Контент патне куҫ

Казючиц Анна Юрьевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Казючиц хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Анна Казючиц
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Анна Юрьевна Казючиц
Çуралнă вăхăт: 1983 çĕртме, 10
Çуралнă вырăн: Норильск, Таймырти Долган-Ненец районĕ, Красноярск Ен, РСФСР, СССР
Гражданлăх: Беларуç
Професси: XX -XXI ĕмĕрсенчи беларус, раççей актриси
Карьера: 1997 — хал. вăх.

Анна Юрьевна Казючиц (бел. Ганна Юр'еўна Казючыц; çĕртме, 10 1983, Норильск, Таймырти Долган-Ненец районĕ, Красноярск Ен, РСФСР, СССР) — раççей тата беларус театрпа кино актриси.

Анна Казючиц 1983 çулхи çĕртмен 10-мĕшĕнче Норильскре çуралнă. Ашшă — актёр Юрий Николаевич Казючиц (1959—1993), амăшĕ — врач-терапевт Надежда Казючиц. Йăмăкĕ — Татьяна Казючиц (1986 çур.) — юрăç, 2004 çулта «Раççей» телеканалĕнче «Народный артист-2» проектра çурмафинала тухнă, тата актриса, 2009 çулта Щукин ячĕллĕ театр вĕрентĕшĕнче вĕренсе тухнă.

Норильскран мĕнпур çемьипех Красноярска куçнă, каярах Минска кайнă.

1996 - 2000 çулснче Анна Минск хулинче М. Горький ячĕллĕ наци академи драма театрĕнче тата Киноактёр театр-студире ĕçленĕ.

1999 çулта 16 çул тултарсан Щукин театр вĕрентĕшне пĕлӳ пухма кĕнĕ, 2004 çулта вĕренсе тухнă (пулт. ертӳçи Евгений Князев).

Вĕренӳ хыççăн Мускавра пурăнать.

  • «Гамлет» Шекспира — Офелия
  • «Щелкунчик» — Мари
  • «Раскiданае гняздо» — ташлакан русалочка
  • «Клоун и бандит» — Наташа

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сасă кĕртни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăсăкла фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Çуратакансем Анна ят панă, анчах та беларус паспортĕнче «Ханна» (беларусла евĕр) çырнă[1].
  • 9 çулта илемлĕ гимнастикăпа хăтланнă, çапах та актриса пулас тенĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Интервью с Анной Казючиц 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.