Татищев Василий Никитич
Татищев Василий Никитич, — паллă Раççей историкĕ, географĕ, экономисчĕ, патшалăх ĕçченĕ, Екатеринбургпа Пермь хулисене никĕслекенĕ. 1686 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Псков уесĕнчи ашшĕн именийĕнче çуралнă. 1750 çулхи утă уйахĕн 15-мĕшĕнче вилнĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ашшĕ — Никита Алексеевич Татищев.
Мускаври артиллерипе инженер шкулĕнче вĕреннĕ. Нарвăна (1705) илнĕ çапăçăва, Полтава çапăçăвне тата Прут кампанине хутшăннă. 1713—1714 çулсенче Берлинра, Бреславльре тата Дрезденра пĕлĕвне ӳстернĕ. 1717 çулта Данцигра Татищев Пётр I хушнипе, таса Мефоди çырнă авалхи образа контрибуци шутне кĕртесси пирки калаçусем иртернĕ. Анчах та çак ĕçсем ăнăçлă вĕçленмен. Ют çĕршывсенчен Татищев чылай кĕнеке илсе килнĕ. Данцигран таврăннă хыççăн Брюс çумĕнче мануфактур-коллегин президенчĕ пулса ĕçленĕ. 1719 çулта Брюс Раççейĕн географине тĕплĕн çырса кăтартмалла тесе Пётр I патне хут çырнă, çак ĕçе Татищева хушма сĕннĕ.
1720 çулта Татищева Çĕпĕр кĕпернине пăхăр тата кĕмĕл шăратакан завочĕсем туса лартмалли вырăнсене палăртма янă. Вăл Уктус заводĕнче чарăннă та унта Сăрт Ӗçĕсен Канцелярине уçнă. Татищев Уктус заводне Исеть шывĕ çине куçарнă, çав вырăнта хула никĕсленĕ, халĕ Екатеринбург вырнаçнă. Çавăн пекех пăхăр шăратакан завод валли Егошиха ялĕ çумĕнчи вырăна палăртнă, халĕ унта Пермь хули. Купсасене Ирбит ярмаркине кĕме ирĕклĕх уçассишĕн тăрмашнă. Заводсем çумĕнче икĕ пуçламăш, икĕ сăрт ĕçсен шкулĕсене уçнă, вăрмансене хӳтĕлес йĕркисене çырнă.
Демидова Татищевăн килĕшмен, вăл патшалăх завочĕсем хăйĕн завочĕсене чăрмантарассинчен шикленнĕ. Уралти хирĕçӳсене салтса яма Г. В. де Геннин пынă. Вăл Татищевăн енне тăнă. 1724 çулта Петр I ăна берг-коллегин канашавçи вырăнне лартнă. Хыççăнах ăна Швецине сăрт тата дипломат ĕçĕсем пирки янă. Швецинче Татищев 1724 çулхи раштавран пуçласа 1726 çулхи ака уйăхĕччен пурăннă, заводсемпе рудниксемпе паллашнă, чылай чертёжсем пуçтарнă, граниль ăстине Екатеринбурга илсе килнĕ, Стокгольм порчĕн сутă-илӳ йĕркисемпе, укçа-тенкĕ системипе, тĕпчевсемпе паллашнă.
1727 çулта Швецинчен таврăнсан Татищева укçа çапса кăларакан конторăна ĕçлеме куçарнă.