Чăваш наци радиовĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чăваш Енĕн наци радиовĕ
Хула Шупашкар
Патшалăх
Йыхрав «Эфирта — Чăваш Ен! Эпир пулнă, пур, пулатпăр!»
Формат хит-радио
Тăтăшлăх FM 103,0 МГц Шупашкар
FM 105,0 МГц Çĕрпӳ
УКВ 72,41 МГц Йĕпреç
пăралуклă калаçăвăн «виççĕмĕш тӳми» (УКВ 66,26) Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш
Калаçу вăхăчĕ кунсерен 6:00 — 22:00
Калаçу ярăмĕ
Калаçма пуçланă вăхăт 2009 çулхи ака, 25.
Никĕслевçĕ Чăваш Республикин Министрсен кабинечĕ
Харпăрçă Чăваш Республикин культура, наци, информатика политикин тата архив ĕçĕн министерстви
Ертӳçсем Олег Прокопьев
Сайт Чăваш Ен наци радиовĕ
Онлайн-трансляци mms://media.cap.ru/ChuvRadio

Чăваш Енĕн наци радиовĕ, (вырăс Национа́льное ра́дио Чува́шии) — Чăваш Енĕн пĕрремĕш чăваш радиостанцийĕ. Чăваш Ен территоринче тата тетел урлă итлеме пулать. Чăваш Республикин Министрсен кабинечĕн 2008 çулхи раштавăн 11-мĕшĕнчи 372 №-лĕ «Чăваш Республикин «Чăваш наци радиовĕ» автономи йĕркелĕвне тăвас йышăнăвĕпе туса хунă[1].

60% вăхăтĕнче чăвашла, 35% – вырăсла тата 5% – Чăваш Енри урăх халăх чĕлхисен кăларăмсем тухаççĕ. Çакăн чух 30% хыпар-аналитика, 30% – çутĕç-пĕлӳ тата 20% – литература-драма тата 20 % мусăк калаçăвĕсем. Хыпар-аналитика кăларăмĕсем кунне 5 сехет пыраççĕ.

Редакци адресĕ: 13 çурт, И. Яковлев проспекчĕ, Шупашкар, 428019.

Телефонсем:

  • директор: (8352) 55-02-99, факс (8352) 55-06-99
  • редакторсем: (8352) 55-04-42, (8352) 55-04-99

Электронлă адрес: nradio@mail.ru

Тĕп редактор О. И. Прокопьев.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш наци радиовĕ хăйĕн тĕрĕслев калаçăвне Чăваш чĕлхи кунĕнче, 2009 çулхи акан 25-мĕшĕнче, 13.00 сехетре пуçланă. Шупашкарта, Наци библиотеки умĕнчи И. Я. Яковлев ячĕллĕ сквера пуçтарăннă халăх пĕрремĕш хут радио калаçăвне итленĕ.

Чăваш Ен радиовне аталантарма виççĕ тапхăра палăртнă:

  • I тапхăр – 2009 çулхи ака-çу уйăхĕсем (çĕнĕ хыпарсем тата мусăк, ача-пăча кăларăмĕсем).
  • II тапхăр –2009 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче (çĕнĕ хыпарсем, ача-пăча тата çамрăксен, литература-драма кăларăмĕсем).
  • III тапхăр - 2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче радиохумĕн тулли калăплă калаçăвĕ тухма тытăнмалла.

Эфирти калаçу[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Эфир хумĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

FM 103,0 МГц Шупашкар
FM 105,0 МГц Çĕрпӳ
УКВ 72,41 МГц Йĕпреç
пăралуклă калаçăвăн «виççĕмĕш тӳми» (УКВ 66,26) Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш

Онлайн-калаçу[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Winamp (URL) тетел-адреса уçни
Media Player Classic URL) тетел-адреса уçни

Аудиохыпарсен юхăмне Тетел эреше витĕр Microsoft Media Server протокол майĕпе mms://media.cap.ru/ChuvRadio адреспа çитереççĕ.

Ирĕклĕ усă курмалли Winamp е Media Player Classic, çаплах VLC программисемпе усă курма пулать. Выляттаракан ăшне mms://media.cap.ru/ChuvRadio адреса çеç кĕртмелле.

Кăларăмсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш Ен радиохумĕсенче Чăваш патшалăх академи драма театрĕпе Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн радиоспектаклĕсене итлеме пулать.

Республикăри кашни районăн, кашни хулан хăйĕн калаçăва тухас кунĕ пур. Радиоэфира çаплах республика тулашĕнчи чăвашсен пурнăçĕ пирки ятарлă циклсемпе рубрикăсем тухаççĕ.

Кăларăмсем:

Чăваш наци радиовĕн журналисчĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Эфира тухакансем:

  • хыпар хĕсмечĕн редакторĕ О. И. Прокопьев;
  • хыпар хĕсмечĕн, «Автан авăтсан» кăларăмăн редакторĕ Л. Ю. Леонтьева;
  • хыпар хĕсмечĕн, «Экстренный час» кăларăмăн редакторĕ А. В. Валеев;
  • хыпар хĕсмечĕн редакторĕ А. А. Максимова;
  • «Концерт по заявкам», «Общественная приемная», "Неформат" кăларăм редакторĕ Ю. С. Фёдоров;
  • «Символ веры», «Наши соотечественники» кăларăм редакторĕ Ю. Э. Степанова;
  • «На перекрестках истории», «Школьная страна» кăларăм редакторĕ А. Г. Шульдешов;
  • «Пирĕн хăнасем» кăларăм ертӳçи Р. Т. Деменцова ;
  • «Мумук халапĕсем» кăларăм ертӳçи В. В. Иовлев;
  • «Асанне арчи», «Каçхи микс» кăларăм ертӳçи О. Ю. Александрова;
  • «Халăх йăли-йĕрки» кăларăм ертӳçи Ольга Баринова;
  • «Литература тĕнчи» кăларăм ертӳçисем: Леонид Антонов тата Марина Вазянова.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Чăваш Ен радиостанцисем
Хĕрлĕ Чутай радио | Чăваш Ен радио | [[]] |