Ăста Наçтук
Курӑнакан калӑплав
| Ăста Наçтук | |
| Çуралнă вырăн: | Карапай Шăмăршă ялĕ, Шăмăршă районĕ Чăваш АССР, РСФСР |
|---|---|
| Вилнĕ вырăн: | Чăваш Ен, Раççей |
| Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш çыравçи тата юрăçи |
| Жанр: | поэзи, юрă |
| Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Ăста Наçтук — чăвашсен паллă сăвăçи-юрăçи. Вăл хальхи Шăмăршă районне кĕрекен Карапай Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Наçтук тăхăрвунă икĕ çула çитиччен пурăннă.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ӳссе çитсен Наçтук Сăкăта качча тухать. Виçĕ хĕр тата пĕр ывăл çуратса ӳстерет. Унăн упăшки Илюш 1921 çулхи выçлăхра лава кайсан вилет.
Ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ăста Наçтук тăван халăх валли упраса хăварнă чи пысăк пурлăхсем — "Çичĕ пике-элтти" тата "Ылттăнпик" ятлă авалхи чăвашсен питĕ чаплă эпосĕсем. "Ылттăнпик" XIII ĕмĕрти чăваш патши çинчен хайланă эпос. "Çичĕ пике-элтти" XVI ĕмĕрти философилле этикăлла юрăсен пысăк çаври. Çак эпоссене чи малтан "Вучах" хаçатра пичетленĕ. Унăн юррисем Тĕпчев институтĕнче упранаççĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Юхма Мишши, "Авалхи чăвашсем", 1996, Шупашкар.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]| Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
| Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
