Чĕрĕп
Чĕрĕп, е чăн чĕрĕп (лат. Erinaceinae) — чĕрĕп йышшисем ямахатри (йышри) сĕтпе ÿсекен чĕрчунсен аййышĕ.
Ку статьяна викилемелле. Тархасшăн, ăна хатĕрлемелли йĕркепе çырса кĕртĕр.
|
Çак статьяна е уйрăма çĕнĕрен çырмалла, чăваш чĕлхин йĕркисене пăхăнмалла, ытти кăлтăксенчен те хăтăлмалла. Статьяна тата унăн уйрăмне статьясене çырмалли йĕркепе хатĕрлемелле, ăнланманлăха пĕтермелле.
|
Чĕрĕп (Erinaceus europaeus) — «сĕте çиекен» чĕрчун. Хурт-кăпшанкă çиĕкĕнсен отрядра чĕрĕп çемьйинче вăрман чĕрĕпсен йăхĕнче виç чĕрĕп тĕс пур:
- Амур чӗрӗпӗ (Erinaceus amurensis)
- Шур хырӑмлӑ чӗрӗп (Erinaceus concolor)
- Европинчи е ахаль чĕрĕп (Erinaceus europaeus)
Чăваш енре ахаль чĕрĕп анчах пурăнать.
Курăнни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хурт-кăпшанкă çиĕкĕн чĕрчунсĕнчĕн чи пысăкки. Унăн тăршшĕ 27-30 сантиметра çитĕт, йыварăшĕ 800 граммран иртмĕ пултарать. Чĕрĕпĕн пуçĕ савăл ĕвĕрлĕ, тути шĕвĕр тĕ пĕчĕк. Урисĕм кĕске пулсан та, вăл хăвăрт чупать. Чупнă ĕ утнă чухнĕ çĕр çинчĕ чĕрнисемпе мар, ура лапписĕмпĕ пусать. Хӳри кĕскĕ, тăршшĕ 3 сантиметр çĕç. Хăмăр ĕ хура хытă йĕпписĕн вĕçĕсĕм питĕ шĕвĕр тĕ шарă тĕслĕ. Çак йĕпсĕм чĕрĕпĕ çăткăн, тискĕр чĕрчунсечĕн хăтараççĕ. Çăмха пĕк чăмăртанса выртнă чĕрĕпĕ унăн тăшманĕсĕм нимĕн тĕ тăвайманнипĕ часах пăрăнса каяççĕ. Чĕрĕпĕн куçĕ начар курăнать, анчах та хăлхи вара питĕ лайăх илтĕт. Хăйĕн тăшманĕсĕнĕ тата тата йĕри-таврара мĕнлĕ чĕрчунсĕм пурринĕ инçĕтрĕх илтсĕ тăрать. Апатне вара питĕ сисĕмлĕ сăмсипĕ шăршласа тупать. Çĕр айĕнче выртакан хурт-кăпшанкăсĕнĕ тĕ туять.
Пурнăç майĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çулла кăнтăр вăхăтĕнче чĕрĕп вĕтĕ чăтлăхсенче, тункатасемпе çатракасем айĕнче, çăра курак хушшинче пытарса пурăнать. Чĕрĕпĕн камалли ятарласа тунă йăви çук. Вăл çулçăсем е çара çĕр çинчех çăмха евĕр чăмăртанса çывăрать. Каçхине, хĕвел ансан, чĕрĕп апат çырама пуçланать. Апата вăл ытлашши тикесех тăмасть. Хăйĕн çулĕ çинче тĕл пулакан мĕнпур хурт-кăпшанка тупса çиеть. Шăшисенм, шапасем, калтасем те чĕрĕпшĕн тутлă апат. Хырăмĕ хытă выçсан, çĕр çинчи вĕçен кайăксен йăвисене тустарать, вĕсен çăмартисемпе чĕпписене çиет. Чĕрĕп наркăмăшлă çĕленсенчен те хăрамасть. Хура çĕлене тĕл пулсан, ун патне йăпшăнса пырать. Патнерех пырсан, çĕлен çине сиксех ларать, çурăм шăммисене шăлĕсемпе çыртса татать. Çĕлен темĕнле тăрăшсан та йĕпписем витĕр чĕрĕпе çыртаймасть. Хура çĕлен чĕрĕпе сăмсинчен сăхни те пулкалать. Чĕрĕпĕн сăмси ыратма пуçланать, шыçать, анчах часах тӳрленет. Çамрăк, вăйсăр е чирлĕ чĕрĕпсем çĕлен сăхнипе вилме те пултараççĕ.
Ĕрчевĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чĕрĕпсем чĕрчунсене анчах мар, тĕрле улма-çырлана та питĕ юратса çиеççĕ. Çавăнпа та вĕсене час-часах сад пачисенче курма пулать. Хăш чухне чĕрĕпсем çакăнтах хĕл каçаççĕ.
Çанталак кĕркунне енне кайсан, чĕрĕпсем çуллахинчен те нумайрах апат çиме пуçлаççĕ. Вĕсем хĕл каçма хатĕрленеççĕ, мăнтăрланаççĕ, çу хываççĕ. Юпа е чӳк уйăхĕсенче, юр çăвас умĕн, хайсен йăвисене кĕрсе вырраççĕ. Кашни чĕрĕп пĕччен çывăрать. Йăвисене малтанах тункатасемпе йывăç тымарĕсем айне çулçăсем сарса хатĕрлеççĕ. Чăмăртанса пĕр вăранмасăр çуркуннечченех канлĕн çывăраççĕ.
Çуркунне, çĕр пăртак ăшăнсан, чĕрĕп ыйхинчен вăранать, тӳрех апат шырама пуçлать. Хĕл каçнă вăхăталла вăл питĕ начарланса юлать. Çуркуннехи кĕске каçсем чĕрĕпе апат шарама çитмеççĕ. Çавăнпа та вĕсем çак вăхăтра ирхине те йывăç çулçисене чăштăртаттарса çӳренине курма пулать. Патнерех пырсан чĕрĕп утма е чупма пăрахать, чăрмантарнăшăн мăшлатса, чашкăрса вăрçать. Чĕрĕп çуркунне кĕске вăхăтрах самăрланать, вăйланать, хăйне валли мăшăр шырама пуçлать. Чĕрĕп аçине мăшăр тупма çăмăл мар. Чĕрĕп ами мăшăрне 5-6 аçаран пĕрне суйласа илет. Çак вăхăтра чĕреп аçисем хушшинче харкашусем, тутăçусем пулса иртеççĕ. Çĕнĕ мăшăр хăйне валли типĕ çулçăсемпе курăксенчен йăва çавăрать. Амăшĕ çурхахĕнче вăтамрам 5-7 çура çичĕ эрне хушши аталанать. Анчах Çăвăрланă чĕрĕп çурисем пĕчĕк. Вĕсен тăршшĕ 5-6 сантиметр, йывăрăшĕ 16-20 грамм пулать. Малтанах çурасем илтмеççĕ, курмаççĕ, шăлĕсем çук, кĕлетки çемçе те шырă йĕпсемпе витĕннĕ. Пĕр талăк иртсен, çакăн пек йĕпсем хура тĕслĕ хытă йĕпсемпе алшăнса пуçлаççĕ. Икĕ эрнерен иртнĕ чĕрĕп çурисен çурăмĕ яланлăхах хытă та шĕвĕр вĕçлĕ йĕпсемпе хупланать. Çак вăхăтра çамрăк чĕрĕпĕн куçĕ уçăнать, шăлĕсемпе çăмĕ шăтма тытăнаççĕ. Çурасем выляма вĕренеççĕ, нăйкăма тата мăшлатма пуçлаççĕ, йăвинчен ирĕке тухаççĕ.
Амăшĕ хăйĕн çурисене пĕчченех пăхать. Вĕсен ашшĕ çурасем çуралсанах çемйинчен уйрăлать. Малтанхи пĕр уйăх чĕрĕп ами çуррисене сĕпе тăрантарать, кайран чĕрĕ апат çиме вĕрентет, хăйпе пĕрле илсе çӳреме пуçланать. Кĕркунне чĕрĕп çурисем амăшĕнчен уйрăлса пĕчченшерĕн пурăнма пуçлаççĕ. Çулталăкран чĕрĕп çурсем çитĕнсе çитсе хăйсем ĕрчеме тытăнаççĕ.
Тăшмансем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чĕрĕп йĕплĕ тирпе витĕннĕ пулсан та, унăн тăшманĕсем сахал мар. Чĕрĕсен пĕчĕк тăшманĕсем — сăвăссем. Вĕсем йĕпсем тăрăх чĕрĕпĕн ӳчĕ патне çитеççĕ, юнне ĕçеççĕ. Чĕрĕпĕн пысăк тăшманĕсем — ӳхĕ тата ытти тăманасем. Çакăн пек çăкăн кайăксем чĕрĕп йĕпписенчен хăрамаççĕ, сăмсисемпе, вăрăм чĕрнисемпе чĕрĕп тирне тăпăлтараççĕ. Чĕрĕп тем пек хытă чăмăртансан та, унăн ури вĕçĕсем йĕпписемпе витĕнмесĕр юлаççĕ. Çакна хăшпĕр тилĕсем, пурăшсем пĕлеççĕ. Вĕсем чĕрĕпе çурăмĕ çине çавăрса хума хăтланаççĕ, май килсен, урисенчен çиме пуçлаççĕ. Чĕрĕпсем вăрамсенче, уй-хирсенче, сад пахчисенче машина кустăрми е трактор гусеница айна пулса вилни те сахал мар. Чĕрĕп ытти чĕрчунсенчен хăвăртрах алла хăнăхать. Анчах та килте усрасан тĕрлĕрен апат çитменнипе вăл часах вилет.
Чĕрĕп тĕрлĕрен сиенлĕ хурт-кăпшанкăсемпе шăшисене çисе вăмансене, уй-серсене, пахчасене пысăк усă кӳрет. Вĕсен усси çутçанталăка сăтăр тунинчен нумайрах. Çавăнпа та чĕрĕпсене сыхламалла, ĕрчеме пулăшалла.