Хура хăвăл космологийĕ
Хура хăвăл космологийĕ (акăл. Black-hole cosmology, урăх ятсем — «Шварцшильд космологийĕ», «космологи моделĕ „хура хăвăл“») — космологи моделĕ, унпа килĕшӳлллĕ сăнавлă Çут тĕнче Хура хăвăл ăшĕнче вырнаçнă. Çакăн пек модельсене 1972 çулта ĕнчĕ физик-теоретикĕ Патриа Радж (акăл. Raj Pathria)[1] тата çав вăхăтрах — британ математикĕ Ирвин Гуд (акăл. I. J. Good)[2] сĕннĕ.
Çăкăн евĕр кирек епле модель тăрăх, сăнавлă Çут тĕнчен Хаббл радиусĕ хăйĕн Шварцшильд радиусĕпе танлашать. Хальхи пĕлĕвсемпе, çак капашсем чăнахах çывăх пулаççĕ, çапах та чылайрахăш космолог шухăшĕпе ăнсăрт япала çеç[3].
Патриа тата Гуд малтан сĕннĕ,каярах, сăмахран, Никодим Поплавски (акăл. en) аталантарнă[4] теорипе, сăнавлă Çут тĕнче пысăк Çут тĕнче, е мульти Çут тĕнчере вырнаçнă хура хăвăлăн ăшлăхĕ шутланать.
Пĕрлехи релятевизм теорийĕпе татăçуллă, Шварцшильдăн хура хăвăлĕ çителĕклĕ йывăрăшлă кĕлеткен гравитаци коллапсĕ пулнипе пуçтарăнать. Çапах та Эйнштейн — Карта гравитаци теорипе гравитаци коллапсĕ — уçлăх-вăхăтăн вăхăтăн кашни самантĕнче уçлăхри «туннель» пулакан уйрăмлăхне — Эйнштейн — Розен кĕперне, е «каюра йăвине» — тăвать. «Каюра йăвисем» тата Шварцшильдăн хура хăвăлĕсем пĕрлехи релятивизм теорипе Эйнштейн — Карта теорин математикăри тĕрлĕ тупсăмсем пулаççĕ. Анчах та инçетрен сăнасан та пĕр йывăрăшлă объекчĕшĕн иккĕ тупсăмĕ уйăрмалла мар. Эйнштейн — Картан теорийĕ аффина çыхăнулăхĕн вĕçĕмлĕ симметрине пăрахăçласа пĕрлехи релятевизм теорине анлăлатать, çаврăнав тензорĕн симметрисĕр пайне улшăнуллă пысăкăшĕ евĕр усă курать. Çаврăнăва квант-механика эффекчĕ евĕр, материн куçăм шучĕн (спин) харпăр моменчĕ, шутлаççĕ. Çаврăнупа Дирак спинорĕсем (акăл. Dirac spinors) хушшинчи пĕчĕк çеç çыхăнăва пула алылмаш спин-спин тĕкĕвĕ сиксе тухать, вăл фермион материнче çав тери пысăк тачăлăхсенчи пысăк роль вылять. Çакăн пек пĕр-пĕринлĕ ĕç-пуç гравитаци сингулярлахĕ пуласран хăтарать.
Çакăн вырăнне коллапсăлакан матери питĕ пысăк, вĕçĕмлĕ, тачăлăха çитет те çĕнĕ Çут тĕнче пулса ӳсекен Эйнштейн — Розен кĕперĕн тепĕр енне туса «каялла сикет» [5]. Çавăнпа, Пысăк Сирпĕнӳ сингулярлă мар Пысăк рикошет (акăл. Big Bounce) пулнă теççĕ, ун чухне Çут тĕнчен вĕçемлĕ пысăкăш пур[6].
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Pathria, R. K. (1972). «The Universe as a Black Hole». Nature 240 (5379): 298–299. DOI:10.1038/240298a0.
- ^ Good, I. J. (July 1972). «Chinese universes». Physics Today 25 (7). DOI:10.1063/1.3070923.
- ^ Landsberg, P. T. (1984). «Mass Scales and the Cosmological Coincidences». Annalen der Physik 496 (2): 88–92. DOI:10.1002/andp.19844960203.
- ^ Popławski, N. J. (2010). «Radial motion into an Einstein-Rosen bridge». Physics Letters B 687 (2–3): 110–113. DOI:10.1016/j.physletb.2010.03.029.
- ^ Popławski, N. J. (2010). «Cosmology with torsion: An alternative to cosmic inflation». Physics Letters B 694 (3): 181–185. DOI:10.1016/j.physletb.2010.09.056.
- ^ Popławski, N. (2012). «Nonsingular, big-bounce cosmology from spinor-torsion coupling». Physical Review D 85 (10): 107502. DOI:10.1103/PhysRevD.85.107502.