Контент патне куҫ

Харитонов Владимир Егорович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Владимир Харитонов
Çуралнă чухнехи ят: Харитонов Владимир Eгорович
Çуралнă вăхăт: 1933, пуш, 25
Çуралнă вырăн: Пайсупин ялĕ, Трак ен районĕ Чăваш АССР, РСФСР
Вилнĕ вăхăт: 1990, çĕртме, 1
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата сăвăçĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1953 - 1990
Жанр: калав, очерк, поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Харитонов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Владимир Eгорович Харитонов (25.03.1933, Пайсупин ялĕ, Трак ен районĕ, Чăваш АССР – 01.06.1990, Шупашкар, Чăваш Ен) — чăваш çыравçи, прозăçи, юрă сăвăçи, публицист, ССРП ÇП пайташĕ (1974)[1][2]

Владимир Харитонов 1933 çулхи пушăн 25-мĕшĕнче Чăвăш Енĕн Трак ен районĕнчи Пайсупин ялĕнче çуралнă.

Шупашкарти Ф. П. Павлов ячĕллĕ мусăк вĕрентĕшĕнче пĕлӳ илнĕ, Хусанти консерваторире вĕреннĕ. Культурăра тăрăшнă. Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблĕн артисчĕ, Телекуравпа радиокалаçу комитечĕн мусăк редакторĕ, Шупашкар студин мусăк программисен редакторĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

Владимир Егорович пĕрлĕх ĕç-хĕлĕнче те хастар тăрăшнă – Республикăра çыравçасен пĕрлешĕвĕн правленинче, «Тăван Атăл» журналăн редакцин пайташĕ пулса ĕçленĕ. Пĕрмаях республика тулашĕнче чăваш литературине кăтартнă.

Владимир Харитонов 1990 çулхи çĕртмен 1-мĕшĕнче пирĕнтен уйрăлса кайнă.

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хăйĕн пĕрремĕш сăввисене 1953 çулта Красноармейски районĕн хаçатĕнче пичетленĕ. Сăвăсене ача-пăча валли те, çитĕннĕ çынсем валли те хайланă. Владимир Харитонов çырнă 50 ытла сăвăна кĕвĕленĕ. Беларус, украин, тутар, мари, вырăс, пăлхар поэчĕсен ĕçĕсене чăвашла куçарнă. Унăн сăввисене те тĕнчери чылай чĕлхене куçарнă.

Пичетрен тухнисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Золотистая пчела» (стихи). Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1987.
  • «Уçланкăра» (сăвăсем). Шупашкар, Чăваш кĕнеке изд-ви, 1981.
  • «Шухӑш» (сӑвӑсем). Шупашкар, 1973.
  • «Уяв умĕн» (сăвăсем). Шупашкар, Чăваш кĕнеке изд-ви, 1991.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Владимир Харитонов : [биобиблиогр. справка] : Буклет. - 4 с.
  • Дубров, Г. Сăвă–юрăшăн кăна–и? : [сăвă. В. Харитонова асăнса] // Çилçунат. – 2000. – № 1–2. – С. 50.
  • Eгоров, П. Ĕмĕрĕмĕр манми тăванăм / П. Eгоров // Хыпар. – 1998. – 12 авăн.
  • Eгоров, П. Шăллăм çинчен / П. Eгоров // Ялав. – 1993. – № 3. – С. 18.
  • Eфимов, Г. Тӑван кӗтесре манмаҫҫӗ ӑна / Г. Ефимов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р-нӗ). – 1998. – 7 ака.
  • Иванова, И. Мал ӗмӗтпе пурӑнатчӗ / И. Иванова // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р-нӗ). – 1998. – 26 пуш.
  • Пирĕн ентеш В. Харитонов ăста сăвăç, юрăç пулнă // Ял пурнăçĕ (Красноармейск р–нĕ). – 1993. – 25 пуш. – Содерж.: Асран кайми тăванăм / П. Eгоров ; Ĕненес те килмест / О. Игнатьева ; Дирижер вырăнĕнчеччĕ / Л. Васильева ; Çывăх тусчĕ вăл / И. Степанов ; Ялта ; Хăшĕ–ши? ; Хăна юрри : сăвăсем / В. Харитонов.
  • Афанасьев, П. Харитонов Владимир Eгорович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 463–464.
  • Родионов, В. Г. Харитонов Владимир Егорович / В. Г. Родионов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 384.
  • Слово о товарище : [некролог] // Совет. Чувашия. – 1990. – 5 июня.
  • Трофимов, Г. Ф. Харитонов Владимир Eгорович / Г. Ф. Трофимов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 437.
  • Харитонов Владимир Егорович // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 88.
  • Ялгир, П. Харитонов Владимир Eгорович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 129.
  • ССКП Чаваш обкомĕпе ЧАССР Министрсен Канашĕн Хисеп грамоти
  • «Ĕç ветеранĕ» медаль
  • «Яла культурăпа тивĕçтерĕвĕнче палăрнăшăн» кăкăрçи палли.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]