Контент патне куҫ

ДКХР йĕтре программи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

2005 çулхи нарăс уйăхĕнче КХДР пĕрремеш хут ядерлă хĕç-пăшал тума меслет тупни çинчен пĕлтернĕ. 2006 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче пĕрремĕш сирпĕнӳ иртернĕ.

1950-1970-мĕш çулсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1956 çулта СССРпа ДКХР ядерщик специалистчĕсене хатĕрлемелли килĕшĕве алă пуснă. 1959 çулта ДКХР ядерлă энергине мирлĕ мелпе усă курасси çинчен СССРпа тата КХРпа килĕшӳсем тунă, Йонбенре тĕпчев центрне никĕсленĕ. 1965 çулта çав тĕпчев центрĕнче 2МВт хăватлă ИРТ-2000 совет реаторне вырнаçтарнă. ИРТ-2000 — ку вăл бассейн евĕрлĕ çăмăл шывлă тĕпчев реакторĕ, унта нейтрон ялтăрми шутне шывпа бериллий стержнĕсене усă кураççĕ. Топливо валли вăйлă тулăхлатнă урана усă кураççĕ. Ку реакторе ядерлă хĕç-пăшал тумашкăн усă курма пулмасть (тĕслĕхрен, плутоний тума) пулмалла.

Ядерлă хĕç-пăшал хатĕрлес ĕçе 1970-мĕш çулсенче пуçланă. 1974 çулта ДКХР МАГАТЭ организацине кĕнĕ. Вăл çулах Пхеньян Китайран ядерлă хĕç-пăшал тума пулăшу ыйтнă. Çурçĕр Корея специалисчĕсене Китайри полигонсене кĕме ирĕк панă.

ДКХР тата МАГАТЭ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1985 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче ДКХР ядерлă хĕç-пăшала сармалла марри çинчен килĕшĕве (ЯХПСМÇК) алă пусса çирĕплетнĕ.

1986 çулта СССР Корейăна 5 МВт хăватлă газпа графитлă тĕпчев реакторне тивĕçтернĕ. Ахăртнех, ДКХР аллинче пур плутоние çав реактор çинче хатĕрленĕ пулас.

1992 çулхи çĕртме уйăхĕнчен пуçласа ДКХР объекчĕсене МАГАТЭ инспекторĕсем тĕрĕслеме пуçланă. Анчах та хăш-пĕр вырăнсене инспекторсене яман, çавна пулах кĕвеçӳ сиксе тухнă, ДКХР ЯХПСМÇКран тухни çинчен пĕлтернĕ.

1993 çулхи çĕртме уйăхĕнче АПШ Корея шалти ĕçĕсене хутшăнманни çинчен панă сăмахшăн вăхăтлăха килĕшӳрен тухассине чарса лартнă, анчах те тепĕр çултан, 1994 çулхи çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче, МАГАТЭрен тухнă.

АПШ тата ДКХР

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1994 çулхи юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче ДКХРпа АПШ пĕр-пĕринпе килĕшӳ тунă. Вăл килĕшӳ тăрăх ДКХР ядерлă программине чарса лартма килĕшнĕ, АПШ вара Корейăнă мазутпа тивĕçтермелле пулнă, çăмăл шывлă икĕ реактор туса лартмалла пулнă. Анчах та Корейăра реаторсем тума йĕркеленĕ KEDO тĕнче шайĕнчи консорциум пуçланă ĕçĕ туса çитермен.

1990-мĕш çулсен вĕçĕнче ДКХР Пакистанран урана тулăхлатмалли установкăсене туяннă. Установкăсене вĕсем вăтам инçете вĕçме пултаракан ракетăсемпе ылмаштарнă. АПШ президенчĕ вырăнне Кĕçĕн Джордж Буш ларсан икĕ патшалăх хушшинчи кĕвĕçӳсем вăйлăланнă. Буш Корейăна киревсĕр патшалăхсем шутне кĕртнĕ, 2002 çулхи юпа уйăхĕнче АПШ патшалăх секретарĕн çумĕ Джеймс Келли КХДР урана тулăхлатать тесе пĕлтернĕ. Кăшт вăхăт иртсен АПШ Çурçĕр Корейăн электростанцийĕсем валли мазута пама пăрахнă. 2002 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче вара ДКХР ядерлă программăна пуçлани çинчен пĕлтернĕ, МАГАТЭ инспекторĕсене çĕршывран кăларса янă. АПШан ТЙУ пĕлтернĕ тăрăх 2002 çул вĕçĕ тĕлне ДКХРта хĕç-пăшаллă плутоний калăпăшĕ 7-24 килограмм пулнă. 2003 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче ДКХР ЯХПСМÇКран официаллă майпа тухнă.

2004 çулхи кăрлач уйăхĕн 6-мĕшĕнче Пхеньян АПШ санкцисене пĕтерсен тата киревсĕр патшалăхсен списокĕнчен кăларсан ядерлă программине чарла лартма хатĕрри çинчен пĕлтернĕ.

Ултă енлĕ калаçусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2003 çулта КХР, АПШ, Раççей, Кăнтăр Корея тата Япони пĕрле ДКХР ядерлă программи çинчен калаçусем пуçланă. Пĕрремеш виçĕ калаçăвĕ (2003 çулхи çурла уйăхĕнче, 2004 çулхи нарăс тата çĕртме уйăхĕсенче) ăнăçлă иртмен. Тăваттăмĕш калаçăва АПШпа ДКХР тата Японипе ДКХР хушшинчи хирĕçӳсем вăйлăланма пуçланă пирки Пхеньян хутшăнма килĕшмен.

2004 çулхи çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче ДКХР ЮÇӖМ пĕлтерӳ сарнă, унта Джордж Буша киревлĕ сăмахсемпе асăннă, АПШ ертӳçи Ким Чен Ира пурин те умĕнче пусмăрçă тесе сăмах сарнă вăхăтра ДКХР ядерлă программи çинчен нимĕнле калаçусем те иртерме май çукки çинчен пĕлтернĕ.

Йĕтреллĕ сирпĕнĕве тĕрĕслени

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2006 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче КХДР йĕтрелĕ сирпĕнӳ иртересси çинчен хыпарланă. Сирпĕнӳ иртерес шухăша АПШ вĕсене хирĕç йĕтреллĕ вăрçă пуçлассипе хăратнипе тата патшалăха экономика енчен тĕрлĕ чăрмавсем тăратнипе çыхăнтарнă. Çак сăлтавсене кура Пхеньян сирпĕнӳ иртерессĕр пуçне урăх нимĕн те тума çук тенĕ.

Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче ПНОн хӳтлĕх канашĕ пĕр саслăн Çурçĕр Корейăна ултă енлĕ килĕшӳсем патне таврăнма ядерлă сирпĕнĕве иртермелле мар текен хӳтлĕх канаш председательĕн сĕнĕвне ырланă. Сĕнĕвĕн проектне Япони хатĕрленĕ. Тĕнче патшалăхĕсен Çурçĕр Корейăн ĕçĕсем çинчен татса парас шухăша хатĕрлеме вăл çине тăнă. Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Японин премьер министрĕ Синдзо Абэ Пекинпа Сеула çула тухнă. Çапла вара вăл КХРпа Китай хушшинчи дипломати çыхăнăвĕсене (пилĕк çул каялла пăрахнăскерсене) çĕнĕрен пуçланă. Китай ертӳçи Ху Цзиньтао Японипе килĕшӳсем тума хатĕр тесе пĕлтернĕ. Вĕсем шутне «Корея ыйтăвĕ» те кĕнĕ.

Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче КХДР çĕр айĕнче ядерлă сирпĕнӳ иртернĕ. Корейăн тĕп телеграф агентстви çакна пĕлтернĕ: «Пирĕн тĕпчев уйрăмĕ çер айĕнче ăнăçлă ядерлă сирпĕнӳ иртернĕ. Çак ядерлă сирпĕнӳ историллĕ пулăм пулчĕ, пирĕн çарпа халăха талей илсе килчĕ. Ядерлă сирпĕнӳ Корея çурутравне тата унан çумĕнчи çĕрсем çине мирпе стабильность валли пысăк çитĕнӳ кӳчĕ».

Кăнтăр Корея пĕлтернĕ тăрăх ядерлă сирпĕнĕве Кильчжу хули патĕнче (Хамген-Пукто провинцийĕ) выранти вăхăтпа 10 сехет те 36 минутра иртернĕ.

41°18′ ç. ш. 129°8′ х.т. д. координатăсен вырăнĕнче Кăнтăр Корея, Япони, АПШ, Австрали тата Раççей 4,2 магнитудăллă çĕр чĕтренĕвне сăнанă.

Пĕтĕм тĕнчери малти шайра таракан патшалăхсем (вĕсем шутĕнче Раççейпе Китай /пĕрремĕш хут/) çак ядерлă сирпĕнĕве сивленĕ.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Pinkston, Daniel A. The North Korean Ballistic Missile Program. — Carlisle, PA: Strategic Studies Institute, 2008. — 103 p.
  • Арбатов Г. А. Распространение ядерного оружия и терроризм. Ч.1-3.
  • Давыдов В. Ф. Россия и США: Проблемы взаимодействия в укреплении режима нераспространения ядерного оружия. М.: Институт США и Канады РАН, 1997.
  • Кузнецов Д. В. Проблема нераспространения ОМУ и общественное мнение. В 2-х частях. Часть I. Ядерная программа Ирана. — Благовещенск: Изд-во БГПУ, 2009. — 404 с.
  • Новый вызов после «холодной войны»: распространение оружия массового уничтожения. Доклад Службы внешней разведки Российской Федерации. М.: СВР РФ, 1993.
  • Орлов В. А. Конференция 1995 года по рассмотрению и продлению срока действия Договора о нераспространении ядерного оружия: особенности, результаты, уроки // Научные записки ПИР-Центра. Октябрь 1999.
  • Проблемы ядерного нераспространения в российско-американских отношениях: история, возможности и перспективы дальнейшего взаимодействия / В. А. Орлов, Р. М. Тимербаев, А. В. Хлопков. М.: ПИР-Центр, 2001.
  • Ромашкина Н. П. Ядерные программы КНДР и Ирана в контексте современной системы международных отношений // Мировая экономика и международные отношения. 2006. № 1. С.35-48.
  • Системная история международных отношений в четырёх томах / Под ред. А. Д. Богатурова. Т.III. 1945—2003. События. М.: НОФМО, 2004.
  • Ткаченко В. П. Корейский полуостров и интересы России. — М.: Наука, 2006.
  • У ядерного порога: Уроки ядерных кризисов Северной Кореи и Ирана для режима нераспространения / Под ред. А. Арбатова. М.: РОССПЭН, 2007.
  • Ядерное нераспространение: Краткая энциклопедия / Под общ. ред. А. В. Хлопкова. М.: РОССПЭН, 2009.
  • Ядерное нераспространение: Учебное пособие для студентов высших учебных заведений: В 2-х томах / Под общ. ред. В. О. Орлова. М.: ПИР-Центр, 2002.
  • Ядерное сдерживание и нераспространение / Под ред. А. Арбатова и В. Дворкина. М.: Моск. Центр Карнеги, 2005.
  • Ядерное оружие после «холодной войны» / Под ред. А. Арбатова и В. Дворкина; Моск. Центр Карнеги. М.: «Российская политическая энциклопедия» (РОССПЭН), 2006.