Юхвитов Петр Сергеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Петр Сергеевич Юхвитов
Çуралнă вăхăт 1918 çул, юпа, 1
Çуралнă вырăн Хурăнвар ялĕ, Çĕпрел районĕ
Тутар АССР, РСФСР
Вилнĕ вăхăт 1944 çул, çурла, 12
Вилнĕ вырăн Коростенька ялĕ ҫывӑхӗнче, Украина
Пăхăнулăх СССР
Çар ăрачĕ пехота
Хĕсмет çулĕсем 1939-1944
Хисеп
Аслă лейтенант
Аслă лейтенант
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ Александр Невский орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Петр Сергеевич Юхвитов (1918 çул, юпа, 1, Хурăнвар ялĕ, Çĕпрел районĕ
Тутарстан, РСФСР1944 çул, çурла, 12, Коростенька ялĕ ҫывӑхӗнче, Украина) — Совет Союзĕн Паттăрĕ.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăл 1918 çулта юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Тутарстанăн Çĕпрел районĕчи Хурăнвар ялĕнче çуралнă.

Патăръел педагогика училищинчен вĕренсе тухнă (1937). Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине 1943 ҫултан хутшăннă. Рота командирĕ пулса çапăçнă. 1944 çулхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Коростенька ялĕ патĕнче хăйĕн ротипе нимĕçсен батальонне тылран пырса çапăçу пуçланă. Тăшмана вăйсăрлатса хупăрланă, 47 салтака пĕтернĕ, 19 салтакпа 2 офицера тыткăна илнĕ. Çав майпах 521-мĕш сăрта ярса илнĕ.

1944 çулхи çурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Украинӑн Ивано-Франковск облаçĕнчи Коростеньки ялӗ патӗнче хĕрӳ çапăçура Юхвитов паттăррăн пуçне хунă.

Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ.

Украинӑри Ивано-Франков облаçĕчи Бурштын поселокра пытарнӑ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Батыревская энциклопедия. – Чебоксары, 2005. – С. 275.
  • Совет Союзӗн Геройӗ : [Петр Юхвитов ҫинчен] // Хыпар. – 2013. – 21авӑн. – С. 4 : портр.
  • Михайлов, В. М. Юхвитов Петр Сергеевич / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 699.
  • Юхвитов Петр Сергеевич // Наши земляки – Герои Советского Союза. – Чебоксары, 1980. – С. 508.
  • Юхвитов Петр Сергеевич // Чуваши Татарстана = Тутарстан чăвашĕсем : [кн.-альбом]. – Чебоксары, 2006. – C. 415.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

 Юхвитов Петр Сергеевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче


Культурное наследие Чувашии

Ҫулталӑк кӗнеки=Книга года 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.

Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.