Ылттăнчеч
Курӑнакан калӑплав
Ылттăнчеч — чăвашсен XIII ĕмĕрти чаплă хĕрĕ-паттăрĕ.
Пурнăçĕ, ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ылттăнчеч — Ылттăнпикĕн хĕрĕ. Ашшĕ ăна Пачмана качча парать. 1236 çулта монголсем Атăлçи Пăлхарăн Пӳлер хулине çĕмĕрсе тăксассăн Пачманпа Ылттăнчеч ертсе пыракан çарсем Шукăль хулинче çирĕпленсе лараççĕ. 1237 çулта урса кайнă тăшмансем Шукаль хулине çунтарса яраççĕ. Пачман паттăррăн çапăçса вилсен те, Ылттăнчеч пăлхар-чăвашсен кĕрешĕвне малалла ерте пырать. Эткерĕсем çапăçура пуçĕсене хунă хыççăн, тăшмансен аллине лекес мар тесе Ылттăнчеч Урал тăвĕн хăвăлĕнче хăйĕн çине чулсем ӳкерсе айне пулса вилет.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ăста Наçтук, «Ылттăнпик», эпос.
- Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
- Николаев В.В., «История предков чувашей. XXX в. до н.э. – XV в.н. э.»
- Джувейни, «Тарих-и Джаханкушай»
- Тизенгаузен В.Г., «Сборник материалов, относящихся к истории Золотой Орды», 1941.
- Рашид-Эд-дин, «Сборник летописей», 1960.
- Фатых Урманчеев, «Героический эпос татарского народа».
- Фаргат Булгари,
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», 1996, Шупашкар.