Ширак
Ширак — пирĕн эрăччен VI ĕмĕрте пурăннă чаплă сакки паттăрĕ.
Пурнăçĕ, паттăрлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кир (пирĕн эрăччен 530 çулта) вилнĕ хыççăн та перссем çурçĕрти ирĕклĕ пурăнас текен халăхсем çине тапанма парахман. Ун чухне вĕсен патшалăхне Дарий I ертсе пынă. Пирĕн эрăченхи 525 çулта перссем Египета çĕнтерсе илнĕ хыççăн çурçĕр йăхĕсем çине тапанса кĕрет.
Çав вăхăтра Вăтам Азире саккисем, массакетсем, сăкăтсем тата ытти ирĕклĕ тӳрк йăхĕсем пурăннă. Ирĕклĕ йăхсем каллех тискер тăшмана хирĕç хаяррăн кĕрешме тытăнаççĕ. Полиен авалхи çыравçă çакăн çинчен питĕ кăсăк чăнлавсем хăварнă. Вăрçăра уйрăмах Ширак маттур çамрăк каччă чапа тухса хăйĕн ятне ĕмĕрлĕхе хăварнă.
Вăл сакки йăхĕнчен пулнă теççĕ. Тискер тăшман хăйсен çĕрĕ çине кĕрсе кайсассăн вăл хăйне анкарпа тем тĕрле чиксе амантса пĕтерет те юн юхтарса перссен тапăрне çитет, Дарийе курассине калать. Дарийпе калаçса вара вăл ăна хăй перссем майлă пулнине ĕнентерет, саккисем патне вăрттăн сукмаксемпе илсе кайма сăмах парать. Дарий вара çавăнтах çарпуçĕсене пысăк тĕкĕрт хатĕрлеме, сакки çамрăкĕ хыççăн кайма хушнă. Ширак тăшмансене шывсăр пушхире илсе çитерет, çĕтерсе ярать. Çав тамăк çăварĕнчен пĕр тăшман çăлăнаймасть. Анчах та чаплă йĕкĕт те çакăнтах паттăррăн пуçне хурать.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Полиен, «»
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», Шупашкар, 1996.
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|