Чапак

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чапак

Чапак карп йышне кĕрекен пулă шутланать. Кĕлетки 35 сантиметртан иртмест, йывăрăшĕ 800 грама çитме пултарать. Ытларах чухне чапак 200-300 грамм таять. 20 çул таран пурăнма пултарать. Пĕтĕмшле илсен, кĕмĕл тĕслĕ пулă, çурăмĕ кăна симĕсрех. Çунаттисем çурăм çунаттисĕр пуçне сарăрах хĕрлĕ тĕслĕ.

Чапак вăлчине ака уйăхĕн вĕçĕнче сапма пуçлать.

Апата тиркекен пулă мар, анчах та ытларах пĕчĕк организмсемпе тата шыв курăкĕсемпе тăранать.

Чапака тытма вăлта çине 2-3 кăткă е шӳтернĕ тырă пĕрчисем тиреççĕ.