Çурçĕр Африка
Çурçĕр Африка материкăн чи анлă пайĕнче вырнаçнă.
Çутçанталăкĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Материкăн çурçĕр çĕрĕсенче пурăнма питĕ аван, кунта вăтатинĕсĕн çемçе çутçанталăк климачĕ. Анчах та вăл тинĕс çумĕнчи ансăр йăрăма çеç йышăнать. Кунта юман, лавр, оливка тата ыттийывăç ӳсет, чи анлă сарăлнă ӳсен-тăран — пальма.
Çурçĕр Африкăн чылай территорине — Вăтаçĕр тинĕсĕн çурçĕр çыранĕн тăрăхне — мăн пушхир Сахара йышăнать. Çакăнтах Çĕр çинчи чи шăрăх температура (сулхăнра) 58° С. Кăнтăрла шăрăх пулин те, каçсем сивĕ тăраççĕ, çынсем ăшă çăм тумпа витĕнеççĕ.
Пушхирти çыннăн чи кирлĕ чĕрчун — тĕве, çак пушхир карапĕсем шыв ĕçмесĕрех чылай хутлăха çитме пултараççĕ. Тĕвене пула пушхирте туарег тата бербер йăхĕсем пурăнаççĕ. Сахарăра нӳрĕк темиçе çул хушши ӳкмест, анчах та сайра чух хăват шалкăм çумăр ярать, ейӳ (шыв илни) те пулкалать. Тĕрĕссипе каласан, сехмет тăсăлăвĕ вăрăмах мар: шыва хăвăрт хăйăр çăтса илет е юхса каять. Çĕр айĕнчи шывсем çĕр çийĕ патне çывăх вырнаçнă тĕлĕнче симĕс оазис ларать. Çакăнтах пушхир ярăмĕн пурăну вырăнĕсем тĕл пулаççĕ. Сахарăн ытларах шывлă районĕ — Нил айлăмĕ.
Сахара пушхирĕн кăнтăр еннелле типĕ ярăм — сахель — вырнаçнă. Арапла «сахель» «çыран» сăмаха пĕлтерет. Мĕнле çыран пурĕ ĕнтĕ пушхирте?
Сахель тăрăхĕнче çурма пушхирпе типĕ саваннăсем юнашар вырнаçнă. Пĕрмайхи тăсăлăвлă типшĕрлĕхе пула кунти пурнăç çав тери йывăр, çĕр ĕçлĕхне пачах пĕтерет. Сахельтен кăнтăралла чăн субэкваториллĕ саваннăсем, вĕсем ӳсентăранпа пуян, çĕр çинчи сайра йывăç та тĕл пулать.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çичĕ пинçуллăх маларах Çурçĕр Африкăра нӳрĕк паянхинчен нумайрах ӳкнĕ, Сахара та пушхир пулман. Çак калăп çĕр саванна пулнă, ун улăхĕсенче шутласа çитерме çук выльăх-чĕрлĕх кĕтĕвĕсем тăранса çӳренĕ. Анчах та пирĕн эрăччен 4000 ç. çанталăк типĕлĕхе куçать, вара çынсем шыв çăлкуçĕсем патнелле, чи малтанах Нил айлăмĕсене куçса каяççĕ. Çурçĕр Африкăн чылай пайĕ пушанать, ун вырăнне Нил айлăмĕнче пирĕн эрăччен 3100 ç. авалхи икĕпат тĕнчи вăйлă аталанать.
Сĕм ĕлĕххи урăх этеплĕхсем кăнтăралла, Суданпа Эфиопире те аталаннă пулнă. Сăмах тĕлне, Эфиопи IV ĕмĕртех Çĕр çинчи Христос тĕнне йышăннă малтанхи çĕршыв пулнă.
Вăтам ĕмĕрсенче европейсем Африкăн вăтаçĕр тинĕс хĕррине часах хăнана çӳренĕ, анчах та вĕсемшĕн Сахараран кăнтăрарах Африка пирки хыпар хупăлчак пулнă. Çав вăхăтрах арап тата бербер сутăçисем тĕве караванĕсемпе пĕрмаях пушхире касса çӳренĕ. Вăтам ĕмĕрсенче вĕсен темиçе патшалăх пулнă. Çавсен шутĕнче авалхи Гана тата Мали.
XX ĕмĕрĕн пуçламăш тĕлне пурĕ тенĕ пекех Çурçĕр Африка Европа пăхăнăвне лекет. Çапла, Франци шутне (колони е протекторат шайĕнче) Алжир, Мавритани, Тунис, Мароккон чылай пайĕ кĕнĕ. Аслă Британи Судана тытса тăнă, 1922 çулчен Икĕпат унăн протекторатĕнче пулнă. Испанин çĕрĕ шутне çурçĕр Марокко тата Анăç Сахара кĕнĕ. Итали 1911—1912 çулхи Турккă-итали вăрçи хыççăн Ливие, 1936 çулта Эфиопие ярса илет. 1950-мĕшпе 1960-мĕш çç. чылай çурçĕр-африка çĕршывĕ ирĕклĕхе çĕнтерсе илет.
Халĕ Çурçĕр Африкăра 15 пăхăнманлă çĕршыв (13 — республика тытăмĕпе). Марокко тăрăмĕ — патша пулать.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Канар утравĕсем, Эфиопи, Эритрей тата Мадейра çĕрĕсене те хăш чух Çурçĕр Африка шутĕнче кăтартаççĕ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Африкăн çурçĕрĕ, акăлчанла 2010 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
Çурçĕр Африка çĕршывĕсем |
|
---|---|
Тĕнче регионĕсем |
|
---|---|
Америка | |
Европа | |
Ази | |
Африка | |
Океани | |
Поляр регионĕсем | |
Океансем |