Шупашкарăн кун-çулĕ
Шупашкар - чăвашсен паллă хули.
Хăш-пĕр тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, Шупаш тени чăваш сăмахран çаврăнса пулнă. Шупашкар тени чăваш карманĕ (крепоçĕ) тенине пĕлтерет имĕш. Ку шухăша чи малтан Н. Я. Марр академик, унтан Б. А. Серебренников, каярахпа пирĕн паллă тĕпчевçĕ В. Г. Егоров профессор каланă. Унсăр пуçне Шупашкар хулине Шупаш ятлă паттăр чăваш е чăваш кнеçĕ никĕслени çинчен каланă халап пур. Кун пек тĕслĕх, ял таврашне малтан килсе вырнаçнă çын ячĕпе парасси, Чăваш Енре питĕ сарăлнă. Ял, вырăн ячĕсене пăхса, авалхи хитре чăваш ячĕсене пайтах тупма пулать: Исампай, Тикеш, Катек... «Паш», «аш» сыпăксемпе вĕçленекен ятсем нумай тĕл пулаççĕ: Пăкаш, Муркаш, Штанаш, Юрпаш, Урпаш тата ытти ятсем. Магницкий çырса кăтартнă тĕне кĕричченхи чăваш ячĕсенче те ун пек ятсем пайтах. «Паш», «аш» сыпăксемпе вĕçленекен ятсем тата ытти халăхсен те пур. Акă, Кайьен Кавказра Супаш çырми, Супаш Лапамĕ пур. Кавказри тĕпчевçĕсем Супаш çырми çын ятĕнчен пулса кайнине палăртаççĕ. Супаш - Шупаш пекех илтĕнет. Шупаш евĕрле ятсем тӳрк йăхĕсен ĕлĕк нумай пулнă. Акă «Поэзия древних тюрков» кĕнекере çакна вулатпăр:
- Мне дали имя детское Шубуш,
- А взрослое мое - Кюмюль-огя.
Авалхи тĕрĕк чĕлхисенче ку сăмах мĕн пĕлтерни паллă: шу (тĕрĕкле - сӳ), çар тени пулать, паши (тĕрĕкле тата баши) пуçĕ тени пулать. Çапла вара, Шупашкар тени авалхи чĕлхерен хальхи чĕлхене куçарсан çарпуç хули тени пулать.
XVIII ĕмĕр вĕçĕнче Чăваш Енре чылай ĕçлесе пурăннă К. С. Милькевич та çак А. И. Свечин çырнă шухăшах çирĕплетет: «Город Чебоксары наименование свое получил, так как древние сих мест обитатели сказывают, от бывшей на оном месте в старинные времена чувашской деревне Шобаксар».
Вырăс хучĕсенче Шупашкара пĕрремĕш хут 1469 çулта асăннă, кунта Иван Рун ертсе пыракан вырăс çарĕсем чарăннине каланă. Ун чухнех Шупашкар вăйлă çирĕплетнĕ пĕр-пĕр мăрсан е турханăн карманĕ пулнă теме те май пур. 1552 çулта Хаяр Иван чăвашсем пулăшнипе Хусана илет. Вара чăвашсемпе калаçса татăлнине пăсса авалхи чăваш хулисене хăй çарĕсене тăратса тухма тытăнать. 1553 çулта Шупашкара та çар тăратать. Тепĕр икĕ çултан вара вырăссен çар хӳтлĕхне тума тытăнать. 1566 çулта кунта Троицки мăнастăре никĕслеççĕ, тем чухлĕ чиркӳ лартма тытăнаççĕ. Шупашкар вырăс колонизаторĕсен çирĕплетнĕ тапăрĕ пулса тăрать.
Шупашкарта пурăнакан чăвашсене вырăссем хуса кăларса хуларан 12 çухрăмра ялсемпе ларма ирĕк панă. В. Д. Дмитриев чăнласах та XVII-XVIII ĕмĕрсенче Шупашкар хулинчен 12 çухрăмра, анăçăрах, «Шебашкар» (Шупашкар) ятлă ял пулнине, каярахпа вăл Уйкас (Шарпаш), Варпуç тата Малти Ункăпуç ятлă ялсем çине пайланса кайнине çырать. Вĕсем халĕ пурте Шупашкар районĕнчи Вăрман-Çĕктер ял тăрăхне кĕреççĕ. Унсăр пуçне Шупашкар районĕнчех Шупашкаркасси ял та пур. Ку яла та Шупашкартан куçарса кăларнă чăвашсем пуçласа янă теме пулать. Хальхи Тутарстанра та Чăваш Шупашкар ялĕ пур. Унта Н. М. Охотников çуралса ӳснĕ. Çав яла та XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче Шупашкар хулинчен тарса тухнă чăвашсем пуçласа яни çинчен çырса илнĕ хайлавсем пур.
1606 çулта ирĕклĕхшĕн кĕрешĕве тухнă чăвашсем Шупашкар хӳтлĕхне çĕмĕрсе кĕрсе каяççĕ те Т. И. Есипов вăйпута вĕлереççĕ... 1609 çулта пăлхавçă-чăвашсем Шупашкар хӳтлĕхне тепре çунтарса яраççĕ, вĕсене ӳкĕтлеме тăнă Геласий игумена вара çӳллĕ турул тăрринчен шĕвĕр вĕçлĕ юпасем çине пуçхĕрлĕ ывăтаççĕ.
1912 çулта Хусанта пичетленсе тухнă «очерки по родиноведению» кĕнекере Шупашкар çинчен мĕн çырни питĕ кăсăк. «Но предание приписывает название речки и селения Чебоксар некоему Шабксару, чувашенину, по имени которого оне стали именоваться, — çырнă унта. — В 1557 г. здесь выстроена крепость и заселена стрельцами. Св. Гурий по дороге из Москвы в Казань в 1555 г. пристал к Чебоксарам, освятил основание для крепости и посада, этого третьяго русского города в покоренном крае. В 1601 г. по приказу Б. Годунова в Чебоксары была сослана теща Федора Никитича Романова, бабушка царя Михаила Федоровича, кн. Мария Шестунова, пострижена игумен основ. здесь Троицкого муж. монастыря Ионникием и заключена в существовавший уже в Чебоксарах Никольский ж. монастырь».
Шупашкарăн авалхи илемлĕ ӳкерчĕкĕ те упранса юлнă. Вăл 1660 çулхи хулана кăтартать. Ун чухне Шупашкар питĕ вăйлă, пур енчен те çирĕплетнĕ хула пулнă. Унта сахалтан та 8-10 турул пулнă. Хула варринче Троицки мăнастырĕ ... Ку ӳкерчĕк 1692 çулта Голланди çулçӳревçин Н. К. Витсенăн «Çурçĕрти тата Тухăçри Татарстан» кĕнекинче пичетленсе тухнă.
1774 çулта Чăваш Енри питĕ паллă пик Темей Охатерĕ ертсе пынипе чăвашсем Шупашкара туртса илнĕ те чан çапма тытăннă. Çакăн пек чăваш халăх ирĕклĕхĕшĕн кĕрешес ĕçре Шупашкар пысăк вырăн йышăннă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |