Альманах

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Альмана́х (арап. ألمناخ — астрономи календарĕ) — сериллĕ кăларăмĕн тĕсĕ, епле те пулин палăртупа (тема, жанр, пултару ĕмĕче т. ыт.) пĕрлештернĕ илемлĕ литература е/тата халăх-ăслăлăх ĕçĕсен пухăмĕ.

Журналпа танлаштарсан, çул хушшинче пĕрре тухакан, яланхилле литература çĕнĕ ĕçĕсене, ăслăлăх çитĕнĕвĕсене, саккунлăх улшăнăвĕсене т. ыт. пĕлтеркен, хыпар календарĕ евĕр пулса пыракан пĕрмаях мар тухакан пухăм. ГОСТ 7.60-2003 килĕшӳллĕ, альманах — илемлĕ литература е (тата) халăх-ăслăлăх ĕçĕсен пĕр кăтартăвĕпе пĕрлештернĕ пухăмĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1739 çулхи альманах.

Малтан астрономи календарĕсемпе тапăлĕсем (алçыравĕсем XIV ĕмĕркте тата пичетлисем XV ĕмерĕн вĕçĕнче) пулнă. Каярах астрологи кăтартăвĕсене, тĕрлĕ асăрхавсене кĕртнĕ. Авалхи романсен альманахĕсенче вĕсен тĕн уявĕсен кунĕсем кĕртнĕ[1]. Икепатсен альманахĕсем планетăсен куçăмне кăтартакан чул тапăлĕсем пулнă[1]. Норвегипе Данире аваллăхра йывăçран е пăхăр ăсталанă альманах-пластинкăсем çӳренĕ, вĕсем çине паллă кунсене касса палăртнă.[1]

Европăра пĕрремĕш пичетленĕ альманах 1457 çулта Венăра тухать. Астрономи тата çанталăк пулăмĕсен символĕсемпе çырнă, çавăнпа унпа хут пĕлменнисем усă курнă.[1] Уйăх тулли тата планетăсен куçăмне, çаплах вут-кăвар, типĕ тата выçлăх пуласса малтанах пĕлтернĕ.[1] Тĕслĕхрен, франци «Almanache royal» альманахĕнче (1679 çултанпа Парисра тухнă) кермен уявĕсемпе ярмăрккисем пирки пĕлтернĕ. 1699 çултанпа унта франци патши килĕн генеологи хыпарĕсене, дворянсемпе чиркӳ ĕçченĕсен ят-йышне кăтартнă. Çакăн пек альманахсем урăх çĕр-шывсенче те тухаççĕ.

Хăшпĕррисене çаплах месексене, сăвăсене, кĕске калавсене кĕртнĕ. Пичет календарĕсем аталаннă май XVIII ĕмĕрте альманахсем тĕрлĕ евĕрлĕ, тапхăрпа тухакан кĕнеке кăларăмĕ тĕслĕ пулса каяççĕ. Генеалоги, хуçалăх, дипломати, литература альманахĕсем пулса тухаççĕ.

Литература альманахĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăхăт иртнĕçем альманахсен ăшлăхĕ пахаланса пырать, халĕ вĕсем тĕрлĕ тĕслĕ усăллă кăсăклă информациллĕ пухăм пулать. Энциклопеди евĕр альманаха хăш чухне султалăк кĕнеки теççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене кашни çул кăлараççĕ, вĕсенчи календарь хыпарĕсене çĕнетсе тăраççĕ.[1]

Çакăн пеккисен чи паллă тата кирлĕ хыпар кĕнеки евĕрри Чарльз Мур çемьинчен тухнă Фрэнсис Мур  1700 çулта кăларнă «Ватă Мур альманахĕ», «Vox Stellarum» (çалтăр сасси) пулнă.[1]

Уйрăмах, малтан Хĕвел анăç Европăра, кайран мĕнпур тĕнчере, — илемлĕ литература альманахĕсем анлă саралаççĕ.

Пĕрремĕш литература альманахĕсем Францире XVIII ĕмĕрĕн варринче («L’almanach des muses», Парис, 1746—1833) тухма тытăнаççĕ. Кайранрах «Almanach de la littérature, du théâtre et des beaux-arts» (1853—1869), «Almanach parisien» (1862—1870) кун çути кураççĕ. Германире пĕрремĕш литература альманахĕ «Musenalmanach» шутланать, вăл малтан Гёттингенра 1770—1807 çулсенче, кайранрах «Musen-Almanach» — çулсенче тухнă, унта Ф. Шиллерăн сăввисене пичетленĕ (1796—1800).

Альманах «Денница» 1900 ç.

Раççейре альманахсем XVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче . 1796 çулта Н. М. Карамзин хĕвел анăç альманахĕсем пек «Аониды» кăларать, çав вара пĕрремĕш вырăс литература альманахĕ шутланать. 1820-мĕшсен вĕçĕнче — 1830-мĕшсен пуçламăшĕнче Раççейре çулсерен çирĕме яхăн альманах çутта тухнă. А. С. Пушкин 1827 çулта çапла асăннă: «Альманахсем пирĕн сăмахлăхăн элчисем пулса тăчĕç. Вăхăт иртсен вĕсем тăрăх утăмсемпе çитĕнӳсем пирки тишкерĕç». Кайранрах В. Г. Белинский çак вăхăта «альманах тапхăрĕ» тенĕ, «вырăс литератури ытларах енĕпе альманахлă пулнă».

Вырăс литератури аталанăвĕнче сумлă йĕр хăварнă альманахсем йышĕнче чи паллисем — «Полярная звезда» (1823—1825; 3 кĕнеке), ăна А. А. Бестужевпа К. Ф. Рылеев кăларнă; Ф. В. Булгарин, А. С. Грибоедов, В. А. Жуковский, И. А. Крылов, А. С. Пушкин, Е. А. Баратынский, П. А. Вяземский, В. К. Кюхельбекер, Ф. Н. Глинк тата ур. пулăшнă; «Мнемозина» (1824—1825, 4 кĕнеке), ăна В. Ф. Одоевский тата В. К. Кюхельбекер кăларнă, çак ĕçе А. С. Пушкин, А. С. Грибоедов, Е. А. Баратынский хутшăннă; «Северные цветы» (1824—1831) А. А. Дельвигпа О. М. Сомов.

Çав ятпах символистсен «Северные цветы» альманахĕ 1901—1904 тата 1911 çулсенче (пиллĕк кăларăм) тухнă.

Аслă Британире  1928 çулта çутта «Британ альманахĕ» тухать. Авалхи ятпах юлнă «Whitaker's Almanack» паллăха çĕнтерсе илет. Чылай альманахăн ятарлă тĕлли пур, сăмахран Wisden Cricketer's Almanack. Тинĕс альманахĕсене моряксем валли пичетлеççĕ, вĕсенче навигацире усă курмалли хыпарсене пĕлтереççĕ.[1]

Альманах тĕсехĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 тата 8 Tong Sing. The Chinese Dook of Wisbom (Kyle Cathie Ltd,1999, 2002)ISBN 5-17-022693-4 (ООО Издательство АСТ) ,ISBN 5-271-09489-8 (ООО Издательство Астрель),ISBN 1-85626-348-7(англ.)

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]