Контент патне куҫ

Ылтăн çĕрĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ылтăн çĕрĕ - Вăтам Раççейри çулçӳревçĕсен паллă маршручĕ. Тăршшĕ - 1 пин ытла çухрăм. Ылтăн çĕрре виçĕ пая уйăраççĕ:

Ылтăн çĕмĕ çул йышне кĕрекен хуласен шучĕ сарăлса пырать. Паян ку çулăн "тĕп хули", "карти" - Улатимĕр.

Никĕслени кун-çулĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1960-мĕш çулсемче Пĕтĕм Раççейри культура тата истори палăкĕсен управ пĕрлĕхĕн ( ВООПИК ) çулçӳревçĕсен çĕнĕ çулне йĕркелеме шутланă. Вăтам Раççейре кивелнĕ çуртсемпе палăксене çĕнĕлетми пысăк ĕçĕ пуçланă.

Паллă вырăнсем, палăксем, çурт-йĕр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Троица Сергий лаври
  • Улатимĕр : Успени соборĕ ( 1158 ), Дмитриевски собор ( 1194 ), Ылтăн хапха (1158), Улатимĕр хулана никĕслени 850 çул тултарни палăкĕ (1960), Троица чиркĕвĕ

(1740), А. Невскин палăкĕ;

  • Суздаль: Турă Амăшĕн Çуралнин Соборĕ (1222), Архиерей керменĕ (15 ĕмĕр);
  • Сергий Посачĕ: Троица Сергий лаври;
  • Ростов: Кремль;
  • Углич: Дмитри "юн çинче" чиркӳ (1683), Алекçей мӑнастирĕ (1371);
  • Ярославль: Иоанн Златоуст чиркĕвĕ (1649), Турă Çуралнин чиркĕвĕ, Н.А.Некрасов палăкĕ (1958);
  • Кострома : Ипати мӑнастирĕ ( 1435 ), Илле Пӑрарук чиркĕвĕ, Иван Сусанин палăкĕ (1967).

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]