Нестер Янкас
Нестер Янкас | |
Çуралнă вăхăт: | Пуш, 5, 1909 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Янкас ялĕ, Етĕрне уесĕ (халĕ Красноармейски районĕ, Чăваш Ен), Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | Авăн, 5, 1942 |
Вилнĕ вырăн: | анат тагил тĕрми, Анат Тагил, РСФСР, ССРП |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш прозăçĕ, сăвăçĕ, тăлмачĕ |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Нестер Кириллович Янкас — чăваш прозăçи, сăвăçи[1][2]
1934 çултанпа СССР ÇП пайташĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Нестер Кириллович 1909 çулта пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче (кивӗ стильпе нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче) Етĕрне уесне кĕрекен Янкас ялĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă.
Малтан пуçламăш шкулта, унтан Упири ултă çул вĕренмелли шкулта, каярахпа Çĕрпӳри икĕ сыпăклă шкулта вĕреннĕ. 1928 çулта Шупашкарти типографи çумĕнчи фабрикăпа-завод шкулĕнчен (ФЗО) вĕренсе тухнă, типографире наборщикре ĕçлеме тытăннă.
1930 çулта «Сунтал» журнал редакцине куçнă. 1932 çулта вăл Самар хулине куçса кайнă, унта типографире кĕнеке калăплакан редакторта ĕçленĕ. Вăтам Атăл крайĕнче чăвашла тухса тăнă «Колхозник» хаçат редакцийĕ çумĕнчи литература пĕрлешĕвĕн ĕçне хастар хутшăннă. 1934 çултанпа поэт Чăваш АССР кĕнеке издательствинче кĕнеке калăплакан редактор пулнă, унтан «Сунтал» журнал редакцийĕн яваплă секретарĕнче ĕçленĕ.
1928 çултан пичете тухнă. 30-мĕш çулсен вĕçĕнче Нестер Янкаса репрессиленĕ. Сăвăçăн кун-çулĕ Анат Тагил хулин сивĕ тĕрминче 1942-мĕш çулхи авăн 5-мĕшĕнче вăхăтсăр татăлнă.
Ӳнер пултарулăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Н. Янкас литература ĕçне 1928 çулта хастар кӳлĕннĕ. Вăл калавсемпе очерксем те çырнă, тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла куçарнă. Ăна 1934 çулта СССР Çы равçисен Пĕрлешĕвне хутшăннă. Унăн паллăрах кĕнекисем: «Ирхи йĕрсем» (1931), «Сăвăсем» (1935, 1939), «Парне» (1940), «Иккĕмĕш парне» (1941), «Катя» (1958), «Лирика»(1961).
Кĕнекесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Сăвăсем", 1930 ç.
- "Викторпа шăнкăрч", 1931 ç.
- "Ирхи йĕрсем", 1931 ç.
- "Кĕркунне", 1935 ç.
- "Çул çинче", 1938 ç.
- "Чăваш поэзийĕн анталогийĕ", 1939 ç.
- "Ӗç кĕввисем", 1940 ç.
- "Парне", 1940 ç.
- "Михаç", 1940 ç.
- "Иккĕмĕш парне", 1941 ç.
- "Катя", 1958 ç.
- "Лирика", 1961 ç.
- "Телейлĕ çул", 1985 ç.
- "Улăх кĕвви", 1991 ç.
- "Халал", 1999 ç.
Куçарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- А.С.Пушкин "Чаадаева"
- А.С.Пушкин "Ял"
- А.С.Пушкин "Тĕрме çынни"
- А.С.Пушкин "Хĕллехи каç"
- А.С.Пушкин "Хĕллехи ир"
- А.С.Пушкин "Хĕллехи çул"
- А.С.Пушкин "Палăк"
- А.С.Пушкин "Кайăк"
- А.С.Пушкин "Шăпчăкпа куккук" (пурĕ 18 сăвă).
- А.С.Пушкин "Хыт кукар рыцарь" трагеди
- М.Ю.Лермонтов "Тамань"
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Чăваш литературин антологийĕ», хатĕрлекенсем: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .
- Васильев, П. Нестер Янкаса асанса / П. Васильев // Ял пурнace (Красноармейски р–нe). – 1999. –15 юпа.
- Давыдов–Анатри, В. “Мана тaшмăн тесе айăплаccă“ / В. Давыдов–Анатри // Ялав. – 1989. – № 2. – С. 18.
- Давыдов–Анатри, В. Янкас кaмaлĕ // Давыдов–Анатри, В. Юлташсемпе юнашар / В. Давыдов–Анатри. – Шупашкар, 1981. – С.77–78.
- Eфимов, Г. Хыçсăмах / Г. Eфимов // Янкас, Н. Телейлe cул : сaвaсемпе калавсем / Н. Янкас. – Шупашкар, 1985. – С. 80.
- Кириллов, Г. К. Асăмри Нестер пичче / Г. К. Кириллов // Ялав. – 1989. – № 12. – С. 26–27.
- Матросов, И. Айăплама сăлтав пулман / И. Матросов // Ялав. – 1991. – № 1. – С. 22–23.
- Никитин, E. Нестер Янкас – хамăркас / E. Никитин // Ялав. – 1992. – № 3.– С. 19.
- Паллă çынсем Н. Янкас çинчен / П. Хусанкай, В. Давыдов–Анатри, Г. Eфимов т. ыт. те // Ял пурнace (Красноармейски р–нĕ). – 1999. – 19 нарaс.
- Пехил, В. Пурнăçпа поэзи / В. Пехил // Ялав. – 1984. – № 2. – С. 30–31.
- Семенов, Ю. Чун юрри, чĕре юрри / Ю. Семенов // Тaван Атaл. – 1979. – № 2. – С. 78–79.
- Тимофеева, Д. Cавалпа Шетмe шывĕсен юрăçи / Д. Тимофеева // Канаш (Канаш р–нe). – 1999. – 19 нарaс.
- Халăх поэт ятне манмасть // Тантaш. – 1999. – 11 пуш (№ 11). – С. 5.
- Эсхель, А. Ĕмĕрлĕхе çамрăк // Эсхель, А. Вaхaт таппи / А. Эсхель. – Шупашкар, 1982. – С. 227–229.
- Юмарт, Г. Асран кайми юрăç / Г. Юмарт // Ял пурнace (Красноармейски р–нĕ). – 1999. – 19 нарăc.
- Юмарт, Г. Нестер Янкас çырaвĕсем / Г. Юмарт // Ял пурнăçĕ (Красноармейски р–нĕ). – 1999. – 23 нарăс.
- Ялкир, П. Айaпсăр синкер курнисем / П. Ялкир // Хыпар. – 2000. – 20 çĕртме.
- Питернова, В. Правда глаза колит / В. Питернова // Совет Чувашия. – 1999. – 3 июля. – С. 4. – Фот.
- Талдыкин, В. Вышли мы из кружка.../ В. Талдыкин // Совет. Чувашия. – 1999. – 8 июля.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Нестер Янкас хайлавĕсем
- Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх, Красноармейски районĕ
- Янкас 100 тултарнине халалланă викторина 2012 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ. (вырăсла)
- Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх — 25 çулта: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр..!»
- Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх кăçалхи ĕçе палăртнă
- Метрика кӗнекинчен // ГИА ЧР. Ф. 557. Оп. 9. Д. 253. Л. 20 об.-21
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Етĕрне уесĕнче çуралнисем
- Анат Тагилре вилнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Сăвăçсем, алфавитпа
- Тăлмачсем, алфавитпа
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш сăвăçисем
- Чăваш тăлмачĕсем
- Раççей çыравçисем
- Раççей сăвăçисем
- Раççей тăлмачĕсем
- ССРП çыравçисем
- ССРП сăвăçисем
- ССРП тăлмачĕсем
- Нарăсăн 20-мĕшĕнче çуралнисем
- 1909 çулта çуралнисем
- 1942 çулта вилнисем
- Авăнăн 5-мĕшĕнче вилнисем
- Репрессиленисем
- ГУЛАГра вилнисем
- Реабилитациленисем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем