Шерпсем
Шерпсем | |
Тăван ячĕ | Шаркхомбо |
---|---|
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | |
Пурӗ: 155 пине яхăн Непал | |
Чĕлхе | шерп (кангпо) |
Тĕн | тибет буддизмĕ |
Расă тĕсĕ | монголоидсем |
Ше́рпсем, пĕр. хисепре шерп е шерпа (тиб. ཤར་བ་, вайли shar pa ‘тухăç çыннисем') — Тухăç Непалри, Джомолунгма тăвĕ таврашĕнче, çаплах Индире пурăнакан халăхлăх. Тăван ячĕ — шаркхомбо.
Пĕрлехи хыпарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Официаллă, юлашки 30 çул тапхăрĕнче шерпсен йышĕ питĕ ӳснĕ. Çапла, 1975 çулта вĕсен йышĕ 25 пине яхăн пулнă, 2001 çул тĕлнелле çак халăх йышĕ 154 622 çитнĕ.
Ытларахăшĕ Непалăн тухăç регионĕсенче пурăнать; хăшпĕррисем анăçарах, Ролвалинг (Rolwaling) айлăмĕнче тата Катмандуран çурçĕререх Хеламбура вырнаçнă. Непалри шерпсен чи авалхи ялĕ — Тенгбоче.
Шерпсен чĕлхи — кангпо — тибет-бирма чĕлхисен кăнтăр турачĕ йышне кĕрет; çапах та ытти Тибет чĕлхисенчен питĕ уйрăлса тăрать. Сăмахран, щаркхомбо пуплевĕшĕсене Лхасăри тибетçĕсем ăнланмаççĕ[1].
Шерпсем — вăтам ĕмерсенче Тĕп Гималай ту хысакĕнчен кăнтăралла куçса килнĕ тибетçĕсен еткерĕсем. ДНК анализĕпе, 23,4 ăру сыпăкĕ маларах шутланать. Шерпсемпе тибетçĕсене пĕрлехи «çӳллĕ туçи» генĕсем пĕрлештереççĕ[2].
Непалри шерпсен йăлари ĕçхĕлĕ — çĕр çинче тырпул çитĕнтересси (çĕрулми тата сĕлĕ), выльăх ĕрчетесси (яксем); унчен вĕсем Непалпа Тибет хушшинчи суту-илӳпе тупăш тунă. Индири ĕçĕ — суту-илӳ тата ту тăррисене йăтавçă-ертсе пыравçи пулса хăпарасси, унта вĕсене никам та ылмаштараймасть. Нумай шерп, паллах, çак хăрушлă ĕçре сарăмсăр/вăхăтсăр (юр-пăр айне пулнипе, травмăпа та чир-амакпа тертленнипе) вилет. Çав пĕтнĕ çынсене асăнса вездехода ят панă.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тахçан шерпсем юркăнсем шутланнă; пĕрремĕш хут Кхумбура тĕпленнĕ, кайран анăçалла тăвар турттаракан суту-илӳ çулĕсем тăрăх вырнаçнă. Хăйсен ăрăуран-ăрăва каласа панипе, тăватă ушкăн Солукхумбуран тĕрлĕ вăхăтра куçса кайнă, вĕсенчен шерпсен тăватă кланĕ чăмăртаннă: Минягпа, Тхимми, Сертава тата Чава. Малашне çак группăсем каллех пайланнă, паянкуна вара 20 ытла шерп кланĕ пур. 1840 яхăн шерп нĕселĕ Камран миграциленнĕ. Тен, Махаяна буддизм тĕнĕнчи хирĕçĕве пула XV - XVI ĕмĕрсенче шерпсем куçса кайнă. Мигрант-шерпсем Гималая çитиччен У-Цанг урлă каçнă">Sherpa, Lhakpa Norbu Through a Sherpa Window: Illustrated Guide to Sherpa Culture. — Kathmandu, Nepal: Vajra Publications, 2008. Архивированная копия..
1800-мĕш çулсенче Кхумбу шерпĕсем анчах йĕркеленнĕ Непал патшалăхĕнче автономие тивĕçнĕ. 1960-мĕш çулсенче Непалпа Китай хирĕçме тытăннă, вара Непал правительстви шерпсене аталанма пулăшнă. 1976 çулта Кхумбу наци паркĕ пулса тăнă, туризм экономикăра пысăк вырăн йышăннă.
Оппиц хыпарланипе (1968 ç.), шерпсен миграцийĕ тухăç Тибетри Кам регионĕнчен Непала юлашки 300—400 çулсем хушшинче пынă[3].
Тепĕр енчен, Гаутам (1994 ç.) каланипе, шерпсем Тибетрен 600 çул майнелле маларах Нангпа-Ла ту каççи урлă каçнă. Унăн шухăшĕпе, тухăç Тибетри Кам регионĕнчи çынсен ушкăнĕ — «Шьяр Кхамба» (тухăç Кам çыннисем) — «Шьяр Кхумбу» çĕрĕнче вырнаçнă. Вăхăт иртнĕсем «Шьяр Кхамбăра» пурăнакансене, шерпсем теме тытăннă[4]. 2001 çулта Непал этнографи музейĕ тĕпченипе, шерпсем тибет-непал чиккине каçнă мигрантсем мар, çавăн пекех хальхи Непал патшалăхĕ ун чухне пулман. Гималай регионне П. Н. Шах 1768 çулта пĕрлештернĕ хыççăн кăна шерпсен территорийĕ Непал короллĕхĕн пайĕ пулса тăнă. Авалхи тапхăртанах шерпсем, Кирптири урăх аборигенсем пекех (непалри йăхсем), Гималай регионĕнче вырантан вырăна выльăх-чĕрлĕх валли лайăх çаран шыраса, суту-илӳ çулĕсем çумĕнче куçса çӳренĕ[5].
Альпинизм
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шерпсем альпинизм ĕçĕнче питĕ пултаруллă, туçи вырăнĕсене аван пĕлеççĕ. Вĕсем Гималая малтанхи тĕпчевçĕсене никам та тăвайман пулăшу панă, çӳллĕ тăрăсем çинче, уйрăмах Джомолунгма çине хăпаракан экспедицисенче туçи ертӳçисем пулса тăрăшнă.
1953 çулта Тенцинг Норгей шерп Эдмунд Хиллари британ экспедицинчи çĕнĕ зеланд çыннипе Эверест тăррине хăпарнă пĕрремĕшсем пулнă. Профессионал-альпинист шерпсем темиçе хутчен те Эверест çине хăпарассипе историе кĕрсе юлнă[6].
Халĕ ютçĕр турисчĕсем тăтăшах «шерп» тесе Гималай экспедицине тара тытнă туçи ертӳçне е йăтавçă (портера), этносĕ çине пăхмасăрах, калаççĕ. Çавна пула «шерп» сăмахĕн сленгĕ кирек епле гида, экскурси ертӳçне, инструктора е туçи харçинчи çеç мар, урăх ситуацисенчи ертӳçе те палăртаççĕ[7].
Тĕн
[тӳрлет | кодне тӳрлет]93 % таран шерпсем — будда тĕпĕпе пурăнаççĕ, 6,26 % — индуистсем, 0,63 % — христиансем тата 0,20 % — Бон йăлине тытса пыраççĕ.
Буддизм чăнлавĕсенче каланипе, Тибетрен малтанхи мигрантсем тĕлĕнтермĕш Беюл айлăмсене е пытарăнчăк Шамбала çĕрне шырама тухса кайнă.
Шерпсем — тибет буддизмĕн Ньингма (е «Хĕрлĕ Çĕлĕксен») шкулĕн тăсăмçисем. Çак ĕнтĕ, чăнлавсене ĕненсен, Тибетре VIII ĕмĕрте Падмасамбхава (вăлах Гуру Ринпоче) йĕркеленĕ чи авалхи Будда тĕнĕн шкулĕ. Унăн никĕсĕнче — малтанхи будда ĕненĕвĕн (Бон тĕнĕн) тата шаманизм мистицизм элеменчĕсем. Тĕслĕхрен, шерпсем упранмашкăн пытарнă тĕн этепĕн пурлăхĕсем (терма) тата унчен асăннă Беюл айлăмĕсем пуррине ĕненеççĕ.
Халăх тумĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шерп арçынĕн тĕп тумтирĕ — чĕркуççирен аяла çити, вăрăм çанăллă халат («kitycow»). Тепĕр тăханмалли — «chhuba» — пилĕк тавра пусмаран тунă пиçиххи («kara»), çапла ĕнтĕ, пиçиххи хутаçĕ — «tolung» — пулать, унта пĕчĕкрех япаласене чиксе çӳреççĕ. Чхуба — хулăм çăмран килте тĕртсе тунă пусма; çаплах така/сурăх тирĕнчен хатĕрленĕ — «lokpa» — та пур. Чхуба пиçиххие чĕртавар шурă пурçăнран (bure) тĕртнĕ блуза (raatuk) тата шăлавар (kanam) çийĕн çыхаççĕ. Çиелтен жакет («tetung») тăхăнаççĕ.
Хĕрарăмсем йăла йĕркипе хулăм çамран çыхнă вăрăм (ура тупанне çитиех), вăрăм çанăллă платье — «tongkok» — тăхăнаççĕ. Çанăсăр платье те пур — «engi»; ăна блуза (raatuk) çийĕн ăшă çанталăк чухне тăхăнса çуреççĕ. Платье çине йăмăх ярăмлă фартук: мал енчен («metil») тата хыç енчен («gewe») уртса яраççĕ, вĕсене кĕмĕлпе хĕстернĕ пряжкăпа («kyetig») çыхăнтараççĕ.
Шерпсен тумĕ тибетçĕсен пекех.
Юлашки вăхăтра килте тĕртнĕ çăма та, пурçăна та мануфакура материалĕсем ылмаштарса пыраççĕ; нумай шерп халĕ анăç тумтирне йăлари вырăнне кăмăллаççĕ.
Кил-çурчĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шерпсем ялсенче çурт-йĕр тунă ĕçре пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Малтан çамрăк мăшăр упăшкин ашшĕ килĕнче пурăнать; ачасем çуралсан тăвăрлансан, уйрăм çурт хăпартма тытăнаççĕ. Кӳршĕсем вара апат-çимĕç параççĕ, ĕçлесе пулăшаççĕ.
Çуртсене пĕр-пĕринчен аякрарах лартаççĕ, хушшинче вара пахча тăваççĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Journée d'étude : Déserts. Y a-t-il des corrélations entre l'écosystème et le changement linguistique ? (фр.). Lacito.vjf.cnrs.fr. çăлкуçран архивланă 18 Пуш уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 8 March 2"012.
- ^ Ученые установили, что адаптироваться к жизни в горах тибетцам помогли гены шерпов — Газета.Ru | Наука.
- ^ Oppitz, Michael Geschichte furu und Sozialordnung der Sherpa, Teil 1. — Innsbrück and Munich, Germany: Universitäts-Verlag Wagner, 1968. — ISBN 978-3-7030-1039-2
- ^ Tapting Samaj Sewa. Tapting.org. Тĕрĕсленĕ 8 Пуш уйӑхӗн 2012.
- ^ Nepal Ethnographic Museum. Asia-planet.net. çăлкуçран архивланă 11 Пуш уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 8 Пуш уйӑхӗн 2012.
- ^ Александр Тимофеев Пока дышу, надеюсь: Восхождение на Эверест // Популярная механика : журнал. — 2009.
- ^ Educational Media and Technology Yearbook — Volume 36, Michael Orey, Stephanie A. Jones, Robert Maribe Branch, page 94 (2011), isbn=1461413044: «A Sherpa is traditionally a knowledgeable native who guides mountain climbers on their most difficult and risky ascents.» Buried in the Sky: The Extraordinary Story of the Sherpa Climbers, by Peter Zuckerman, Amanda Padoan, page 65 (2012), isbn=0393079880: "Lowlanders clutching the Lonely Planet guide are convinced they want to hire "a sherpa, « even if they don’t know what a Sherpa is…»
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- [Шерпы Шерпсем] — ПСЭ
- Everything about himali Sherpa Culture 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- Sherpa dictionary 2013 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.(акăлч.)
- Beyul Khumbu: The Sherpa and Sagarmatha (Mount Everest National Park and Buffer Zone, Nepal(акăлч.)
Тибет-бирма халăхĕсем |
|
---|---|
Тахçанхисем | |
Хальхисем |
Тибетçĕсем (çав шут. Байма • Цзяжун • Шерпсем) • Бирмансем (çав шут. Анкăл-бирмансем) • Ади • Ака • Акха • Апатани • Аракансем (çав шут. Камейн) • Ачансем • Балти • Бугун • Бхоти (çав шут. Бхутия • Нгалоп) • Гало • Гурунги • Дулуны • И • Каренсем (çав шут. Кая • Падаунг • Сго) • Кацо • Качинсем • Куки-чин (çав шут. Бней-Менаше • Мизо • Чин • Манипури • Кхамба • Лаху • Лаши • Лаяп • Лепча • Лимбу • Лису • Лоба • Лхоп • Магарсем • Мемба • Миджи • Монпа • Нага ( çав шут. Анал • Ангами • Ао • Ванчо • Коняьк • Суми • Лотха • Лиангмай • Мао • Нокте • Поумай • Ронгмей • Тангса) • Наси (çав шут. Мосо) • Нга • Неварсем • Ниши • Ну • Пуми • Раи • Согво-ариги • Тагинсем • Таманги • Туцзя • Фула • Хани • Цзино • Цян • Шарчоб |