Контент патне куҫ

Корей Халӑх Демократиллӗ Республики

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(ДКХР ҫинчен куҫарнӑ)
조선민주주의인민공화국, 朝鮮民主主義人民共和國

Корей Халӑх Демократиллӗ Республики

КХДР ялавĕ КХДР гербĕ
Патшалăх чĕлхисем корейле
Тĕп хула Пхеньян[1][2]
Чи пысăк хула Пхеньян, Хамхын, Кэсон, Синыйджу, Расон
Патшалӑх канашӗн Ертӳҫи Ким Чен Ын
Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Ким Док Хун
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
97 вырăнта
122 762 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2023)
 - Йышлăхĕ
53 вырăнта
26 172 732[3]
214,86[3]/км²
Валюта ячĕ Ҫурҫӗр Корей вони (KPW)
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +09 пуçласа +09 таран
Патшалăх гимнĕ КХДР гимнӗ
Тетел доменĕ .kp
Тел. префиксĕ +850

Корей Халӑх Демократиллӗ Республики (кӗскетнӗ — КХДР, кор. 조선민주주의인민공화국, 朝鮮民主主義人民共和國, Чосон Минджуджуи Инмин Конхвагук) — Тухӑҫ Азири патшалӑх, унӑн паллӑ ят — Ҫурҫӗр Корей. Корей ҫурутравӗн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ, 3 патшалӑхсемпе тип ҫӗр ҫинчи чикӗленет: кӑнтӑр енче Корей Республикипе (патшалӑхсем демилитаризациленӗ зонӑпа пайланӑ), ҫурҫӗр енче Китай Халӑх Республикипе, ҫурҫӗр-тухӑҫ енче Раҫҫей Федерацийӗпе. Анӑҫран Сарӑ тинӗспе, тухӑҫран Япони тинӗсӗпе юнашар вырнаҫнӑ.

Патшалӑх лаптӑкӗ - 122 762 км² тата 2019 ҫулхи даннӑйсемпе, халӑх йышӗ - 25 млн ытла ҫын. Тӗнчери рейтингра вӑл территорипе 97-мӗш вырӑнта, халӑх йышӗпе 53-мӗш вырӑнта.

14 администрациллӗ-территориллӗ пайсене пайланать, вӗсенчен 9 провинци, 2 тӳрӗ пӑхӑнӑвӗн хули тата 3 ятарлӑ регион.

Тӗп хула тата чи пысӑк хула — Пхеньян. Патшалӑх чӗлхи — корейле.

Корей Халӑх Демократиллӗ Республики — моно (пӗр) нациллӗ патшалӑх, ӑҫта корейсем ҫӗршывӑн халӑх йышӗн 99% патнелле. Халӑх йышӗн абсолютлӑ нумайрахӑшӗ — атеистсем.

Конституципеунитарлӑ социалист патшалӑхӗ. Официаллӑ патшалӑх идеологийӗчучхе. Наци парламентӗнче — Мӑн Халӑх Пухӑвӗнче тӗп парти — Корей ӗҫ партийӗ (КӖП). Тӗнчери организацисемпе тоталитарлӑ диктатура[4][5][6] пек йышӑннӑ, изоляционизм политикине тытса пырать[7][8][9][10][11].

Ку гибридлӗ аталанакан экономикӑпа аграрлӑ идустриаллӑ ҫӗршыв. 2017 ҫулхи ШПП пысӑкӑшӗпе — 17,364 миллиард АПШ долларӗ (пӗр ҫын ҫине 685 АПШ долларӗ). Укҫа виҫи — Ҫурҫӗр Корей вони.

IV—III пирӗн эрӑччен ӗмӗрсенче корейсен патшалӑхлӑхӗ пуҫланать. Тӗнче иккӗмӗш вӑрҫи хыҫҫӑн Корей ҫурутравне (кунччен вӑл Япони Империйӗн тӗрӗслесе тӑнинче пулнӑ) ҫурҫӗр (ССРП тӗрӗслесе тӑнипе) тата кӑнтӑр (АПШ тӗрӗслесе тӑнипе) пайсенче пайланӑ. 1948 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗнче оккупаци американ зонин чиккисенче Корей Республики туса хуни ҫинчен пӗлтерни хыҫҫӑн ку ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче оккупаци совет зонинче Корей Халӑх Демократиллӗ Республики туса хуни ҫинчен пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑнхи Корей вӑрҫи (1950—1953) ҫӗршывӑн пайланнине ҫирӗплетнӗ.

КХДР-н ядерлӑ хӗҫ-пӑшалӑн ӳстерни — регионти лару-тӑрӑвӑн йывӑланӑвӗ.

КХДР физика картти

Корей Халӑх Демократиллӗ Республики Тухӑҫ Азири Корей ҫурутравӗн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ. Виҫӗ патшалӑхсемпе тип ҫӗр ҫинчи чикӗленет: ҫурҫӗр енче — Амноккан тата Туманган юханшывӗсенче Китайпа; ҫурҫӗр-тухӑҫ енче — Туманная (Туманган) юханшывӗнче Раҫҫейпе; кӑнтӑр енче — Корей Республикипе. Анӑҫра — Сарӑ тинӗспе тата Корей пырӗпе, тухӑҫра — Япони тинӗсӗпе юнашар вырнаҫнӑ.

Патшалӑх лаптӑкӗ — 120 540 км² (тип ҫӗр - 120 410 км², шыв - 130 км²). КХДР правительсти ҫырӑн ҫумӗнчи 12 мильлӗ зонӑн акваторине территориллӗ шыв пек ҫинчен пӗлтернӗ.

Администрациллӗ пайлану

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Корей Халӑх Демократиллӗ Республикин администрациллӗ пайланӑвӗ

Патшалӑх территорийӗн 9 провинцисене, тӳрӗ пӑхӑнупа хулане — Пхеньян (тӗпхула) тата ятарлӑ статуспа хулана — Расон, пайланнӑ.

Хула/Провинци Администрациллӗ центр Лаптӑк,
км²
Халӑх йышӗ,
ҫын (2008)
Йышлӑх,
ҫын/км²
Л.Р. Концевич системипе ят Хангыльпе официаллӑ ят Ханчапа официаллӑ ят
Тӳрӗ пӑхӑну хулисем (чикхальси, кор. 직할시, 直轄市)
1 Пхеньян, Чикхальси 평양 직할시 平壤直轄市 2 000 3 255 288 1627,64
2 Расон ятарлӑ хули 라진-선봉 직할시 羅先直轄市 746 145 427 194,94
Ятарлӑ администрациллӗ регионсем
3 Кэсон промышленоҫ регионӗ 개성 공업 지구 開城工業地區 66
4 Кымгансан туризм регионӗ 금강산 관광 지구 金剛山觀光地區 530
5 Синыйджу ятарлӑ администрациллӗ районӗ 신의주 특별 행정구 新義州特別行政區 132
Провнцисем (то, кор. )
6 Чагандо 자강도 慈江道 Канге 16 968 1 299 830 76,60
7 Хамгён-Пукто 함경 북도 咸鏡北道 Чхонджин 16 824 2 327 362 138,34
8 Хамгён-Намдо 함경 남도 咸鏡南道 Хамхын 18 970 3 066 013 161,62
9 Хванхэ-Пукто 황해 북도 黃海北道 Саривон 9 196 2 113 672 229,85
10 Хванхэ-Намдо 황해 남도 黃海南道 Хэджу 8 002 2 310 485 288,74
11 Канвондо 강원도 江原道 Вонсан 10 622 1 477 582 139,11
12 Пхёнан-Пукто 평안 북도 平安北道 Синыйджу 12 059 2 728 662 226,28
13 Пхёнан-Намдо 평안 남도 平安南道 Пхёнсон 12 330 4 051 696 328,60
14 Янгандо 량강도 兩江道 Хесан 14 317 719 269 50,24
Всего 122 762 23 495 286 191,39


Пысӑк хуласем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

КХДР-н пысӑк хулисем [12]:

КХДР халӑхӗн ҫул-ӳсӗм тытӑмӗ

Корей Халӑх Демократиллӗ Республики — моно-нациллӗ патшалӑх, ӑҫта корейсем ҫӗршывӑн халӑх йышӗн 99% патнелле.

КХДР-н официаллӑ чӗлхикорейле. Икӗ корей патшалӑхӗсен диалекчӗсем хушшинче сахал мар уйрӑм пур.

КХДР — светски патшалӑх, халӑхӑн нумайрахӑшӗ — атеистсем. КХДР конституцийӗнче (5 сыпӑк, 68 статья) "граждансене намӑс ирӗклӗхне гарантиленет" ҫырнӑ.

КХДР-нче чиркӳ патшалӑхран пайланнӑ. Ҫӗршыв ертсе пыни атеизм пропоганди тата тӗне хирӗҫ ӗҫе тӑвать. Халӗ КХДР-нче икӗ христиан храмӗ пур: пӗр католик (Ҫветтуй престолӑн влаҫне йышӑнман) тата пӗр православ. Ҫӗршывра Корей христиан ассоциацийӗ тата КХДР православ комитечӗ пур.

Корей вӑрҫин вӑхӑчӗнче Вонсанӑн бомбӑлани (1951 ҫул)
XX ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче Пхеньян

КХДР историйӗ Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн пуҫланать[13]. 1945 ҫулта Япони ҫарӗнчен ирӗкленнӗ Корей ҫурутравне АПШ-пе ССРП витӗмӗн зонисене пайланӑ. Ҫурутравӑн ҫурҫӗр енче совет тӗрӗслесе тӑни пулнӑ, кӑнтӑр енче — АПШ-н тӗрӗслесе тӑни.

Японин хӑвӑрт ӳкнине пула вӑрҫӑ хутшӑнаканӗсем Корей ҫурутравӗн пуласлӑхӗ ыйту татса паман юлнӑ. Ҫак вӑхӑтра корейсем хӑйӗн пӑхӑнманлӑхне чӗртме пуҫланӑ. 1946 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ҫурутравӑн ҫурҫӗр енче Ким Ир Сен пуҫлӑхӗпе Ҫурҫӗр Корей Вӑхӑтлӑ Халӑх Комитечӗ йӗркеленнӗ. 1948 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗнче оккупаци американ зонин чиккисенче Корей Республики туса хуни ҫинчен пӗлтерни хыҫҫӑн ку ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче оккупаци совет зонинче Корей Халӑх Демократи Республики туса хуни ҫинчен пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗ ҫӗршыври политика влаҫне Корей ӗҫ партийӗпе монополизациленӗ, планлӑ экономика йышӑннӑ. Корей вӑрҫинче (1950 ҫулхи ҫӗртмен 251953 ҫулхи утӑн 27) коммунист ҫурҫӗре ССРП пулӑшнӑ, вӑрҫа пула икӗ ентен вилнисемпе аманнисен шучӗ - 1,3 млн ҫын. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн КХДР-нче абсолютлӑ диктатура лартнӑ. XX ӗмӗр хушши Ҫурҫӗр Корейӗн экономики (пӗрремӗш черетре ҫар секторӗ) ӳссе аталаннӑ, анчах ӗмӗрӗн вӗҫӗнче ӳсни чарнӑ.

Ким Ир Сенпе Ким Чен Ир

1994 ҫулта Ким Ир Сен вилчӗ, унӑн ывӑлӗ Ким Чен Ир Хӳтӗленӗвӗн Патлашӑх комитечӗн Ертӳҫи пулса тӑнӑ, вӑл "Сонгун" (чӑв. "арми ку чи пӗрремӗшӗ") политикине пуҫланӑ. Ҫурҫӗр Корейӗн анӑҫпа ҫыхӑну шанӑҫӗ ҫуралнӑ, анчах ҫӗнӗ АПШ президенчӗ куна хирӗҫ пулнӑ.

2011 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнче Ким Чен Ир вилни хыҫҫӑн Ким Чен Ын КӖП ТК Етӳҫи пулса тӑнӑ. Унпа "Пёнджин" (корейлерен "параллеллӗ аталану) политикипе ядерлӑ хӗҫ-пӑшалӑн ӳстерни пуҫланӑ.

Патшалӑх тытӑмӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи КХДР конституцийӗ "Корей Халӑх Демократиллӗ Республики ку пур корей халӑхӗн интерессене чӗрӗлетекен никамран пӑхӑнман социалист патшалӑхӗ" каланӑ[14]. Конституципе, ҫӗршыври влаҫ ӗҫченӗн, кресченӗн, ӗҫ интеллигенцийӗн, пур ӗҫ халӑхӗн аллинче[15]

Мӑн халӑх пухӑвӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мӑн халӑх пухӑвӗ (МХП; кор. 최고인민회의)— чи ҫӳлти саккун тӑван органӗ. МХП пӗтӗм, пӗр тан тата тӳрӗ суйлав правин вӑрттӑн сасӑлатнипе суйлакан 687 депутатсенчен тӑрать (суйлавсем альтернативсӗр). Суйлав прави 17 ҫултан пуҫланать[16][17][18][19].

Мӑн халӑх пухӑвӗн президиумӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мӑн халӑх пухӑвӗн президиумӗ — яланхи ӗҫлекен орган тата коллективлӑ патшалӑх пуҫлӑхӗ.

Ӗҫ тӑвакан влӑҫ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Правительство — министрсен кабинечӗ. 1948 ҫулхи конситуципе туса хунӑ, унӑн ертӳҫи — Ким Док Хун (2020 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗнчен).

Хӳтӗленӳ патшалӑх комитечӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хӳтӗленӳ патшалӑх комитечӗ — ҫар влаҫӗн чи ҫӳлти органӗ.

КХДР-нчи суд системинче Тӗп суд, провинци сучӗ, халӑх сучӗ тата ятарлӑ суд пур[20].

Вырӑн влаҫӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вырӑн влаҫӗ халӑх пухӑвӗсенчен, халӑх комитечӗсенчен тӑрать.

Политика партийӗсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1946—2024 ҫулсенче пур КХДР-нчи партисемпе юхӑмсене пӗрлештерекен Пӗрлешнӗ демократи тӑван ҫӗршыв фрончӗ (ПДТҪФ) пулнӑ. ПДТҪФ икӗ Корейсен реюнификаци шухӑшне пулӑшнӑ.

Патшалӑх уявӗсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Григорий календарӗпе:

Уйӑх календарӗпе:

  • 1-мӗш уйӑх уйӑхӗн 1-мӗшӗ — Соллаль;
  • 1-мӗш уйӑх уйӑхӗн 15-мӗшӗ — Тэборым;
  • Акан 4—5 — Чхонмён;
  • 5-мӗш уйӑх уйӑхӗн 5-мӗшӗ — Тано;
  • 8-мӗш уйӑх уйӑхӗн 15-мӗшӗ — Чхусок.
Пхеньянти "Ариран" ӑестивалӗ

КХДР-нче "корей ятарлӑхӗпе социализм реализмӗ" кинофильма тӑвакан аталаннӑ киноиндустри пур. Мультфильмсене те тӑвать[22].

"Тхэквондо" палли

КХДР-нче йӑлана кӗнӗ корей халӑхӗн тата анӑҫран илнӗ спорт тӗсӗсем пур.

Пхеньянти акӑлчан чӗлхи лекцийӗ
Ким Чхэк ячӗллӗ промышленоҫ институчӗн электронлӑ вулавӑшӗ, Пхеньян

1975 ҫултан КХДР-нче пӗтӗм кирлӗ 11 ҫуллӑ вӗренӳ пур. Аслӑ тата вӑтам вӗренӳре техника ӗҫне нумайрах суйлаҫҫӗ[23].

КХДР-нчи чи пысӑк аслӑ вӗренӳ шкулӗ — Ким Ир Сен ячӗллӗ университечӗ.

Сывлӑх сыхлӑхӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

КХДР-нче патшалӑх медицина пӑхнипе медицина страхлани пур[24].

Хӗҫ-пӑшал вӑйӗсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2024 ҫулта КХДР армийӗнче 1280 пин ҫын пулнӑ (600 пин ҫын сыхлавра)[25].

Ядерлӑ программи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

КХДР ядерлӑ хӗҫ-пӑшала 1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчен тума пуҫланӑ шутланать.

Тулашри политика

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2013 ҫулта КХДР-н ПНО-нчи 161 патшалӑх шутшӑнакансемпе дипломати ҫыхӑнӑвӗ пур. Унпа 31 ҫӗршыв, АПШ-пе Японие шутласа, дипломатие пулӑшмасть[26]

Массӑла информаци хатӗрӗсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

КХДР-нче 30 ытла хаҫат кӑларать (акӑлчанла, французла, испанла, японла, вырӑсла, китайла хаҫатсене шутласа)[27].

Ҫакӑн пек пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1972 ҫулччен КХДР конституцийӗпе, 1948 ҫулхи редакципе патшалӑх тӗп хули - тӗрӗслесе тӑман Сеул хули пулнӑ
  2. ^ Савельев, Р. В. Проблемы Корейского полуострова и интересы России. — Институт Дальнего Востока РАН. — С. 65.
  3. ^ 1 тата 2 North Korea Population 2019 (акăлч.) (2019-06-25). Тĕрĕсленĕ 11 Ҫурла уйӑхӗн 2021.
  4. ^ "Totalitarianism, form of government that theoretically permits no individual freedom and that seeks to subordinate all aspects of individual life to the authority of the state. Italian dictator Benito Mussolini coined the term totalitario in the early 1920s to characterize the new fascist state of Italy, which he further described as “all within the state, none outside the state, none against the state.” By the beginning of World War II, totalitarian had become synonymous with absolute and oppressive single-party government. Other modern examples of totalitarian states include ... North Korea under the Kim dynasty" (акăлч.).
  5. ^ North Korea country profile (2018-06-13). Тĕрĕсленĕ 7 Ҫӗртме уйӑхӗн 2022.
  6. ^ Life under Kim Jong Un (акăлч.).
  7. ^ «The US Government contradicted earlier North Korean claims that it had agreed to remove the Stalinist dictatorship’s designation as a terrorist state and to lift economic sanctions, as part of talks aimed at disarming Pyongyang of its nuclear weapons». (акăлч.).
  8. ^ News (2016-03-15). Тĕрĕсленĕ 7 Ҫӗртме уйӑхӗн 2022.
  9. ^ Kim Jong-il's regime needs economic concessions to avoid collapse, and just as crucially needs an end to the strategic siege imposed by the U.S. since the end of the Korean war (1950–53). Pyongyang's nuclear brinkmanship, though potentially dangerous, is driven by fear rather than by militaristic ambition. The rotten Stalinist dictatorship faces the prospect of an implosion. Since the collapse of the Soviet Union, which deprived North Korea of vital economic support, the nation has consistently attempted to secure from the US a non-aggression pact, recognition of its sovereignty, and economic assistance. The US's equally consistent refusal to enter into direct negotiations with North Korea, effectively ruling out a peace treaty to formally close the 1950–53 Korean War, has encouraged the regime to resort to nuclear blackmail (акăлч.) (2003-02-08).
  10. ^ Brooke, James. North Korea Says It Is Using Plutonium to Make A-Bombs (акăлч.), The New York Times (2003-10-02). Тĕрĕсленĕ 7 Ҫӗртме уйӑхӗн 2022.
  11. ^ EVERY developing country worth its salt has a bustling middle class that is transforming the country and thrilling the markets. So does Stalinist North Korea (акăлч.). The Economist (2008-05-29).
  12. ^ Korea (North) (акăлч.). World Gazetteer. çăлкуçран архивланă 22 Ҫу уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 28 Кӑрлач уйӑхӗн 2010.
  13. ^ А. Н. Ланьков. Северная Корея: вчера и сегодня
  14. ^ КХДР Конституцийӗ, 103 Чучхе (2014), Статья 1.
  15. ^ КХДР Конституцийӗ, 103 Чучхе (2014), Статья 4.
  16. ^ North Koreans vote in 'no-choice' parliamentary elections
  17. ^ North Korea goes to polls to rubber-stamp parliament lineup
  18. ^ DEMOCRATIC PEOPLE'S REPUBLIC OF KOREA Choe Go In Min Hoe Ui (Supreme People's Assembly). Inter-Parliamentary Union (5 August 2014).
  19. ^ DPRK Holds Election of Local and National Assemblies. People's Korea.
  20. ^ Социалистическая Конституция Корейской Народно-демократической республики. — Пхеньян: Издательство литературы на иностранных языках, 2017. — С. 29, 32. — ISBN 978-9946-0-1605-4
  21. ^ КХДР Конституцийӗ, 103 Чучхе (2014), Статья 11.
  22. ^ Астафьев А. «О киноискусстве». Обзор кинематографа Северной Кореи (2000-05). çăлкуçран архивланă 27 Авӑн уйӑхӗн 2007.
  23. ^ Иргебаев А. Т., Тимонин А. А. Народное образование // КНДР. Справочник. — Мускав: Политиздат, 1988.
  24. ^ Library of Congress country study
  25. ^ The Military Balance 2024. — P. 282.
  26. ^ DPRK Diplomatic Relations (англ.) // The National Committee On North Korea. — 2016.
  27. ^ Ланьков А. Н. Официальная пропаганда в КНДР: идеи и методы 2018 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ. // Ланьков А. Н. Северная Корея: вчера и сегодня. — М.: Восточная литература (издательство), 1995