Эльзас эрехĕсем
Эльзас эрехĕсем - Францири Эльзас енре тунă эрехсем. Эльзас (фр. Alsace) - Францин чи çурçĕр енчи эрехтăвакан енĕ. Рейн юханшывăн сулахай çыранĕнче, çурçĕртен кăнтăралла 113 çухрăма тăсăлнă. Паянхи кунсенче 15 600 гектарта 4 600 ытла хуçалăх иçĕм ӳстерет. Ытларах Эльзасра шурă эрехсене тăваççĕ (90 %).Вăтам кăтару - яхăн 150 миллион эрех кĕленчесем (0,75л) çулта тăваççĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]900-мĕш çулхи документра "Эльзас енче 160 ытла лаптăкĕсемче иçĕм ӳстереççĕ" тенĕ. XVI ĕмĕрте Эльзасри эрехсем Европара чи паха шута кĕнĕ.Эльзасра эрех хисеплĕхĕпе иккĕмĕш вырăнта пулнă (Бордо ен хыççăн). 1618-1648 "Вăтăр çулли вăрçă"-нумай иçĕм лаптăкĕсене çĕмĕрсе хунă. 1868 çулта филлоксера килсе питĕ пысăк иçĕм лаптăкĕ пăсса хучĕ.Çавăнпа 1950 çулта Эльзас енре яхăн 9 500 гектарсемче кăна иçĕм хули ӳстернĕ. 1972 çулта Schlossberg -иçĕм лаптăкĕ gĕhhtvĕi Гранд Крю палли илет.
Эльзас эрехĕсен классификацийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Эльзасри эрехсем виççĕ апелласьонпа тухаççĕ:
- 1962 çултан: AOC Alsace e Vin d'Alsace ( 1962 çултанпа ) - 74 % тăваççĕ ;
- 1976 çултан: AOC Alsace Cremant - шампань меслечĕпе тунă чашкă эрехсем (22%).Пинă Блан,Пинă Гри,Пинă Нуар,Оксерруа,Рислинг тата Шардоне сорчĕсем усă курма юрать;
- 1975 çултан: AOC Alsace Grand Cru - чи лайăххи эрехсем (4%).1983 çулта яхăн 35 иçĕм лаптăксем Grand Cru статусĕ илнĕ.2011 çулта 51 Grand Cru.
Grand Cru ячĕ | иçĕм сорчĕсем | Grand Cru ячĕ | иçĕм сорчĕсем | |
---|---|---|---|---|
Geisberg | Рислинг | Mandelberg | Гевюрцтраминер,Пинă Гри | |
Rangen | Рислинг | Brudertal | Гевюрцтраминер,Рислинг | |
Kanzlerberg | Рислинг,Гевюрцтраминер | Kirchberg | Мускат,Рислинг | |
Sporen | Гевюрцтраминер,Пинă Гри | Sonnenglanz | Гевюрцтраминер,Пинă Гри | |
Muenchberg | Рислинг | Spiegel | Гевюрцтраминер,Мускат,Рислинг | |
Zotzenberg | Гевюрцтраминер,Рислинг,Сильванер | Ollwiller | Рислинг,Гевюрцтраминер |
Иçĕм çырла сорчĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Эльзас енре иçĕм тухăçлăхĕ: 55 гл/га (Гранд Крю)-80 гл/га (Креман д'Эльзас).
- Шурă иçĕмсем:
- "Чаплă иçĕм çырла сорчĕсем"(пĕтĕм енре пайĕ,%): Рислинг (21.8%), Гевюрцтраминер (19.2%), Пинă Гри ( Сăрă Пинă ) (15.3%), Пино блан ( Шурă Пинă ) (21.2%),Мускат (Мускат Оттонель тата Вĕтĕ çырлалă Мускат ) (2.3%), Сильванер ( 2001 çултанпа) (7.9%);
- "Ӳнер иçĕм çырла сорчĕсем" : Клефнер, Шардоне.
- Хура иçĕмсем : Пинă Нуар ( Хурă Пинă ) (9.9%).
Эрех уявсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çурла:
- Гевюрцтраминер уявĕ (Бергем хулинче)
- Эрех ярмăркки (Кольмар хулинче)
- Юпа:
- Иçĕм çырла пуçтарни уявĕ (Бар тата Оберн хуласенче)
- Çамрăк эрех уявĕ (Эгисем хулинче)
Ăнаçуллă çулсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Эльзас енре иçĕм çырли пиçме аван çанталăклă çулсем : 1967,1970,1971,1979,1981,1982,1985,1988,1993,1994.
Паллă эрехтăвакансем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]6 пин ытла эрехтăвакансенчен чи пысăк, чи паллă эрехтăвакансем: Domaine Bott-Geyl, Seppi Landman, Domaine Weinbach, Domaine Schoffit, Rene Mure, Domaines Schlumberger, Maison-Trimbach, Eari Albert Boxler, Valentin-Zusslin т.ыт. Паха эльзасри эрехтăвакансем "Сэнт-Этьен Пĕрлешӳ" ( ним. Die Bruderschaft Saint-Etienne,фр. Confrerie Saint-Etienne ) никĕсленĕ.Пĕрлешӳ чаплă эрехсене "Sigille de Qualite" палли парать.
Суту-илӳ йĕрки
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 2011 çулта 140 миллион Эльзас эрехĕ сутнă: 75 % Францире, 25 % тĕнчере:Европа (19%),Канада(1,5%),АПШ (1%) тата Ази (1%).
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Франци эрехĕ пирки сайт
- Эльзасри эрехсем
- Эльзасри эрех çулĕ 2012 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
- эльзасри Гранд Крю лаптăкĕсем 2015 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.