Чăваш пускăч хăмин калăпĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Клавиатурăн чăвашла çийĕ (акăл. Keyboard layout) — чăваш çырулăхĕн типографии символĕсене (сасă паллисене, цифрăсене, чарăну паллисене т. ыт.) чăвашла текст информацине кĕртекен компьютер, пичет машинкин е урăх хатĕрĕн тӳмисене танăçтаракан килĕшӳ мелĕсем.

Кашни килĕшӳпе механика, визуаллă тата функциллĕ «клавиша-пĕлтерӳ» тивĕçевне майлаштарнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çыруллă чĕлхесен клавиатурин пĕрремĕш сарăмĕсене çыракан машинка валли хайланă. Çыракан машинка валли пĕрремĕш чăваш сарăмне Константин Иванов сăвăç ăсталанă, вăл хăй ăстаçă пулнă май, йывăçран çыракан машинка касса хатĕрлет. Константин Ивановăн машинки И. Я. Яковлев алфавичĕн сасă паллисене пичетленĕ.

1930-мĕш çулсенче Яковлевăн алфавитне вырăс алфавитĕнчен унчен чăваш çырулăхĕнче усă курман 10 ытла сасă палли кĕртнĕ. Алфавита çапла вырăслатнă хыççăн пичетлемелли машинкăн чăваш сасă паллисене тивĕçтерме тӳме çитеймен, çакă вара ЙЦУКЕН вырăс раскладкипе чăваш текстне кăтартма май паман. Çакна пула «вырăс» машинкипе пичетленĕ хыççăн хушма чăваш сасă паллисене диакритика паллисемпе палăртма тивнĕ.

Компьютер клавиатурин çийĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Официаллă чăваш чĕлхин компьютер клавиатурин сарăмĕ пирки татăçу паянхи куна çук. Çакна пула Microsoft Windows операци системисен çемьйин стандартлă пуххинче чăваш чĕлхин пĕтĕмĕшле клавиатурине кĕртмен.

2009 çулхи пуш уйăхĕнче иртнĕ Мĕнпур ведомствăсен чăваш чĕлхин комиссин[1] ларăвĕнче компьютерăн чăваш сарăмне вĕр виçене антарас (стандартлас) ыйтусене пăхса тухнă.

Комисси йышăннипе, компьютер пуххинче чăваш алфавичĕн кирилица Ӑ ӑ, Ӗ ӗ, Ҫ ҫ, Ӳ ӳ вырăнне латиница Ă ă, Ӗ ĕ, Ç ç, Ÿ ÿ символĕсемпе улăштармалла тенĕ[2]. Мĕншĕн? Анлă саралнă компьютер шрифчĕсенче Ӑ ӑ, Ӗ ӗ, Ҫ ҫ, Ӳ ӳ кирилица сасă паллисен симолĕсене ӳкермен. Компьютер клавиатурин сарăмне комисси йышăнма тăхтанă.

ЙЦУКЕН (Вырăс) çийĕн чăваш аслатăвĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Windows 2000 операци системисем уçăлнипе Юникод символĕсемпе юникод шрифчĕсене тытса пыракан ЙЦУКЕН (Вырăс) сарăмĕн чăваш аслатăвĕсене хайлама пуçланаççĕ.

Çак сарăмсенче чăваш алфавичĕн хушма саса паллисемне ЙЦУКЕН (Вырăс) сарăмăн иккĕмĕш шайне тата/е «ахаль выртакан клавишсемпе» палăртаççĕ. Кун чухне «амăшĕн» сарăмне ытлашши улшăнусем кĕмеççĕ.

«Хăй тĕллĕ тунă» шрифтсем (Юникодпа пĕрлĕ мар)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

TimesET Chuvash шрифчĕн кодсен таблицин пайĕ
Times New Roman шрифчĕн кодсен таблицин пайĕ
TimesET Chuvash тата ЙЦУКЕН (Вырăс) сарăмĕн шрифчĕсене танлаштарни

Юникод уçăличчен чăваш алфавичĕн сасă паллисен кодировки пĕр виçеллĕ пулман. Çак сăлтавпа XX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсен иккĕмĕш çурринче чăвашла текстсене компьютера кĕртме «халăх ăстисем» проприетарлă шрифтсене урăхлатнă, Ё ё, Ъ ъ сасă паллисен тата «+», «=», «_», «-», «/», «\» паллисен глифĕсене чăваш алфавичĕн хушма Ӑ ӑ, Ӗ ӗ, Ҫ ҫ, Ӳ ӳ сасă паллисене хатĕрленĕ, малтанхи символсен кочĕсене çĕнĕрен хушнă сасăсене тивĕçтернĕ.

«Хăй тĕллĕ тунă» Юникод стандарчĕпе çыхăнман мĕнпур шрифтсенче, Юникод принципне пăснă — символсене кодсемпе пĕр пĕлтерĕшлĕ çыхăнтарман.

Esa Anttikoski клавиатура çийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳкерчĕк:RusCvAltGr.jpg
Н. Плотников çĕнетнĕ Esa Anttikoski сарăмĕ. Иккĕмĕш шай, аялти регистр
Ӳкерчĕк:RusCvShftAltGr.jpg
Н. Плотников çĕнетнĕ Esa Anttikoski сарăмĕ. Иккĕмĕш шай, çӳлти регистр

2001 çулта Йоэнсу финлянди университечĕн ĕçтĕшĕ Esa Anttikoski ЙЦУКЕН (Вырăс) аслатăвне Windows 95, Windows 98 тата Windows ME[3] валли усă курма сĕннĕ, унта чăваш алфавичĕн хушма символĕсем те пулнă. 2003 çулта вăл çак сарăмăн юникод мар версине Windows NT, Windows 2000, Windows XP системăсен Eurasian[4] шрифчĕсем валли, сарăмăн юникод версине Windows NT, Windows 2000, Windows XP[5] валли ăсталанă. Виçĕ сарăмне те Esa Anttikoski ЙЦУКЕН (Вырăс) сарăмĕн никĕсĕпе тунă. Esa Anttikoski сарăмĕсенче хушма чăваш символĕсене иккĕмĕш шайра (пĕрле   AltGr  +  пускăч ), А а, Е е, С с, У у, сасă паллисен тӳмисем çинче вырнаçнă. Унпа çырас тесен маларах   Alt Gr  пусмалла, кайран:   А ,   Е ,   У ,   С ,   Alt Gr  пулмасан сылтăм   Alt  я   Alt па   Ctrl .

2005 çулта Н. А. Плотников Esa Anttikoski хатĕрленĕ юникод сарăмне улшăнусем кĕртнĕ, Ӑ ӑ, Ӗ ӗ, Ҫ ҫ кирилици саспаллисене сăнĕпе пĕр пекех Ă ă, Ӗ ĕ, Ç ç латин сас паллисемпе улăштарнă. Ӳ ӳ кирилици символĕсене çаплах хăварнă. Улăштарнă сарăмăн файлĕсене (ăнлантарусемпе пĕрле) Chuvash.org[6] сайтĕнче тупма пулать. Çак сарăмпа Н. Плотников Чăваш Википедин контентне тунă, тӳрлетнĕ чухне, хăй ăсталанă Chuvash.org, Yumah.ru тата урăх сайтсенче те усă курать.

Mercen Raşşej клавиатура çийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Mercen Raşşej» ЙЦУКЕН (Вырăс) сарăмĕнчен тунă чăваш сарăмĕ. Иккĕмĕш шай, аялти регистр
«Mercen Raşşej» ЙЦУКЕН (Вырăс) сарăмĕнчен тунă чăваш сарăмĕ. Иккĕмĕш шай, çӳлти регистр

ЙЦУКЕН (Вырăс) сарăмен чăваш аслатăвĕсен хушинче «Mercen Raşşej» сарăма асăнмалла. Ăна Viktor V. The Microsoft Keyboard Layout Creator программипе[7] ăсталанă. Унпа вырăс клавиатури çинче чăваш алфавичĕн паллисене сарăмăн иккĕмĕш шайринчи тата «ахаль выртакан» тӳмесемпе пичетлеме пулать. Windows 2000, Windows XP, Windows Vista çинче сарăм полхар сарăмĕсен йышне хутшăнать. Юлашки версийĕ — Mercen 11r[8].

«Chuvash Cyrillic» клавиатура çийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳкерчĕк:CvCyrill.jpg
Ikăruk-ăн «Chuvash Cyrillic» чăваш сарăмĕ. Пĕрремĕш шай, аялти регистр
Ӳкерчĕк:CvCyrill Shft.jpg
Ikăruk-ăн «Chuvash Cyrillic» чăваш сарăмĕ. Пĕрремĕш шай, çӳлти регистр
Ӳкерчĕк:CvCyrill AltGr.jpg
Ikăruk-ăн «Chuvash Cyrillic» чăваш сарăмĕ. Иккĕмĕш шай, аялти регистр
Ӳкерчĕк:CvCyrill ShftAltGr.jpg
Ikăruk-ăн «Chuvash Cyrillic» чăваш сарăмĕ. Иккĕмĕш шай, çӳлти регистр

2007 çулхи ака уйăхĕнче Ikăruk ЙЦУКЕН (Вырăс) комьютер никĕсĕпе чăваш сарăмне хатĕрленĕ. Хушма 4 чăваш сасă паллисене цифрăсен блокĕ çинче вырнаçтарнă. Эхер те Esa Anttikoski сарăмĕпе Н. А. Плотников тунă çĕнĕлетӳсем, Windows 2000, Windows XP, Windows Vista системиине вырнаçтарнă чухне ЙЦУКЕН (Вырăс) клавиатурин сарăмне улаштараççĕ пулсан, Ikărukăн сарăмĕ Клавиатурăн полхар сарăмĕсем йышнекĕрет. Полхар ушкăнне чăваш чĕлхи анăç-хунн турачĕн полхар ушкăнне кĕнипе суйланă.

Ikăruk сарăмĕн юлашки версийĕ «Chuvash Cyrillic» ятпа 2010 кăрлачра тухнă.

Jahat клавиатура çийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тутарстан фирми «Jahat» сĕннĕ сарăмра ЙЦУКЕН (Вырăс (Машинопись)) вырăс сарăмĕн чăваш «Ăă», «Ӗĕ», «Çç», «Ÿÿ» сасă паллисене чăваш тексчĕсенче сайра тĕл пулакан вырăс сасă паллисен «Жж» «Ёё» «Щщ» «Ъъ» вырăнĕсене панă. Çакна пула, «Жж» «Ёё» «Щщ» «Ъъ» сасă паллисене пичетлене чухне вырăс сарăмне куçмалла.

Компьютер çине Jahat сарăмне вырнаçтаракан проприетарлă программаăна Тутарстанри мĕнпур чăваш шкулĕсене лартса панă. Унпа Тутарстанра тухакан «Сувар» чăваш хаçачĕн редакцинче ĕçлеççĕ. Фирма Jahat хăйĕн сарăмне Шупашкарта кăтартнă, анчах та Чăваш çĕрĕнче ăна йышăнман.

Jahat чăваш сарăмĕн çитменлĕхĕсем:

  1. Ж ж, Ё ё, Щ щ, Ъ ъ сасă паллисем çукки;
  2. Ă ă, Ӗ ĕ, Ç ç, Ÿ ÿ сасă палисен символĕсен кодировки Юникод стандарчĕпе пĕр тан мар;

«Mercen Tĕnce» клавиатура çийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Mercen Tĕnce» чăваш сарăмĕ. Иккĕмĕш шай, аялти регистр
«Mercen Tĕnce» чăваш сарăмĕ. Иккĕмĕш шай, çӳлти регистр

«Mercen Tĕnce» сарăма Viktor V. Windows NT операци системисен çемьи валли The Microsoft Keyboard Layout Creator программин[9] никĕсĕпе тунă, вăл QWERTY латин сарăмĕн чăваш аслатăвĕ шутланать. ЧăвашЛат чăваш алфавичĕн сасă паллисемпе усă курма хатĕрленĕ. Ун йышне ЧăвашЛат алфавичĕн тата тата урăх тĕрĕк чĕлхисен алафавичĕсен, çаплах Мĕнпур тĕнчери фонетика ассоциацийĕ[10] транскрипцин символĕсем кĕреççĕ, вĕсене сарăмăн иккĕмĕш шайĕнче, çавăн пекех «ахаль выртакан тӳмесем» çинче, вырнаçтарнă. «Акăлчан (АПШ)» сарăмсен йышĕнче пулать. Юлашки версийĕ — Mercen 77t.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]