Платонов Анатолий Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Анатолий Платонов
Çуралнă чухнехи ят Анатолий Иванович Платонов
Çуралнă вăхăт 1952, чӳк, 16
Çуралнă вырăн Хирлеппуç Мĕлĕш ялĕ, Элĕк районĕ, РСФСР, ССРП
Гражданлăх ССРП РФ

Платонов Анатолий Иванович (16.11.1952, Хирлеппуç Мĕлĕш ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Ен, РСФСР, ССРП çур.) — Элĕк районĕн тĕп пульницин тĕп тухтăрĕ (1983-2005/2010-2012)[1], Элĕк районĕн администраци пуçлăхĕ (2005-2010). Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1952 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Хирлеппуç Мĕлĕш ялĕнче çуралнă.

1969-1972 çулсенче Шупашкарти медицина училищинче вĕреннĕ. 1972 çулта Элĕк районĕн тĕп пульницинче хăвăрт пулăшу пайне фельдшер пулса ĕçлеме кĕрет.

1972-1974 çулсенче Анатолий Платонов çарта хĕсметре тăрать. Салтакран таврăнсан, 1974 çулта Элĕк районĕн тĕп пульницин хăвăрт пулăшу пайĕнче фельдшер ĕç вырăнĕнче тăрăшать.

1974-1980 çулсенче Анатолий Иванович Чулхулари медицина институтĕнче аслă пĕлӳ пухать. 1975-1980 çулсенче — Горький облĕçтăвкомăн Шалти Ӗçсен Пайĕн вутшартан сыхлакан уйрăмĕнче хĕсметре тăрать.

Çамрăк тухтăр 1980-1981 çулсенче Çĕнĕ Шупашкар хулин пульницинче интернатурăра хирург пулса ĕçлет.

Элĕк районĕн тĕп пульницине Платонов А. И. 1981 çулта таврăнать, хирург ĕçне пикенет. 1982 çулта ăна Элĕк районĕн тĕп пульницин хирурги уйрăмĕн ертӳçи пулма сĕнеççĕ. 1982-1983 çулсенчех вăл — тĕп врачăн сиплев ĕçĕсен çумĕ пулса тăрăшать.

1983-2005 çулсенче — «Элĕк районĕн тĕп пульници» МССУн тĕп тухтăрĕ ятне тивĕçет.

Н. В. Фёдоров сĕннипе А. И. Платонова 2005 çулхи чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕ Элĕк районĕн администраци пуçлăхĕ пулма суйлаççĕ.

2010, пуш уйăхĕнче Элĕк районĕн администратинчен ĕçрен тухнипе «Элĕк районĕн тĕп пульници» МССУн тĕп тухтăрĕ вырăнне йышăнать.

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ.
  • Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • "Аликовскому району 75 лет. Очерки и материалы по истории района", под ред. Л. А. Ефимова, Шупашкар, 2002.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]