Контент патне куҫ

Йытçырли

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Соланум
Йытçырли
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Тĕс: ӳкерчĕкре: Solanum Monga
Латинла çырни
Solanum
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Йытçырли (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Соланум (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Соланум (лат. Solánum, выр. Паслён) — Соланум йышшисем (Solanaceae) текен йышри ÿсентăрансемн речĕ, мĕнпурĕ 1200-е яхăн тĕс шутланать[1], вĕсем субэкваториаллă, тропикла, субтропикла тата вăтам климатсенче тĕл пулаççĕ. Ретре, сăмахран, ялхуçалăх культури шутланакан çĕрулми, баклажан, томат) тата эмел ÿсентăранĕ пек усă куракан пылак-йӳçĕ соланум, хура соланум шутланса тăраççĕ.

Чăвашла, кулленхи калаçура, йыт хурлăханĕ теме пултараççĕ. Анчах та ăслав шайĕнче апла асăнма меллех мар пуль.

Йыт çырлисен шутне Хура соланум те кĕрет.

Йыт çырли (лат. Solánum nígrum) — йыт çырли йышĕнчи биологи тĕсĕ. Евразинчен тухнăскер, халĕ Америка тата Австралинче те тĕл пулать.


Якоб Штурмăн Deutschlands Flora in Abbildungen, 1796 кĕнекинчи Ботаника ӳкерчĕкĕ

Пĕр çул ӳсекен 30—120 см çӳллĕш тӳрĕ пайланакан тыналлă курăк. Шурă чечекĕсем çăлтăр евĕр пилĕк çунатлă. Çимĕçĕ - пăрçа пысăккăш хура çырла, çурла-авăн уйăхĕсенче пиçет.

Курăкĕнче тата пиçмен çырлинче наркăмăшлă алкалоид соланидин пур, çавăнпа вĕсене çиме юрамасть.

Йыт çырли çимĕçĕсем

Хăшпĕр çĕршысенче, ытларах Индипе Эфиопинче, тата Раççейре[2] пиçнĕ çырлисене çиеççĕ. Вырăссем ăна поздника, вороняжка, бздника тесе калалаççĕ.

Пиçнĕ çырлисене чĕрĕлле çиеççĕ, кукăль ăшне хураççĕ, варенисемпе кĕселсем хатĕрлеççĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Solanum: The Plant List сайтра
  2. ^ Паслён чёрный