Хĕрлемес хиртек
Хĕрлемес хиртек (хĕрлемес вăрман хиртекĕ), е Европа хĕрлемес хиртекĕ, е Европа вăрман хиртекĕ[1] (лат. Myodes glareolus) — Clethrionomymi трибăри[2] вăрман хиртекĕ (Myodes е Clethrionomys) ретри (кăкри) кăшлакан чĕрчун.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Соколов В. Е. Пятиязычный словарь названий животных. Латинский, русский, английский, немецкий, французский. 5391 назв. Млекопитающие. — М.: Русский язык, 1984. — 352 с. — 10 000 экз. — ISBN 5-200-00232-X.
- ^ Андреева Т. А. Внутривидовая дифференциация европейской рыжей полёвки Clethrionomys glareolus Sehr, 1780.
Çак статьяна е уйрăма çĕнĕрен çырмалла, чăваш чĕлхин йĕркисене пăхăнмалла, ытти кăлтăксенчен те хăтăлмалла. Статьяна тата унăн уйрăмне статьясене çырмалли йĕркепе хатĕрлемелле, ăнланманлăха пĕтермелле.
|
Хĕрлĕ уй шăшийĕ - 12 сантиметр тăршшĕ, йывăрăшĕ- 45 грамм таран. Хӳри 3-4 сантиметр тăршшĕ, ахаль шăшипе танлаштарсан хӳрийĕ çăмламас. Ку чĕрчун лăсăллă вăрмансенче пурăнать. Хĕрлĕ уй шăшийĕ - мĕшĕлти чĕрчун. Апатне ерипен çӳресех пуçтарать. Хĕлле юр айĕнчен тухмасть, сывлама пĕчĕк çеç шăтăксем тăвать. Ку шăшин ами çу каçа 3-4 хутчен, 3-шер - 5-шер çура тăвать. Çурисем хăвăрт çитĕнеççĕ, икĕ уйăхри амасем ĕрчеве хутшăнаççĕ. Хĕрлемес уй шăшийĕн тăшманĕсем питĕ нумай: юс, пăсара, кăлнăк, тилĕ, çӳлевĕç, тăмана, пурăш, ула курак, чакак, чĕрĕп.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- СССрти кышлакансем. Хĕрлĕ уй шăшийĕ 2008 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Хĕрлĕ уй шăшийĕн ареалĕ 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Myodes glareolus на Animal Diversity