Хура пăлхарсем
Хура пăлхарсем — юркăн халăх, VII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче Аслă Пăлхар арканнă хыççăн пăлхар йăхĕсенчен уйрăлса кайнă пайĕ. Кубратăн аслă ывăлĕн — Питпуян протопăлхарĕсен несĕлĕсем[1]. Кубань регионĕнче çӳренĕ, тепĕр хаклавсемпе, Тăнăварпа Дон хушшинче пурăннă[2].
IX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче огуз, печенег тата пăртас йăхĕсемпе пĕрле хура пăлхарсем Хасарипе çапăçнă. Каярах упоминаются киев кнеçĕ Игорь Рюрикович Висантипе килĕшӳ хутне çырнă чухне (944), грексен Херсон çине тапăнакан халăх тесе асăннă.
Хура палхарсем килсен, Корсунь çĕршывĕнче вăрçма тытăнсан, вырăс кнеçне вĕсене кĕртме хушмастăп, кĕртсен вĕсем унăн çĕршывне те сиен кӳрĕç.
Худуд аль-алам перс географи трактатĕнче (980-мĕшсем) вĕсене «вăта пăлхарсем» тенĕ те Азов тинĕсĕнчен çурçĕрелле тата Славянсенчен тухăçалла вырнаçтарнă. Çаплах Тухăç-Европа регионĕнче вĕсен хăватлă çарĕ пулнă пирки висанти императорĕ Константин VII Багрянородный асăнать:
За Боспором находится устье Меотийского озера, которое за величину свою всеми называется морем. В это Меотийское море впадают многие большие реки. К северу от него [течёт] река Днепр, из которой Руссы проходят в Черную Болгарию, Хазарию и Сирак.
X ĕмĕрĕн вĕçĕнче хура пăлхарсене çăлкуçсенче асăнни çук, вĕсем ĕнтĕ вĕсем славян тата тĕрĕк йăхĕсемпе хутшăнса кайнине пĕлтерет.
Хура пăлхарсен археологи палăкĕсем Салтов-маяк культурине кĕреççĕ.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Константин Багрянородный. Об управлении империей.
- Бариев Р. Х. Волжские булгары: история и культура.
- Новосельцев А. П. Хазарское государство и его роль в истории Восточной Европы и Кавказа. — М.,1990.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ . Чичуров И. С. Византийские исторические сочинения: «Хронография» Феофана, «Бревиарий» Никифора. — М.: Наука, 1980. — С.262.
- ^ Обзор мнений историков по локализации чёрных булгар в кн. Константин Богрянородный Об управлении Империей. — М.,1991. Глава 12, примечание № 1