Чăваш пускăч хăмин калăпĕсем
Клавиатурăн чăвашла çийĕ (акăл. Keyboard layout) — чăваш çырулăхĕн типографи символĕсене (сас паллисене, цифрисене, чарăну паллисене т. ыт.) чăвашла текст информацине кĕртме, çырма паракан япали.
Кашни килĕшӳпе механика, визуаллă тата функциллĕ «клавиша-пĕлтерӳ» тивĕçевне майлаштарнă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çыруллă чĕлхесен клавиатурин пĕрремĕш сарăмĕсене çыракан машинка валли хатĕрленĕ. Çыракан машинка валли пĕрремĕш чăваш сарăмне Константин Иванов сăвăç ăсталанă, вăл хăй ăстаçă пулнă май, йывăçран çыракан машинка касса хатĕрлет. Константин Ивановăн машинки И. Я. Яковлев алфавичĕн сасă паллисене пичетленĕ.
1930-мĕш çулсенче Яковлевăн алфавитне вырăс алфавитĕнчен унчен чăваш çырулăхĕнче усă курман 10 ытла сасă палли кĕртнĕ. Алфавита çапла вырăслатнă хыççăн пичетлемелли машинкăн чăваш сасă паллисене тивĕçтерме тӳме çитеймен, çакă вара ЙЦУКЕН вырăс раскладкипе чăваш текстне кăтартма май паман. Çакна пула «вырăс» машинкипе пичетленĕ хыççăн хушма чăваш сасă паллисене диакритика паллисемпе палăртма тивнĕ.
Компьютер клавиатурин çийĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Официаллă чăваш чĕлхин компьютер клавиатурин сарăмĕ пирки килĕшни паянхи куна çук. Çакна пула Microsoft Windows операци системисен çемьйин стандартлă пуххинче чăваш чĕлхин пĕтĕмĕшле клавиатурине кĕртмен.
2009 çулхи пуш уйăхĕнче иртнĕ Мĕнпур ведомствăсен чăваш чĕлхин комиссин[1] ларăвĕнче компьютерăн чăваш сарăмне вĕр виçене антарас (стандартлас) ыйтусене пăхса тухнă.
Комисси йышăннипе, компьютер шрифчĕсенче чăваш алфавичĕн Ӑ ӑ, Ӗ ӗ, Ҫ ҫ, Ӳ ӳ символĕсем пулманнипе Ӑ ӑ, Ӗ ӗ, Ҫ ҫ, Ӳ ӳ вырăнне латиница Ă ă, Ӗ ĕ, Ç ç, Ÿ ÿ символĕсемпе улăштармалла тенĕ[2]. Компьютер клавиатурин сарăмне комисси йышăнма тăхтанă.
Буквисем документсан ăшĕнче пулччăр тесен ANSI (Windows-1251) кодировки вырăнне UTF-8 (UCS) я Юникод (UTF-16) пулмалла, UTF-16 (UCS-2) пулсан файлĕ икĕ хут йывăртарах пулать.
Виндовсăн блокнотĕнче: Файл - Сохранить как - Кодировка: UTF-8
Вунăмĕш виндовсра чувашский CHV пур, клавиатури çук-ха.
2007 çултанпа Линукс убунтура пур.
ЙЦУКЕН (Вырăс) çийĕн чăваш аслатăвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Windows 2000 операци системисем уçăлнипе Юникод символĕсемпе юникод шрифчĕсене тытса пыракан ЙЦУКЕН (Вырăс) сарăмĕн чăваш аслатăвĕсене хайлама пуçланаççĕ.
Çак сарăмсенче чăваш алфавичĕн хушма саса паллисемне ЙЦУКЕН (Вырăс) сарăмăн иккĕмĕш шайне тата/е «ахаль выртакан клавишсемпе» палăртаççĕ. Кун чухне «амăшĕн» сарăмне ытлашши улшăнусем кĕмеççĕ.
«Хăй тĕллĕ тунă» шрифтсем (Юникодпа пĕрлĕ мар)
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юникод уçăличчен чăваш алфавичĕн сасă паллисен кодировки пĕр виçеллĕ пулман. Çак сăлтавпа XX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсен иккĕмĕш çурринче чăвашла текстсене компьютера кĕртме «халăх ăстисем» проприетарлă шрифтсене урăхлатнă, Ё ё, Ъ ъ сасă паллисен тата «+», «=», «_», «-», «/», «\» паллисен глифĕсене чăваш алфавичĕн хушма Ӑ ӑ, Ӗ ӗ, Ҫ ҫ, Ӳ ӳ сасă паллисене хатĕрленĕ, малтанхи символсен кочĕсене çĕнĕрен хушнă сасăсене тивĕçтернĕ.
«Хăй тĕллĕ тунă» Юникод стандарчĕпе çыхăнман мĕнпур шрифтсенче, Юникод принципне пăснă — символĕсен кочĕсем юникодпа пĕр пек мар.
Esa Anttikoski AltGr клавиатура çийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2001 çулта Йоэнсу финлянди университечĕн ĕçтĕшĕ Esa Anttikoski ЙЦУКЕН (Вырăс) аслатăвне Windows 95, Windows 98 тата Windows ME[3] валли усă курма сĕннĕ, унта чăваш алфавичĕн хушма символĕсем те пулнă. 2003 çулта вăл çак сарăмăн юникод версине Windows NT, Windows 2000, Windows XP[4] валли ăсталанă. Виçĕ сарăмне те Esa Anttikoski ЙЦУКЕН (Вырăс) сарăмĕн никĕсĕпе тунă. Esa Anttikoski сарăмĕсенче хушма чăваш символĕсене иккĕмĕш шайра (пĕрле AltGr + пускăч ), А а, Е е, С с, У у, сасă паллисен тӳмисем çинче вырнаçнă. Унпа çырас тесен маларах Alt Gr пусмалла, кайран: А , Е , У , С , Alt Gr пулмасан сылтăм Alt я Alt па Ctrl .
2005 çулта Н. А. Плотников Esa Anttikoski хатĕрленĕ юникод сарăмне улшăнусем кĕртнĕ, Ӑ ӑ, Ӗ ӗ, Ҫ ҫ кирилици саспаллисене сăнĕпе пĕр пекех Ă ă, Ӗ ĕ, Ç ç латин сас паллисемпе улăштарнă. Ӳ ӳ кирилици символĕсене çаплах хăварнă. Улăштарнă сарăмăн файлĕсене (ăнлантарусемпе пĕрле) Chuvash.org[5] сайтĕнче тупма пулать. Çак сарăмпа Н. Плотников Чăваш Википедин контентне тунă, тӳрлетнĕ чухне, хăй ăсталанă Chuvash.org, Yumah.ru тата урăх сайтсенче те усă курать. Буквисене Microsoft Keyboard Layout Creator, XP/Vista экран клавиатуринче пăхма пулать.
Унпа википедире çырас тесен Ctrl+M кăна пусмалла. Firefox 65.0 версинчен цифрăли кăна ĕçлеть. Ӑӑ - çӳлти 8 çинче, Ӗӗ - 7 çинче, Ҫҫ - 3 çинче, Ӳӳ - 5 çинче[6].
Mercen Raşşej клавиатура çийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]ЙЦУКЕН (Вырăс) сарăмен чăваш аслатăвĕсен хушинче «Mercen Raşşej» сарăма асăнмалла. Ăна Viktor V. Microsoft Keyboard Layout Creator программипе[7] тунă. Унпа вырăс клавиатури çинче чăваш алфавичĕн паллисене сарăмăн иккĕмĕш шайринчи тата «ахаль выртакан» тӳмесемпе пичетлеме пулать. Windows 2000, Windows XP, Windows Vista çинче сарăм полхар сарăмĕсен йышне хутшăнать. Юлашки версийĕ — Mercen 11r[8].
«Chuvash Cyrillic» клавиатура çийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2007 çулхи ака уйăхĕнче Ikăruk ЙЦУКЕН (Вырăс) комьютер никĕсĕпе чăваш сарăмне хатĕрленĕ. Хушма 4 чăваш сасă паллисене цифрăсен блокĕ çинче вырнаçтарнă. Эхер те Esa Anttikoski сарăмĕпе Н. А. Плотников тунă çĕнĕлетӳсем вырăс ЙЦУКЕН (Вырăс) клавиатурин вырăнĕнче пулать, Ikărukăн сарăмĕ пăлхар клавиатурин вырăнĕнче. Полхар ушкăнне чăваш чĕлхи анăç-хунн турачĕн полхар ушкăнне кĕнипе суйланă.
Ikăruk сарăмĕн юлашки версийĕ «Chuvash Cyrillic» ятпа 2010 кăрлачра тухнă.
Jahat клавиатура çийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тутарстан фирми «Jahat» сĕннĕ сарăмра ЙЦУКЕН (Вырăс (Машинопись)) вырăс сарăмĕн чăваш «Ăă», «Ӗĕ», «Çç», «Ÿÿ» сасă паллисене чăваш тексчĕсенче сайра тĕл пулакан вырăс сасă паллисен «Жж» «Ёё» «Щщ» «Ъъ» вырăнĕсене панă. Çакна пула, «Жж» «Ёё» «Щщ» «Ъъ» сасă паллисене пичетлене чухне вырăс сарăмне куçмалла.
Компьютер çине Jahat сарăмне вырнаçтаракан проприетарлă программаăна Тутарстанри мĕнпур чăваш шкулĕсене лартса панă. Унпа Тутарстанра тухакан «Сувар» чăваш хаçачĕн редакцинче ĕçлеççĕ. Фирма Jahat хăйĕн сарăмне Шупашкарта кăтартнă, анчах та Чăваш çĕрĕнче ăна йышăнман.
Jahat чăваш сарăмĕн çитменлĕхĕсем:
- Ж ж, Ё ё, Щ щ, Ъ ъ сасă паллисем çукки
- Ă ă, Ӗ ĕ, Ç ç, Ÿ ÿ сасă палисен символĕсен кодировки Юникод стандарчĕпе пĕр пек мар
«Mercen Tĕnce» клавиатура çийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Mercen Tĕnce» сарăма Viktor V. Windows NT операци системисен çемьи валли Microsoft Keyboard Layout Creator программин[9] никĕсĕпе тунă, вăл QWERTY латин сарăмĕн чăваш аслатăвĕ шутланать. ЧăвашЛат чăваш алфавичĕн сасă паллисемпе усă курма хатĕрленĕ. Ун йышне ЧăвашЛат алфавичĕн тата тата урăх тĕрĕк чĕлхисен алафавичĕсен, çаплах Мĕнпур тĕнчери фонетика ассоциацийĕ[10] транскрипцин символĕсем кĕреççĕ, вĕсене сарăмăн иккĕмĕш шайĕнче, çавăн пекех «ахаль выртакан тӳмесем» çинче, вырнаçтарнă. «Акăлчан (АПШ)» сарăмсен йышĕнче пулать. Юлашки версийĕ — Mercen 77t.
Андроид
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш буквисем 6.6.11.169977134 версинчен тытăнса Gboard клавиатуринче пур, ăна андроидри Play Маркетра шырамалла. Бб - Вв, Ёё - Ее, Жж - Зз, Цц - Чч, Щщ - Шш, Ъъ - Ьь çинче.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Положение о Межведомственной комиссии по чувашскому языку 2009 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕ ларăвĕн протоколĕ 2012 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Раскладки клавиатуры для Windows 95/98/ME
- ^ Юникодовые раскладки клавиатуры для Windows NT/2000/XP
- ^ Установка чувашской раскладки
- ^ wikimedia/jquery.ime
- ^ MSKLC — The Microsoft Keyboard Layout Creator
- ^ Mercen — CĂVAŠLA SARĂM 2013 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ MSKLC — The Microsoft Keyboard Layout Creator
- ^ Mercen — CĂVAŠLA SARĂM 2013 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Chuvash Cyrillic» (версия «3578») чăваш компьютер сарăмне вырнаçтаракан компьютер программи
- Чăваш сарăмне лартасси. Информация по программе, устанавливающей чувашское расширение раскладки ЙЦУКЕН (Русская) 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Чăваш раскладкине лартасси. Chuvash.org сайтĕнчи клавиатурăн чăваш раскладкисем пирки хыпар
- Мерчен. «Mercen Raşşej» тата «Mercen Tĕnce» раскладкисем пирки сайт 2013 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- Языки народов России в Интернете: Шрифты и клавиатуры.Сайт Esa Anttikoski
- Чувашские шрифты. Самодельные чувашские шрифты на официальном портале органов власти Чувашской Республики.
- Элтепере чӑваш чӗлхин латинла саспаллийӗсене ҫирӗплетме ыйтнӑ