Контент патне куҫ

Ямайка

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Jamaica script
Hilton Rose Hotel - panoramio (1)

ЯмайкаКариб тинĕсĕ таврашĕнчи утравлă патшалăх. Малтан Аслă Британин колони çĕрĕ пулнă.

Ямайка — Анăç-Индири патшалăхĕ — Кариб тинĕсĕнчи хăй ятлă утрав çинче вырнаçнă. Британи Пĕртуслăхĕн шутне кĕрет. Анăçран тухăçалла тăршшĕ — 225 çухрăм, çурçĕртен кăнтăралла – 35 çухрăмран пуçласа 82 çухăма çитет, тинĕс çыранĕн вăрăммăшĕ — 1022 çухрăм. Пĕтĕм çĕр лаптăкĕ – 10 991 тв. çм.

2004 çулхи çĕртме уйăхĕнчи шутлавĕ тăрăх, Ямайкăн халах йышĕ 2 млн. 713 пин те 130 çын пулать; халăх-йыш тăвăрлăхĕ — 243 çын/тв.çм. Пурăнакансен вăтам çулĕ — 26,8 çул: 28,2% çынсем 14 çултан кĕçĕн, 65% — 14 çултанпа — 64 çултисем, 6,9% — 65 çултан аслă. Халăх йышĕ юлашки вунçуллăхсенче питĕ хăвăрт ӳснĕ, анчах та ача çуратасси халĕ ӳкнĕ, 2004 çулта 1000 çын шутне 16,94 ача çеç çуралнă. Вилĕмлĕхĕн шайĕ — 5,4 çын 1000 çын шутне, ача-пăча вилĕмлĕхĕ 12,81 ача 1000 çуралнă ача шутне. 1950-мĕш çулсенче кунтан пĕрмаях çынсе куçса тухса каяççĕ (4,92 çын 1000 çын шутне 2004 çулта). Пĕтĕмлетсе каласан, 2004 Ямайка халăхĕн ӳсĕмĕ в 0,66%. Кунта çынсен вăтам ĕмĕрĕ 74,04 çул (арçынсем), 78,21 çул (хĕрарăмсем).

Пурăнакансен тымарĕ Африка материкĕ (76% ытла); 15% яхăн –хутăшлă афро-европаллă; 1,3% – Инди тымарĕнчен тухнисем; 0,2% – китаецсем; 0,2% - Европăн тымарĕнчен тухнăскерсем (акалчансем, ирландецсем тата ыттисем те). Официаллă челхе – акăлчан, çапах та вырăнти акăлчанла-креол патуа чĕлхи. Тĕн енĕпе 61% ытла тĕрлĕтĕслĕ тĕн юхăмĕсе протестантсем, («Турă Чиркĕвĕ», баптистсем, англикансем, çиччĕмĕш кун адвентисчĕсем, аллăçсем, методистсем, Иеговăна курнисем тата ыттисем те), 4% - католиксем, 35% урăх тĕн йăлисене тытса пыраççĕ (синкретиллă, растафари, татах сахаллă бахаитсем, мăсăльмансем, иудаистсем тата ыттисем те).

Патшалăхăн 55% халăхĕ ытла хуласенче пурăнать. Чи пысăк пурăну вырăнĕсене тинĕс хĕрринче никĕсленĕ:

  • Кăнтăрта
    • Кингстон (шĕкĕр хула, тĕп порчĕ тата сутă-илӳ тĕпĕ, халах йышлăхĕ хула тулашĕпе пĕрле 800 пинĕ çын ытла),
    • Спаниш-Таун ( 1872 çулчен – Ямайкăн тĕп хули, 111 пинĕ çын ытла),
    • Портмор (100 пин çына яхăн),
    • Мей-Пен (46 пин çына майлă),
    • Мандевилл (бокситсене кăларакан тĕпĕ),
  • Çурçĕрте

Христофор Колумб кунта 1494 çулта киличчен утрав çинче араваки инди йăхĕсем пурăннă. Испани утрава колони туса хунă. Вĕсем вырăнти инди халăхăн чылайăш пайне пĕтернĕ, колонизаторсем утрава сахăр плантацисенче ĕçлеттерме Африкăран чурасене турттарса килнĕ. 1655 çулта Ямайка акăлчансем аллине куçнă, вара вăл акăлчансен Кариб тинĕсĕнчи чи паха колонийĕ пулса тăрать. 1838 çулта чуралăха пăраçăхланă. 1870-мĕш çулсенче Ямайка хуçалăхне АПШ капиталĕ кĕме тытăнать. 1959 çулта патшалăх шалти енчен хăйне хăй йĕркеленсе пырать, 1962 çулта вара Ямайка Британи Пĕртуслăхĕнче ирĕклĕхлĕ патшалăх пулса тăрать. 1962 çулчен Ямайка Аслă Британин çĕрĕ шутланнă, çурла, 6 ирĕклĕхе тухнă. 1962 çулхи конституцийĕпе йĕркеленсе пурăнать (1997 тата ытти çулсенче тӳрлетнĕ). Çĕршыв парламентлă демократи евĕрĕсемпе конституциллĕ монархи йĕркипе пурăнать. Официаллă патшалах Пуçлăхĕ – Британи монархĕ (Аслă Британин патши Елизавета II), вăл утрав çине Ямайка премьер-министр сĕннипе генерал-губернатора уйăрса лартать. Генерал-губернатор çĕнĕ саккунсене алă пусса ĕçе кĕртет, тата премьер-министра суйласа çирĕплетет. Генерал-губернатор çумĕнче Вăрттăн канашĕ пур, унта 6 çын кĕрет, вĕсене премьер-министр сĕннипе суйлаççĕ. Пĕрремĕш министр сĕннипех генерал-губернатор Патшалăх Ертĕвне килĕшсе çирĕплетет.