Шупашкар каçĕсем
- Çакна Шупашкарăн лăпкă каçĕсем юрăпа пăтраштармалла мар
Шупашкар каçĕсем | |
Юрă | |
---|---|
Жанр | лирикăллă юрри |
альбомĕн трек-лисчĕ | |
- |
Шупашкар каçĕсем — XX ĕмĕр варринче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Григорий Хирпÿ композитор Александр Галкин сăввипе çырнă.
Григорий Хирпÿ — РСФСР халăх артисчĕ (1974).
Александр Галкин — Чăваш республикин халăх поэчĕ (1997)
Юррăн сăвви
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Шупашкар каçĕсем
Анлă Атăл çине
Уйăх кĕмĕл сапсан,
Шупашкар ытамне
Кăн-кăвак каç анать шăвăнса.
Хушса юрламалли:
Шупашкар каçĕсем,
Юмахри пек каçсем,
Ах!
Ах ăçта-ши тата
Ах ăçта-ши тата пур вĕсем?
Савăнаççĕ яшсем,
Йăл кулаççĕ куçсем...
Каччисен çумĕнче
Акăшсем пек çÿреççĕ хĕрсем.
Хушса юрламалли:
Садсенчи шăпчăксен
Пит хитре юррисем:
Чунсене çĕклесе
Çуратаççĕ хĕрÿ туйăмсем
Хушса юрламалли:
Тÿпере çăлтăрсем,
Çĕр çинче çăлтăрсем
Ĕмĕрне те асран
Каяс çук Шупашкар каçĕсем.
Кашни куплетри юлашки икĕ йĕркине икшер хут юрламалла.
Юррăн кĕвии
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Григорий Хирпÿ — РСФСР халăх артисчĕ (1974).
Юррăн кунçулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку юрă пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |