Цаплина Раиса Ионовна
Цаплина Раиса Ионовна | |
Çуралнă вăхăт: | 1920, çурла, 16 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Саруй ялĕ, Вăрмар районĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Чăваш АО, РСФСР |
Вилнĕ вăхăт: | 1990, çу, 8 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар |
Ăслăх сфери: | тюркологи |
Альма-матер: | ЧППУ |
Цаплина Раиса Ионовна (16.8.1920, Саруй ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ), Чăваш АО, РСФСР — 8.5.1990, Шупашкар, Чăваш Республики, РСФСР, ССРП) — филологи ăслăхĕсен кандидачĕ, ăслăхăн аслă ĕçтешĕ.
Чăваш чĕлхин диалектологине тĕпчекенĕ, тăван чĕлхене чăваш шкулĕсенче вĕрентмелли пулăшу кĕнекин авторĕ. Чăваш чĕлхине пуçламăш шкулта вĕрентмелли фонохрестомати, чăвашла-вырăсла (1961, 1982) сăмахсарсен авторĕсенчен пĕри[1][2]
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1920 çулхи çурла уйăхĕн 16 Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ) Саруй ялĕнче çуралнă.
Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Çĕрпӳри педагогика училищинче (1935—1938), Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче (1939—1942) пĕлӳ илнĕ. 1944-1948 çулсенче СССР Ăслăлăхсен академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институтĕнче вĕренсе филологи ăслăхĕсен кандидачĕн диссертацине хӳтĕленĕ.
ЧНТИре чĕлхе пайĕн ĕçтешĕ, ертӳçи пулса ĕçленĕ (1948-1952), РСФСР Çутĕç министерствин Наци шкулĕсен институтĕнче вăй хунă.
Шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентес ĕçе лайăхлатмалли майсене тишкерсе статьясем, икĕ кĕнеке пичетлесе кăларнă. Унсăр пуçне вăл Монголири (1957—1959), Германири (1964), Болгарири (1974) аслă шкулсенче вырăс чĕлхи вĕрентнĕ.
Раиса Цаплина чăваш чĕлхин вырăнти калаçăвĕн материалĕсене пухма диалектологи экспедицийĕсене яланах хутшăннă, вĕсене тĕпчесе çырнă ăслăлăх статйисем тĕрлĕ пухăвсемпе журналсенче пичетленсе тухнă.
1990 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Обучение орфографии родного языка в чувашской начальной школе. Ч., 1957;
- Основные фонетические особенности ишлейского говора//УЗНИИ. Вып.4. Ч., 1952;
- Особенности некоторых чувашских говоров Татарской АССР и Куйбышевской области // Материалы по чувашской диалектологии. Вып. 2. Ч., 1963;
- Оканье в чувашском языке // Родной и русский языки в национальной школе. М., 1962.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Цаплина Раиса Ионовна, Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем: биобиблиогр. указ. — Шупашкар, 2006. — С. 216-217.
- Сосаева, А. А., Раиса Ионовна Цаплина: (к 80-летию со дня рождения) / А. А. Сосаева, Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗ: статьясен пуххи. — Шупашкар, 2006. — 2-мӗш кӑларӑм. С. 287-289.
- Сосаева, А. А., Цаплина Раиса Ионовна, Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 423.
- Цаплина Раиса Ионовна // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук: 1930-2005. — Чебоксары, 2005. — С. 166.
- Цаплина Раиса Ионовна // Энциклопедия Урмарского района. — Чебоксары, 2023. — С. 399.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Ăсчахсем, алфавитпа
- Çĕрпӳ уесĕнче çуралнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Фиологсем, алфавитпа
- Чăваш фиологĕсем
- Раççей фиологĕсем
- Чăваш чĕлхин тĕпчевçисем
- 1920 çулта çуралнисем
- Çурлан 16-мĕшĕнче çуралнисем
- 1990 çулта вилнисем
- Çăвăн 8-мĕшĕнче вилнисем