Треббьяно
Курӑнакан калӑплав
(Юни блан ҫинчен куҫарнӑ)
Треббьяно - шурă та шупкă хĕрлĕ (сайра) иçĕм сорчĕ. Тăван çĕрĕ: Итали.
Урăх ячĕсем : Lugana, Turibano, Rossola, Rossetto, Trebbianello, Perugino, Buzzetto, Spoletino, Albano, Procanico, Santoro, Bobbiano, Ugni blanc, Clairette ronde, Clairette rose, Clairette de Vence, Gredelin, Muscadet Aigre, White Shiraz, White Hermitage.
Треббьяно - пысăк тухăçлă авалхи сорт: 1302-мĕш çултанпа паллă шутланать. Францире Бордо енре Треббьяно (фр. Юни блан) иçĕм сорчĕпа Осель ялхуçалăх лабораторинче (Lycee agricole de l'Oisellerie) тĕпчев тăваççĕ. Треббьяно пысăк тухăçлă сорчĕ - пĕр гектартан 100-200 гл иçĕм çырлин сĕтĕкĕ пулать.
Сарăлни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Треббьяно анлăн сарăлнă сорт:
- Итали (96 000 га):
- Францире (кунта Треббьяно Юни блан ячĕпе паллă) - чи пысăк лаптăкĕ йышăннă шурă сорт: 83 800 га яхăн;
- Коньяк тата Арманьяк тăрăхĕсенче Юни блан - тĕп иçĕм сорчĕ;
- Прованс тата Лангедок-Русийон: апатлану эрехĕсем.