Фридрих Горенштейн
Фридрих Наумович Горенштейн | |
Çуралнă вăхăт: | пуш, 18 1932 çул. |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Киев, СССР |
Вилнĕ вăхăт: | пуш, 2 2002 çул. |
Вилнĕ вырăн: | Берлин, Германи |
Ĕçлев тĕсĕ: | çыравçă, сценарист |
Фри́дрих Нау́мович Горенште́йн (пуш, 18 1932, Киев — пуш, 2 2002, Берлин) — вырăс çыравçи тата сценарист.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Горенштейн ашшĕне, политэкономи профессорне, 1935 çулта аресленĕ, вăл лагерьте пуçне хурать. Вăрçа вăхăтĕнче пĕчĕк ачаллă амăшĕ эвакуацине каять, çул çинче вилет. Горенштейн Бердичеври ача-пăча çуртне лекет, ачалăхĕ унтах иртет. Тĕрлĕ ахаль ĕçпе тертленет, Днепропетровск ту-ĕç институтĕнче вĕренет, 1961 çулчен инженер пулса ĕçленĕ, каярах Мускавра Аслă сценари курсĕсенче пĕлӳ пухнă. Фильмсем валли вунçичĕ сценари çырнă, пиллĕккĕшне лартнă. Вĕсем хушшинче — «Солярис» (реж. Андрей Тарковский), «Раба любви» (реж. Никита Михалков), «Седьмая пуля» (реж. Али Хамраев), «Комедия ошибок» (реж. Вадим Гаузнер). Темиçе ĕç çырнă пулин те, СССР пĕр калав çех 1962 çулта «Юность» журналра «Дом с башенкой» пичетрен тухать.
«Метрополь» альманахра ĕçленĕ (1979), унта вăл «Ступени» повеçе çутта кăларать. Çакăн хыççăн СССР-тан эмиграцине кайма тивет. 1980 çултанпа Венăра пурăнать, кайран Анăç Берлина куçать. Хăйĕн ĕçĕсене Çĕнĕ-Йоркăн «Слово» издательствинче, эмигрантсен «Континент», «Синтаксис», «Грани», журналĕсенче, Берлинри «Зеркало Загадок» журналĕнче пичетлет.
Икĕ хут авланнă, икĕ ывăлĕ пурăнать.
Берлинра 2002 çулхи пуш, 2 йывăр чирленĕ хыççăн, 70 çула темиçе кун çитеймесĕр куçне хупать. Weissensee ватă еврей çави çине пытарнă.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]СССР тапхăрĕнче «Зима 53-го года», «Ступени» повеç, «Споры о Достоевском», «Бердичев» пьесăсем, «Искупление» (1967), «Псалом» (1975), «Место» (1976) романсем, ют çĕрте — «Яков Каша», «Куча», «Улица Красных Зорь», «Последнее лето на Волге» повеçсем, «Детоубийца» пьеса, «Товарищу Маца — литературоведу и человеку, а также его потомкам», « На крестцах. Хроника времен Ивана IV Грозного» калавсем çырнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мина Полянская, «Я — писатель незаконный…», Çĕнĕ Йорк, СловоWord, 2004.
- Мина Полянская, «Плацкарты и контрамарки». Санкт-Петербург, Янус, 2006.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Çынсем, алфавитпа
- Киевра çуралнисем
- 1932 çулта çуралнисем
- Пушăн 18-мĕшĕнче çуралнисем
- Пушăн 2-мĕшĕнче вилнисем
- 2002 çулта вилнисем
- Берлинра вилнисем
- XX ĕмĕрти вырăс çыравçисем
- XX ĕмĕрти Раççей çыравçисем
- СССР çыравçисем
- Раççей сценарисчĕсем
- СССР сценарисчĕсем
- Германири виççĕмĕш хум вырăс эмигранчĕсем