Золотарёвка хулашĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Золотарёвка хулашĕ (вырăс. Золотарёвское городище) — Пенза облаçĕнчи Пенза районĕнче, — Золотарёвка поççолăкĕ çывăхĕнче, — вырнаçнă хулаш. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнчен (X-XIII ĕмĕрсем) юлнă археологи палăкĕ шутланать. Ку тăрăхра чăваш ялĕсем çук, çавна кура кунти топонимсен те ятарлă "чăвашлатнă" варианчĕсем çук. Апла пулин те хушăран-хушă "Золотарёвка" тенине тĕрлĕ çĕрте "Ылттăнту" е "Ылттăнай" текелени курăнкалать. Çапах та çакна ытлашши ăслăлăх тесе хакламалла пуль. Мĕншĕн тесен чăннипе "Золотарёвка" сăмах (поççолăкăн ячĕ) XVII ĕмĕрте поççолăка никĕсленĕ Алексей Фёдорович Золотарёв текен çынпа çыхăннă[1].

Кунта 1237-мĕш çулта (теприсен шучĕпе 1223-мĕш çулта) хула хÿтĕлевçисемпе тапăнакан монгол-тутарсем хушшинче пысăк çапăçу пулса иртнĕ. Хулаш вырăнĕнче пулнă хулан чăн-чăн ячĕ паллă мар.

Хулаш вырнаçнă вырăн[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пенза районĕн схеми

Золотарёвка хулашĕ Пенза хулинчен аякрах та мар, унран пĕр 30 çухрăм кăнтăр-хĕвелтухăçнелле, Сăр шывĕн сылтăм енчи вăрман ăшĕнче вырнаçнă. Икĕ çырма хушшинчи çÿллĕшĕ 20 метр таран сăмсах çинче тăрать.

Сăр çинче Пенза хулине шывпа тăрантаракан пысăк пĕве тунă ку тĕлелле. Анчах вăл еннелле хальхи вăхăтра çул-йĕр çук, унталла вăрман тăсăлать.

Кунта чăваш ялесем çук терĕмĕр-ха та, анчах та Золотарёвка поçсолăкĕ патĕнче Шнаево ятлă чукун çул станцийĕ, çав ятлах ял ятне кура каланăскер. Çав Шнаево ялĕ халĕ Городище районне кĕрет, ăна тахçан, 1725-мĕш çулта, чăвашсем никĕсленĕ[2]. Халĕ унта вырăссем çеç пурăнаççĕ.

Археологилле тĕпчевсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пенза районĕн гербĕ. Ăна ăсталанă чухне Золотарёвка хулашĕнче тупнă артефактсемпе усă курнă

Асăннă хулаша 1882-мĕш çулта Ф.Ф. Чекалин (1844—1893) тупса палăртнă. Ун чухне ăна Вырăс патшалахĕн 17-мĕш ĕмĕрти чикĕлле йĕрĕ çинчи тĕреклетнĕ вырăнĕ пулнă пуль тесе шутланă. 1952-1978-мĕш çулсенче кунта М. Р. Полесских ертсе пыракан археологи экспедицийĕ ĕçленĕ. Çапла вара вăл чăннипе Атăлçи Пăлхарпа çыхăннине тупса палăртнă. Мĕнпурĕ 1000 тăваткал метр культура сийне тĕпченĕ. Хулаш лаптакĕ 2,5 гектар. Çынсем пурăннă пĕтĕмĕшле вырăнăн лаптăкĕ татах та пысăкрах пулнă — 14 гектар. Ку вăл ытти çавăн пек ,— сăмахран, Авалхи Руçри, — объектсен лаптăкĕсемпе пĕр шайра.

1998-2000-мĕш çулсенче Г. Н. Белорыбкин профессор тĕпчевĕсем тата виçĕ ялаш, тата урăх тереклетнĕ вырăнсем тупма пулăшнă. Хальхи вăхăтра археологилле тĕпчевсем регулярлă мелпе пулса пыраççĕ. Ку ĕçе çамрăк ачасене те явăçтараççĕ. Археологи экспедицийĕ çумне çыпăçтарса ача-пча станĕ ĕçлет.

Археологилле тĕпчевсем, чавса пăхнисем вăхăтĕнче тупнă артефактсем Пензари таврапĕлÿ музейĕнче тата Золотарёвка поççолăкĕн ятарлă музейĕнче упранаççĕ. Артефактсем хушшинче уйрăмах мăйракаллă çынна палартакан маскăсем кăсăклă. Ун пеккисене темиçе те тупнă. Шăпах çавсем çинче никĕсленсе ĕнтĕ Пенза районĕн гербне ăсталанă. Çав районăн ялавĕ те çавăн пек никĕс çинче.

Хулаш вырăнĕнче пулнă хулан историйĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Золотарёвка хулашĕн вырăнĕнче XIIIччен Атăлçи Пăлхарăн хули пулнă, унăн чăн-чăн ячĕ, каларăмăр ĕнтĕ, халлĕхе паллă мар. Анчах та хулан историне, археологи тĕпчевĕсем çине таянса, ăнкарса илмешкĕн май пур.

Кунти çынсен чи малтанхи йĕрĕсене III - IV ĕмĕр ĕмĕрсенчен палăртма пулать (Городец культурин йăваласа тунă "чăпталла" керамики). VIII - X ĕмĕрсенчи çынсене вара мордва йăхĕсем пуль теççĕ. X ĕмĕрте кунта пăртассем килсе тухнă. Пăлхар тапхăрĕ XI ĕмĕртен пуçланать. XII ĕмĕртен тытăнса Аскиз культурин паларăмĕсем курăнма пуçлаççĕ культура сийĕсенче[3].

1237-мĕш çулта хула хÿтĕлевçисемпе монгол-тутарсем хушшинче çапăçу пулса иртнĕ. Çапăçура 2000 çын вилнĕ. Хулан хупласа таракан чартак картан çÿллĕшĕ 10 метр таран пулнă. Çак çапăçу хыççăн хула çĕнĕрен çĕкленеймен.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Илемлĕ литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]