Фуршет
Курӑнакан калӑплав
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Фуршет (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Фурше́т (фр. fourchette — сенĕк) — чĕннĕ çынсем пĕрле ура çинче тăрса, çимĕçсемпе ĕçмесене ирĕклĕ суйласа хăйсене хăйласа апатланни, ытларах сенĕкпе усă кураççĕ. Сĕтелсемпе пукансене лартмаççĕ.
Хăçан йĕркелеççĕ:
- хăна чылай чухне, тĕлпулма вырăн сахал пулсан.
- хуçисемпе хăнасен вăхăт сахал пулсан.
- тĕлпулу тĕллевĕ — тăраниччен çиесси мар, калаçасси.
Уйрăмлăхсем:
- 18-20 хăна çине пĕр официант (эхер те фуршетре официантсем пулсан).
- Миниатюрла çыртмалли нумаййи.
- 1,5-2 сехет тăсăлать.
- Фуршетре 4-5 хутчен хăналама юрать.
- Банкетринчен чылай хăна.
Ĕçлĕ а-ля фуршет-коктейль вăхăчĕпе пĕр сехетлĕхе, ăна канашлусен е конгрессен тăхтавĕсенче тăваççĕ. Канмалли фуршет-коктейле иккĕ сехет тăсаççĕ, вăл вара, яланхилле, конференцисем вĕçленсен, хăш чухне — уçă сывлăшра, ирттереççĕ.
Чи ансат фуршет варианчĕ — канапе (пĕчĕк бутербродсем, 60-80 г), мăшăр çăмăл çырмалли, чей тата улмасем.
Хатĕрлесе ирттерни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мебеле лартнă чухне çакна астумалла: сĕтелĕсем çӳллĕрех пулмалла (90-100 см). Хӳмепе сĕтел хушши — 1,5 м, утса çӳреме ирĕклĕ кирлĕ.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Апатланăва йĕркелени |
|
---|---|
Умлăхыçлăх | |
Форма | |
Культура | |
Сервировка | |
Тивĕçтерӳсем |