Контент патне куҫ

Чăваш сăмсахĕнчи çапăçу

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чăваш сăмсахĕнчи çапăçу
Тĕп хирĕçӳ: Йăрмакăн Çĕпĕр харçи

«Йăрмак Çĕпĕре пăхăнтарни», Суриков ĕçĕ
Вăхăт чӳк, 4, 1582
Вырăн Искер, Çĕпĕр
Тăшмансем
Çĕпĕр ханлăхĕ Дон касаклăхĕ
Çарпуçсем
Маметкул Ермак Тимофеевич
Енсен вăйĕсем
темиçе пин
Çухатнисем
паллă мар паллă мар

Чăваш сăмсахĕнчи çапăçуÇĕпĕр ханлăхĕн тĕп хули — Искер — çывăхĕнче 1582 çулхи юпан 23-мĕшĕнче Ермак Тимофеевич ертсе пынă касак тĕкĕрчĕ Кучум-хан майлă çĕпĕрсем хушшинчи çапăçу. Çапăçура Йăрмак экспедицийĕ çĕнтерет, çакăн хыççăн Çĕпĕр ханлăхĕн сĕмĕ пĕтсе пырать.

Умĕнхи ĕçсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хаяр Йăван астулра чухне Вырăс патшалăхĕ хăйĕн территорине анлăлатнă. Йăванăн Швецие тата Польшăна хирĕçле анăç харçисем ăнăçсăр пулаççĕ, çавăнпа та вăл Тухăçра çĕр туянма ĕмĕтленет. Хусана ӳкерсен нухай кнеçĕсем Йăвана Аçтăрхана илме чĕнеççĕ. 1555 ç. ун патне Çĕпĕрти Едигер кнеçĕн элчисем килсе вырăс пăхăнăвне кĕртме ыйтнă.

Çав вăхăтрах тутарсем Пермь çумĕнчи вырăс çĕрĕсене пĕрмаях тапăнкаланă. Çак çĕрсен харпăрçисем, патшаран çак пушă территорие ярса илме хут туяннă Строганов тăвансем, касаксенчен пулăшу ыйтнă. Строгановсем 540 çын таран касак ушкăнне тара тытнă.

1582 ç. авăнăн 1-мĕшĕнче Йăрмак экспедицийĕ Çĕпĕре харçăпа тухать. Кăшт каярах вĕсем çумне 300 çынлă ушкăн хутшăнать. Çапла, Çĕпĕр ханлăхне хирĕçле тухнă Йăрмак экспедицинче пине майлă çын пулнă. Строгановсем хăйсем вĕсене шалу, апат-çимĕç, тум-тир, тăлмачсене, çаплах, çав тери кирлине, çулăмпа перекен пăшал (пищальсене) партине панă.

Искер

Касаксем Кучумăн тĕп хулине пырас умĕн, Искерĕн хӳтлĕхĕсем хăрса кайнă та юрăхсăр пулса тăнă. Искере çĕр сăртне хăпартса хӳтĕленĕ, анчах вăл та пусăрăннă, йывăç хӳмесем анса ларнă, хăшĕсем çĕрнĕ. Кучум çарĕ кармана шанмасăр çыран хĕрринче тата ту умĕнче çапăçма шутланă. Кучум-хан хăйĕн маттур çарĕсене ӳкернĕ йывăçсем хыçне тăратнă. Çаплах вăл темиçе тупă лартать, анчах та çапăçура вĕсем пĕрре те переймеççĕ.

Тутарсем хӳтĕленсе ларса Йăрмак атакине кĕтме хатĕрленнĕ, кайран, касаксем çывхарсан чылай йышпа алă-алăн кĕрешме шухăшланă.

Касаксем, çыран патнелле çывхарса, çĕпĕрсене пеме тытăнаççĕ, çав хушăпа хăйсенне çыран çине кăлараççĕ. Тутарсем касаксене ухăран пеме пуçлаççĕ, каялла кимĕсем патне хăвалаççĕ. Касаксен тупписем пĕр канмасăр çулăмпа ăшаланă, анчах та пĕренесем хыçне пытаннă тутарсене нимле сиен те кӳреймен.

Маметкул, тутар çарĕн тĕп çарпуçĕ, йывăçен хӳтлĕхĕнче виççĕ хушă туса, вĕсем витĕр тухса касаксене атакăлама тапăч парать. Тутарсем çывхарсанах касаксем каре йĕркине тăрса, варрине пищальпе перекенсене тăратаççĕ. Çĕпĕрсен малта пыракан хантăсемпе мансисем (остяксемпе вогулсем) пĕрремĕш пенĕ хыççăнах çухалса каяççĕ те çапăçуран тухма васкаççĕ.

Тутарсем, малти йĕрте арпашу пусланнине пăхмасăрах, тапăнма чарăнмаççĕ те касаксене çити чупса çитеççĕ. Каре çавăрса çапас тесе вĕсем касаксемпе хутăшса кайса алăпа кĕрешме тытăнаççĕ. Анчах та касаксен пищалĕсем каре ăшĕнчен тутарсене ăшалама пăрахмаççĕ те пысăк ӳкĕм кӳреççĕ. Маметкул хăйĕн тавра юлашки юланутсене пуçтарать, касаксене пырса çапса çĕмĕресшĕн тăрăшать. Анчах та ăна ашкăн пульа лексе йĕнертен ӳкерет. Çавăн чухне пĕр касакĕ кăшт çеç тыткăна лекеймест. Тутарсем çав-çавах Маметкула туртса илеççĕ те кимĕпе илсе тухаççĕ.

Маметкул аманнипе çĕпĕрсен çарĕнче арпашу пуçланать. Паника хĕрсе каять, вара çĕпĕрсем пĕтĕмпех тарма пуçлаççĕ. Кучум ханĕ хăй, сăрт çинче çапăçăва сăнаканскер, Искер хулине хăварса тарать. Йăрмак тĕкĕртĕ тутарсене хăваламасть. Çĕр каçма вĕсем Атик-хулана кĕреççĕ. Темиçе кунтан çĕпĕрсен çарĕ пĕтĕмпех саланса каять.

Хыççăнхи ĕçсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Чăваш сăмсахĕ халĕ.

Çапăçура çĕнтереймесĕр, Кучум-хан хăйĕн шанăç тарçисемпе Барабин çеçенхирне тухса каять. Кучум тăмăрĕсем, остяк кнеçесем те, унран уйрăлса каяççĕ. Юпан 26-мĕшĕнче Искере касаксен тĕкĕртĕсем кĕреççĕ те анлă мĕнпур Çĕпĕр патшалахĕ кĕçех арканса каять. Унăн чылай çĕрĕ Мускав кнеçлĕхне кĕрет. Тимухха Йăрмаккин çĕнтерĕвĕ Çĕпĕр территорине мускав купсисем, усламçăсем тата тĕпчевçĕсем çитеççĕ, каярахпа пĕтĕм Çĕпĕрте вырăс влаçĕ сарăлать.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]