Контент патне куҫ

Фёдорова Виктория Яковлевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Фёдорова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Виктория Фёдорова
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Виктория Яковлевна Фёдорова
Çуралнă вăхăт: 1946 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Мускав, СССР
Вилнĕ вăхăт: 2012 çулхи авăнăн 5-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Гринвич[en], Пенсильвани, АПШ
Гражданлăх: ССРП (1946—1978)
АПШ (1978—2012)
Професси: актриса, çыравçă, сценарист
Карьера: 1964—1989
Тулаш ӳкерчĕксем
Виктория Фёдорова тата Джексон Тейт хăйсен пĕрремĕш пресс-конференцинче. АПШ, 1975
Виктория тата Зоя Фёдоровсем Викторин ывăлĕпе, Кристоферпе. АПШ, 1976

Викто́рия Я́ковлевна Фёдорова (19462012) — артист, çыравçă, сценарист. 1960—1970-мĕш çулсенчи совет кино тапхăрĕн чи илем хĕрарăмĕсенчен пĕри

Виктория Фёдорова 1946 çулти кăрлач, 18 Мускавра çуралать. Амăшĕ Фёдорова Зоя Алексеевна, артист, ашшĕ — Тейт Джексон Роджерс, АПШ Мускаври элчелĕхĕ çумĕнчи вăрçă атташе, ТÇФ капитанĕ.

Хĕрĕ çӳралнине ашшĕ пĕлмен, унчен ăна СССР-тан кăларса янă пулнă.

1946 çулти раштав, 27 Викăн амăшне ареслеççĕ, Лубянкăпа Лефорт тĕрминче тытса усранă хыççăн, 25 çуллăха йывăрлатнă никĕслĕ лагере, пĕтĕм пурлăхне туртса илсе (лагере Улатимĕр тĕрмипе улăштараççĕ) тата пур çемйине ссылкăна яраççĕ (Александра Алексеевна Фёдорова аппăшне — ачи-пăчипех ĕмĕр вĕçленичченех ссылкăна яраççĕ; Мария Алексеевна Федоровăна — 10 çуллăха ИТЛ, Воркутана, кирпĕч савутне — унта вăл 1952 çулта çĕре кĕрет).

1947 çултанпа — ссылкăра, çурçĕр Казахстанри Полудино ялĕнче, — Александра аккăшĕпе тата унăн Нинăпа Юра ачисемпе нуша тӳсет.

1955 çулхи нарăс, 23— хыççăн Зоя Фёдоровăн ĕçне тепĕр хут тĕпчесе пăхсан таса ята тавăрнă, пĕтĕм айăпа пăрахăçласа та ирĕке кăларнă хыççăн— Виктория Казахстанран Мускава таврăнать, амăшĕпе тĕл пулать.

1962 — шкулран вĕренсе тухать те драма ӳнер студинче сцена ăсти ĕçне хăнăхать.

1964 — Кинора пĕрремĕш хут ӳкерĕнни («До свидания, мальчики», «Возвращенная музыка»).

1969 çулта ВГИКран (Б. Бибиковпа О. Пыжова ăста класĕнче) вĕренсе тухать.

1975 çултанпа — АПШ-ра. Пĕрремĕш хут ашшĕпе, Д. Р. Тейт адмиралпа (1978 çулта, 79 çул ӳсĕмĕнче çĕре кĕрет) тĕл пулать. 1975 çĕртме, 7 Ф. Р. Пуи америка вĕçевçипе мăшăрланать. 1976 çу, 3 ывăла — К. А. Пуи — çуратать (вулăр: КоммерсантЪ. 1998. Çурла, 15).

1978 çулта америка гражданлăхне куçать. Кинора кĕске рольсенче тата инçет куравра ĕçлет.

1981 çулти раштав, 10 Мускавра, хăйĕн хваттерĕнче сарăмсăр Зоя Фёдорова вилет (пуçне пăшалран пенĕ — халĕ те çак ĕçе тĕпчесе пĕтермен).

Виктория Федорова (Гэнсел Фрэнклпа пĕрле) «Дочь адмирала» автобиографи кĕнекине (1997, вырăсла кăларăмĕ) çырать [1](ĕçлемен каçă), на титульном листе которой стоит посвящение: Шаблон:Cquote

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăсăк астăвăмсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

« — Мой персонаж — советский ученый, который едет за рубеж по туристической путевке и там остается. Так меня сразу утвердили на роль. Ко мне в партнерши пробовали таких замечательных, красивых женщин: Марианну Вертинскую, Людмилу Максакову, а выбрали Вику Федорову. Самое удивительное, что чуть ли не все, кто делал эту картину, уехали из страны. А я до сих пор здесь и уезжать никуда не собираюсь.

Корр.: Почему-то многие актеры-мужчины вспоминают Вику Федорову с многозначительной и загадочной улыбкой. Вас тоже чем-то заворожила эта женщина?

— Она очень легкая, компанейская, хорошая девушка. Жаль, что она уехала в Америку, но мы и спустя много лет с удовольствием с ней общались» 2004, 6 мая.