Юркки Иван Дмитриевич
Курӑнакан калӑплав
- Ку çынна Юркин Иван Николаевичпа ан пăтраштарăр
Иван Юркки | |
Юркки Иван Дмитриевич | |
Çуралнă чухнехи ят | Никитин Иван Дмитриевич |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1881 çулхи çĕртмен 29-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн | Купăрля, хальхи Муркаш районĕ, Чăваш Ен) |
Вилнĕ вăхăт | 1948 çулхи юпан 28-мĕшĕ |
Вилнĕ вырăн | Шупашкар хули |
Гражданлăх | Раççей империйĕ, РСФСР, СССР |
Ашшĕ | Дмитрий Никитич |
Мӑшӑрӗ | Людмила Петровна |
Юркки Иван Дмитриевич (Юркки Иванĕ, чăн ят Никитин Иван Дмитриевич, 29.06.1881, Купăрля–28.10.1948, Шупашкар) — публицист тата фольклориист. Чăваш вулаканĕсене пуринчен малтан (1926) Н.Я.Бичурин çинчен çырса кăтартнă.
Вăл — Н.В.Никольскийĕн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ (вĕсен ашшĕсем пĕртăван).
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Иван Дмитриевич Юркки 1981-мĕш çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче Хусан кĕпернинчи Етĕрне уесĕнчи Купăрля ялĕнче (халь Чăваш республикинчи Муркаш районне кĕрет) çуралса ÿснĕ.
"Юркки" текен псевдонима 1908-мĕш çултан тухнă кĕнекин хуплашки синчех палăртнă. Чăн та, орфографийĕнче пĕр к çеç, анчах чăвашла ун пек çыраймастан, икĕ кк кирлĕ.
Ăçта вĕренни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шăматри приххут шкулĕ
- Шупашкарти тĕн вĕрентĕшĕ
- Хусанти тĕн семинарийĕ
- Хусан университечĕ (1907-1908, вĕренсе пĕтермен)
Ăçта ĕçлени
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сăваплăхçă тата вĕрентевçĕ
- Чăваш Ен Кĕнеке палатинче классификатор
- Шупашкарти типографире корректор (1932-1945)
- Шупашкарти тĕпчев институтĕнче архивист (1945-1948)
Кун çути курнă ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кунсерен çырса пынисем (1905-мĕш çултан пуçласа). Хăшпĕр сыпăкĕсем пичетленсе тухнă, тепĕр пайĕ алçыру халлĕн упранать.
- «Песни чуваш Ядринского и соседних уездов», Хусан, 1908.
- «Чол йоба» (?)
- «Пузырь» (?)
- «Киттайра пурăннă Шупашкар ҫынни» [Н.Я. Бичурин çинчен], «Канаш» хаçат, февраль, 5, 1926.
- «Ачасен юмаххисем» . Шупашкар, 1936
- «М.Ф. Фёдоров». Шупашкар, 1946
И.Д.Юркки куçарнă кĕнекесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Л. Кассиль, «Буденыши», 1936
- В. Бианки, «Где раки зимуют»
- Х.-Г. Андерсен, «Сказки», (1936) .
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пантелеймонов, Н. Çутта, ырлăха ăнтăлма пулăшнă / Н. Пантелеймонов // Хыпар. – 2001. – 3 çурла.
- Юмарт, Г. Нимери пек пĕрлешсе : И. Д. Никитин (Юркки) çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май / Г. Юмарт // Коммунизм ялавĕ. – 1981. – 1 июля.
- Никитин Иван Дмитриевич // Моргаушский район : краткая энциклопедия – Чебоксары, 2002. – С. 99.
- Трофимов, Г.Ф. Никитин Иван Дмитриевич (Юркки) / Г.Ф. Трофимов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 293.
- Юмарт, Г.Ф. Никитин (Юркки) Иван Дмитриевич / Г.Ф. Юмарт // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 228 и др.
- Георгиева, Н. Халăх сăмахлăх управçи : [публицист, фольклорист этнограф Юркка Иванĕ (Иван Никитин) çуралнăранпа 130 çул çитни çинчен] / Н. Георгиева // Хыпар. – 2011. – 9 утă. – С. 5. – (Культура : хушма кăларăм / кăларăма Надежда Смирнова хатĕрленĕ ; № 11).
- Кириллов, Г. «Тĕрĕссине çырма тăрăшрăм...» / Г. Кириллов // Чăваш хĕрарăмĕ. – 2010. – 19-25 çĕртме (№ 24). – С. 10.
- Юркки Иванĕ // Революцичченхи чăваш литератури : [текстсем]. – Шупашкар, 1988. – II том, I кĕнеке. – С. 147.
- Юркки Иванĕ (1881-1948) // Чăваш сăмахлăхĕ : 10-мĕш класăн вĕрентÿпе вулав кĕнеки. – Шупашкар, 1996. – II пайĕ. – С. 47.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Новости » Обзор книжной выставки «Халӑхра манӑҫми ячӗ», посвященная исследователю истории, культуры, и традиций чувашского народа Юркки Иванĕ
- Капитонова И.,Собиратель чувашского фольклора (К 130-летию со дня рождения Юркки Иванĕ)
- Исследователи чувашского языка : Никитин Иван Дмитриевич (Юркки Иванĕ) — Культурное наследие Чувашии.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Категорисем:
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы, использующие расширение JsonConfig
- Википедия:Статьи с оригиналом имени без шаблона lang-XX
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Википедия:Статьи без изображений (тип: тăнлă çын)
- Публицистсем, алфавитпа
- Пайăр çынсем:Чăваш Ен
- Пĕрлĕх ĕçченĕсем
- Раççей публицисчĕсем
- 1881 çулта çуралнисем
- Çĕртмен 29-мĕшĕнче çуралнисем
- 1948 çулта вилнисем
- Юпан 28-мĕшĕнче вилнисем