Контент патне куҫ

Хулаш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хулаш (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Хулаш — хула вырăнĕ, урăхла каласан, тахçан хула пулнă, анчах çав хула халĕ, тĕрлĕ сăлтавсене пула, пĕтсе ларнипе пушă тăрса юлнă вырăн. "Хула" тенине кунта тăшманран хÿтĕленме ятарласа тĕреклетнĕ тĕл пек ăнланмалла. Ун пек хăшпĕр вырăнсем хушăран пайăр ят пек те паллă пулма пултараççĕ. Сăмах "хула ăшĕ" тенине кĕскетнинчен пулса кайма пултарнă.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]