Контент патне куҫ

Вăтам Ази

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Вăтам Ази (кивĕ ячĕ — Туркестан): 1) Физикăпа географи енчен Раççей Империйĕн, кайран СССРТĕп Азири патшалах пайĕ. Ун шутне плато Устюрт, Туран айлăмĕ, Тургай плато, Казах сăртлăхĕ, ту пайĕсем: Копетдаг, Памиро-Алай, Тянь-Шань, Джунгарский Алатау, Саур тата Тарбагатай кĕреççĕ.

2) Политикăпа географи шутĕнчен Вăтам Ази — Ӳспекстан, Киргизи, Туркменистан, Таджикистан Хăш чух Казахстана та хушаççĕ).

3) СССР-та «Вăтам Ази экономика районĕ» шутĕнче Ӳспек, Киргиз, Туркмен тата Таджик ССР-сем пулнă (Казах ССР-ĕ уйрăм экономика районĕ шутланнă).

Кăнтăрпа тухăçран Вăтам Азине тусем хупăрлаççĕ, çавăнпа Иранпа, Афганистанпа тата Китайпа çыхăнма йывăр пулать, ( Пакистанпа Инди патне тухма та çăмăл мар, Инди океанне те тухмалли çук).

Çутçанталăк

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Типĕ климатлă нумай территорине пушхирсем йышăнаççĕ. Нӳрĕксем туллă çĕрсенче çеç ӳкеççĕ. Тусенче юхакан шывĕсем Фергана улăхĕн, Выçлăх çеçенхирĕн çĕрĕсене шăварма çителĕклĕ, Каракум каналне тултараççĕ. Çав вăхăтрах шывпа хытă усă курни Арал тинĕсĕн шайне ӳкерсе пырать.

Вăтам Ази шывĕсем — Арал тинĕсне юхса кĕрекен Амударьяпа Сырдарья тата Балхаш кӳллине анакан Или юханшывсем.

Халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кунти 5 патшалăхра пĕтĕмпе 58,5 млн çын пурăнать (2004).

Чылайăшĕ — тӗрӗк чӗлхиллӗ халăхсем — ӳспексем, казахсем, кăркăссем, туркменсем, каракалпаксем, уйгурсем, çавăн пекех куçса килнĕ хусан тутарсем, Сталин вăхăтĕнче тытса куçарнă крым тутарĕсем. Таджиксем иран чĕлхисемллĕ ушкăна кĕреççĕ). Вырăссем те нумай. Çаплах нимĕçсем, корейсем, дунгансем пурăнаççĕ.

Тĕн енĕпе чылайăшĕ мусульмансем.

Шăрăх çанталăк тăнăран мамăк, пурçăн пуçтараççĕ, садпа пахча çимĕçĕсене çитĕнтереççĕ. Пушхирсенче сурăхсене, тĕвесене усраççĕ.

Çĕр айĕнчи управсем шутĕнче чи паллисем нефтьпе газ. Тĕслĕ металлсемпе те пуян.

Чукун çулсемпе Вăтам Ази патшалăхĕсем пĕр-пĕринпе тата Раççейпе çыхăнаççĕ. 1991 çулта Китайран, Казахстана (Дружба/Алашанькоу, Урумчи витĕр) чукун çул уçнă. Малашне Китая Киргизипе ( Кашгар урлă) çыхăнтарма шутласа хунă. 1996 çулта чукун çулпа Туркменистана Иранпа ( Теджен—Серахс—Мешхед йĕрĕпе) çыхăнтарнă. Чукун çул колейисем тĕрли те пăтăрмах кăларать (1524 мм малтанхи СССР территорийĕнче, 1435 мм Китайпа Иранра, 1676 мм Индипе Пакистанра). Каспи тинĕсĕ урлă, Амударья тата Сырдарья тăрăх (Казахстанра Иртышпа Урал тăрăх пăрахутсем шăваççĕ.

Автотрассăсем хума та плансем хатĕрлесе хунă.