Контент патне куҫ

Цыпленков Олег Михайлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Олег (Ултиар) Цыплленков
Çуралнă чухнехи ят Цыпленков Олег Михайлович
Гражданлăх ССРП СССР
РФ
Професси кинематографист, вĕрентевçĕ, политик, усламçă, чунçÿревçĕ
Карьера 1982—хал. вăх.
Тĕлĕ Шупашкар

Цыпленков Олег Михайлович (юпа, 3, 1959, Кивĕ Катек ялĕ, (Патăрьел районĕ), ЧАССР, РСФСР, СССР) — кинематографист, вĕрентевçĕ, политик, усламçă, пĕрлĕхлĕх ĕçлевçи, чунçÿревçĕ — Чăваш кинематографисчĕсен ертÿçи, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ (2016)[1], Чăваш этнокультурин тава тивĕçлĕ ĕçлевçи (2001)[2].

Цыпленков Олег Михайлович 1959-мĕш çулхи юпан 3-мĕшĕнче Чăваш Автономи Социализм Совет Республикине кĕрекен Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек чăваш ялĕнче çуралнă.

1982-мĕш çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институчĕн филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. ВЛКСМ Патăрьел райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ , ВЛКСМ Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секроетарĕ, Чăваш Ен çамрăкĕсен союзĕн ертÿçи, Чăваш çамрăкĕсен "Сувар" пĕрлĕхĕн ертÿçи пулнă. 1995-1998-мĕш çулсенче Чăваш Наци Конгресĕн серетариатне ертсе пынă. 1999-мĕш çултанпа "Сувар-фильм" видеостуди директорĕ. 2014-мĕш çулта ăна Чăваш кинематографисчĕсен ертÿçи пулма суйланă[3].

Кунсăр пуçне Цыпленков Олег Михайлович 24.07.2007-17.03.2017 тапхăрта фотограф-усламçă шутланнă[4]. Чăваш çамракĕсен "Сувар" пĕрлехĕн хисеплĕ элтеперĕ[5].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]