсем
- Тутарстан
- Страницы, использующие расширение Kartographer