Буйнакск

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

БуйнакскРаççейри хула, Мăн Кавказ умĕнчи сăртсем хушшинче Шура-Озень юханшыв хĕрринче вырнаçнă. Армавир-Баку чукун çул çинчи вĕçĕнчи станци. Махачкаларан 41 çухрăмра ларать.

Халăх йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1970 çулта 40 пин çын, 2006 çулта 61,5 пин çын пурăннă.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Буйнакска 1834 çулта хӳтлĕх вырăнĕ валли никĕсленĕ. 1866 çултанпа вара хула шайне кĕнĕ. 1970 çулхи çу уйăхĕнче çĕр чĕтренĕвĕ хулана самай сиен кӳнĕ.

Экономика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хулара консерва кăларакан, атă-пушман çĕлекен, агрегат, шина юсакан заводсем, пир-авăр фабрики пур.

Этеплехпе çутĕç[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕлӳ парас енĕпе кунта ял хуçалăх тата коопераци техникумĕсем, 3 педагогика тата пĕр медицина училищи вырнаçнă. Çавăн пекех хăнасем историпе революци музейне кĕрсе курма пултараççĕ, драма театрĕ пур.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]